Квебек
Квебек (фр. Québec [kəˈbɛk], акăл. Quebec [kwɪˈbɛk]) — Канадӑн франк чӗлхиллӗ Квебек провинцин тӗп хули тата провинцин тухӑҫ енчи тӗп хула агломерацийӗ. Хула Монреальрен чылай пӗчӗкрех пулин те кунта Квебек парламенчӗ тата провинцин тӗп правительство аппарачӗ вырнаҫнӑ.
2001 ҫултанпа Квебек Канадӑн экономика енчен чи аталаннӑ хуласенчен пӗри шутланать. Хула экономикине ӳсӗм паракан тӗп экономика секторӗсем — биотехнологи, промышленность, туризм, сывлӑх сыхлавӗ, апатлану, страхлав, прикладной технологисем. Квебек ҫавӑн пекех пӗлтерӗшлӗ порт та, тавар ҫаврӑнӑшӗ тӗлӗшпе унӑн порчӗ ҫӗршывра виҫҫӗмӗш шутланать. Унсӑр пуҫне хула ҫулсерен 70 пине яхӑн туриста тата 30 пине яхӑн экипажри ҫынна йышӑнать.
2009 ҫулта хулри халӑх йышӗ 508 349 ҫынпа танлашнӑ, вӗсем хулан 6 районӗнче пурӑнаҫҫӗ: Ситэ-Лимуалю, Ривьерс, Сен-Фуа-Силлери-Ка-Руж, Шарлебур, Бопор тата От-Сен-Шарль. Хулаҫум тӑрӑхне те шута илсен хулара 746 252 ҫын пурӑнать теме пулать. 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне хулара 531 902 ҫын пурӑннӑ, тӗп хула районӗнче — 800 296 ҫын. Халӑх йышне пӑхсан Канадӑра вӑл ку виҫепе саккӑрмӗш вырӑнта тӑрать.
2008 ҫулта Квебека никӗсленӗренпе 400 ҫула ҫитнине пысӑк уяв ирттерсе уявланӑ, ҫапла май вырӑнтисем хула Ҫурҫӗр Америкӑра французсен тӗп вырӑнне йышӑннине палӑртнӑ.
Квебек хӑйӗн истори тӗлӗшӗнчен паха кварталӗпе, музейсемпе культура учрежденийӗсем нумай вырнаҫнипе паллӑ. Квебека ҫавӑн пекех «театрсен хули» те теҫҫӗ.
Хула историйӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Квебек» ята мӗнле илнӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Квебекпа Леви (вӑл тепӗр енчи ҫыранра вырнаҫнӑ) хушшинчи юханшыв хӗсӗннӗ вырӑн хулана ят панӑ: алгонкинсен чӗлхинче Kebec «юханшыв ҫулӗ хӗсӗннӗ вырӑн» тенине пӗлтернӗ. Тепӗр теорипе, вӑл сахалтарах сарӑлнӑ пулин те, Самюэль де Шамплен ята индеецсенчен илнӗ, вӗсем Kebec сӑмахпа хӑйсен ҫӗрне каланӑ. Тата тепӗр гипотеза тӑрӑх хула ятне ҫак тӑрӑхра (kebik ятлинче, паянхи кунра «монтанье» пек паллӑ) пурӑнакан ҫынсен ячӗпе панӑ[1].
Хулана тепӗр икӗ ят та парса пӑхасшӑн пулнӑ. Самуэль де Шамплен ҫӗнӗ хулана XIII Людовик патша ячӗпе «Людовик» ят парасшӑн пулнӑ. Унсӑр пуҫне, 1867 ҫулта Канада конфедерацине тунӑ чухне хулана ҫӗнӗ провинци ячӗпе пӑтраштарасран сыхланма индеецсенчен илнӗ «Стадакона» ят парасшӑн пулнӑ[2].
Хулана никӗслес умӗнхи тапхӑр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Квебек хули ларакан хальхи вырӑн 14 пин ҫул каялла пӑр айӗнче пулнӑ. 2 пин ҫул иртсен, пӑрлӑхсем ирӗлнине пула, вӑл шыв айне пулнӑ, ҫав шывсем Шамплен тинӗсне йӗркеленӗ, вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн вӑл юханшыв пулса тӑнӑ. Ун чухне Квебек сӑрчӗсем кӑна шыв ҫийӗн курӑнса тӑнӑ. Ҫапла вара 6 пин ҫул иртсен ҫеҫ Квебек вырнаҫнӑ хальхи вырӑн шыв айӗнчен курӑннӑ.
1534 ҫулхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Жак Картье Францири Сен-Мало хулинчен Франциск I Франци патши валли Ҫурҫӗр Америкӑн шалти ҫӗрӗсемп шыв ҫулӗсене тӗплӗн тӗпчесе пӗлме ҫул тухнӑ. Унччен маларах вӑл Бразили патӗнчи Америкӑн хӗвелтухӑҫ енчи ҫыранне тӗпчеме ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Картье Франципе пӗр параллельте вырнаҫнӑ тӑрӑха суйласа илнӗ. Тӗллевӗ Индие, Китая тата Японие ҫул тупасси пулнӑ. Ку вырӑнсене ҫул тупма пултарсан Картье ҫӗнӗ тинӗс ҫулне те, унпа пулса иртесен суту-илӗве те, тупнӑ ҫӗрсене те тытса тӑма пултарӗччӗ, ҫапла май Хӗвелтухӑҫ пуянлӑхӗ унӑн аллинче пулнӑ пулӗччӗ.
Кӳлмеке ҫитсен тӗрлӗ вырӑна ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫакан тата унӑн экипажӗ Гаспе заливне пырса тухнӑ, унта вӗсем кӗтмен ҫӗртсен кӑк америка халӑхӗн пысӑк ушкӑнӗпе тӗл пулнӑ. Картье Доннакона ятлӑ индеецсен ҫулпуҫне кӗтсе илнӗ. Вырӑнти халӑхӑн пӗрремӗш ушкӑнӗпе ҫыхӑну йӗркеленӗ хыҫҫӑн Картье хӑйӗнпе пӗрле Доннаконӑн икӗ ывӑлне пӗрле илнӗ. Вӗсем Сӑваплӑ Лаврентий юханшыв айлӑмӗпе ҫул кӑтартса пыма калаҫса татӑлнӑ. Ҫу вӑхӑчӗ хӑвӑрт иртсе кайнӑран Картье Францие таврӑнма шут тытнӑ. Вӑл хӑй кунта мӗн курнипе илтнине (тӗрлӗ объектсемпе вырӑнти халӑх пирки), тата тунӑ пӗтӗмлетӳсене патша патне ҫитерме ӗмӗтленнӗ. Доннакона ывӑлӗсем те Картьепе пӗрле Францие кайнӑ.
Картьене иккӗмӗш экспедицине тухма ирӗк панӑ. Жак Картье пысӑк юханшыв ҫӑлкуҫӗ ӑҫта вырнаҫнине пӗлсе ҫитнӗ. 1535 ҫулта вӑл юханшыв хӗррипе ҫӑлкуҫ патне хӑпарма шут тытнӑ. Юханшыва вӑл Сӑваплӑ Лаврентий ят пама шутланӑ. Тӗп тӗллев, ҫапах та, Азие ҫӗнӗ тинӗс ҫулне тупасси пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра ку тӑрӑха Европӑри ытти патшалӑх карапӗсем те кӗрсе тухкаланӑ, вӗсем индеецсемпе суту-илӳ тунӑ, треска тытнӑ. Картье кунта тепӗр хут 1541 ҫулта таврӑннӑ, вӑл ҫакӑнта тӗплӗ пурӑнмалли вырӑн туса хурасшӑн пулнӑ. Ҫак пӗрремӗш пурӑну вырӑнне, Шарльбур-Руаяль ят панӑскере, 1542 ҫулхи ҫуллах пӑрахса кайма тивнӗ, ӑна никӗсленӗренпе ҫулталӑк та иртмен пулин те вырӑнти халӑх ютран килнисене кӑмӑлламан, унсӑр пуҫне хӗлле те кунта пурӑнма йывӑр пулнӑ.
Францине пӑхӑнакан хула
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Квебека 1608 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗнче ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫакан тата дипломат Самюэль де Шамплен унччен Стадакон ятпа паллӑ пулнӑ тахҫанах пӑрахса кайнӑ ирокезсен ялӗ вырӑнӗнче никӗсленӗ. Халӑх «Ҫӗнӗ Франциия ашшӗ» ят панӑ Шамплен хулана мӗн пурнӑҫӗ вӗҫленичченех тытса тӑнӑ. Колони пуҫарса яма ку вырӑн меллӗ пулнӑ.
1665 ҫулта 70 ҫуртра пурӗ 550 ҫын пырӑннӑ. Вӗсенчен чӗрӗк пайӗ тӗн орденӗсен ҫыннисем пулнӑ: чиркӳ йышӗнче тӑман священниксем, иезуитсем, вырӑнти Отель-Дье пульницӑна тытса тӑракан урсулинкӑсем.
1690 ҫулхи юпан 16-24-мӗшӗсенче Вильгельм патша вӑрҫи вӑхӑтӗнчене Квебекшӑн ҫапӑҫу пулса иртнӗ, ҫак ҫапӑҫура Уильям Фипс ертсе пынӑ акӑлчансен экспедици отрядне Луи де Фронтенак кӗпӗрнатӑрӑн хрантсуссен гарнизонӗ ҫапса аркатнӑ. 1711 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче, Анна патша майри вӑрҫин вӑхӑтӗнче, акӑлчансем тепӗр хут хулана ярса илме хӑтланнӑ, анчах вӑл та ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗ.
Квебека акӑлчансем 1759 ҫулта ҫеҫ хӑйсен аллине ярса илме пултарнӑ, 1763 ҫулчченех вӑл вӗсен аллинче пулнӑ. Ҫичӗ ҫулхи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хула таврашӗнче виҫӗ ҫапӑҫу пулса тӑнӑ: хрантсуссен ҫӗнтерӗвӗпе вӗҫленнӗ Бопорт патӗнчи ҫапӑҫусем (1759 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ); Авраам тӳремӗнчи ҫапӑҫусем, Джеймс Вольф генерал ертсе пынӑ британсен ҫарӗ унта Луи-Жозеф де Монкальм хрантуссен генералне ҫӗнтернӗ те кӑштахран хулана ярса илнӗ (1759 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче); Сент-Фуа патӗнчи финаллӑ ҫапӑҫу, унта хрантсуссем ҫӗнтернӗ (1760 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗ). 1763 ҫулта Ҫӗнӗ Франци, ҫав шутра хула та, Аслӑ Британи аллине куҫнӑ.
Францие пӑхӑннӑ ҫулсен вӗҫӗнче, 1758 ҫулта, хальхи Квебек хулин лаптӑкӗ питӗ контрастлӑ пулнӑ. 8–9 пин ҫын пурӑнакан хулана (танлаштарма: Монреальте вӑл вӑхӑтра 5 пин ҫын кӑна пулнӑ) йӗри-тавра вӑрмансем, ялсем, уйсемпе кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсем ҫавӑрса илнӗ пулнӑ. Хула калӑпӑшлӑ архитектурӑпа, хӳтӗленмелли сооруженисемпе, таса мар урамсемпе, чулран хӑпартнӑ пуянсен ҫурчӗсемпе тата Сен-Жанпа Сен-Рош хула ҫумӗнче вырнаҫнӑ чухӑнсен хӑлтӑр-халтӑр ҫурчӗсемпе уйрӑлса тӑнӑ. Тӗп хула пулнине пӑхмасӑр Квебек ял хутлӑхӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑракан пысӑках мар колони хули пек юлнӑ. Хулари икӗ пасарта фермӑсенче ытлашши юлнӑ тырӑпа тата вут-шанкӑпа суту-илӳ тунӑ, юнашарах — Францирен кӳрсе килнӗ импортлӑ таварсемпе.
Британие пӑхӑннӑ тапхӑр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Америка революцийӗ вӑхӑтӗнче кӑнтӑрти колонисенчи революци ҫарӗсем Квебека «ирӗке кӑларас» шухӑшпа Британи гарнизонне тапӑннӑ. Кӑнтӑртан ҫитнӗ революционерсем ҫапӑҫура ҫӗнтерейменни Квебек халӑхӗ те Америка революцине хутшӑнас шанчӑка та, Канада Континент конгресӗпе пӗрлешсе Ҫурҫӗр Америкӑри ытти британи колонийӗсем пек Америкӑн Пӗрлешӗннӗ Штачӗсен пӗр-пӗр штачӗ пулса тӑрас шанчӑка та пӗтернӗ. Тӗрӗссипе каласан, ҫапӑҫу мӗнпе вӗҫленни Британин Ҫурҫӗр Америкине икӗ тӗрлӗ политика йӗркеленӗвӗ ҫине пайлама тытӑннӑ. 1812 ҫулхи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, Пӗрлешӗннӗ Штатсем Канада ҫӗрӗсене тепӗр хут туртса илме хӑтланнӑ вӑхӑтра, хулана тапӑнман. Америка Квебек ҫине тепӗр хут та тапӑнма пултарӗ тесе, ҫакӑн пеккинчен хӳтӗленес тӗлӗшпе 1820 ҫулта Квебек крепоҫне тума тытӑннӑ. Американсем вара 1812 ҫулхи вӑрҫӑ хыҫҫӑн Канада ҫине пӗрре те тапӑнман, апла пулин те 1871 ҫулчен крепоҫре британсен пысӑк гарнизонӗ тӑнӑ. Крепоҫпа халӗ те ҫар усӑ курать, вӑл ҫавӑн пекех туристсене те илӗртет.
1840 ҫулта Канада провинцине йӗркеленӗ хыҫҫӑн тӗп хула пек ылмашӑнса тӑрса Кингстон, Монреаль, Торонто, Оттава тата Квебек (1852 ҫултанпа 1856 ҫулччен, 1859 ҫултан пуҫласа 1866 ҫулччен) пулнӑ. 1867 ҫулта Оттавӑра (ӑна Канада провинцин яланхи тӗп хули вырӑнне суйласа илнӗ) хулана Канадӑн Доминион тӗп хули пек суйланӑ. Кунта Канада конфедерацйӗн ыйтӑвне татса пама квебек конференцийӗ иртрӗ.
XX тата XXI ӗмӗрсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Квебекра икӗ конференци ирттернӗ. Пӗрремӗш Квебек конференцийӗ 1943 ҫулта Франклин Делано Рузвельт (вӑл вӑхӑтра АПШ президенчӗ), Уинстон Черчилль (Аслӑ Британи премьер-министрӗ), Уильям Лайон Маккензи Кинг (Канада премьер-министрӗ) тата Т. В. Сун (Китайӑн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ) хутшӑннипе иртнӗ. Иккӗмӗш Квебек конференцине 1944 ҫулта ирттернӗ, унта Черчилль тата Рузвельт пулнӑ. Конференци крепоҫ ҫуртӗнче тата кӳршӗлле вырнаҫнӑ Шато-Фронтенакра иртнӗ. Ҫак канашлусенче Нормандире анса вырнаҫмалли плансен чылайӑш пайне палӑртса хӑварнӑ.
Тӗп хула вырӑнӗнче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Квебек хӑйӗн тӑватҫӗр ҫул ытла тӑсӑлакан историйӗ вӑхӑтӗнче тӗп хула пек пулнӗ. 1608 ҫултан пуҫласа 1627 ҫулччен тата 1632 ҫултан пуҫласа 1763 ҫулччен вӑл хрантсуссен Канадин тата пӗтӗм Ҫӗнӗ Францин тӗп хули пулнӑ, 1763 ҫултан пуҫласа 1791 ҫулччен вӑл Квебек провинцин тӗп хули пулнӑ, 1791 ҫултан пуҫласа 1841 ҫулччен вӑл Анат Канадӑн тӗп хули пулнӑ, 1852 ҫултан пуҫласа 1856 ҫулччен тата 1859 ҫултан пуҫласа 1866 ҫулччен вӑл Канада провинцийӗн тӗп хули пулнӑ, 1867 ҫултанпа вара — Квебек провинцин тӗп хули. Квебек вырнаҫнӑ административлӑ района официаллӑ Капиталь-Насьональ ятлӑ[3].
Паллӑ вырӑнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тавралӑх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула Сӑваплӑ Лаврентий юханшывӗн вӑрри патӗнче ларакан тӗп хула округӑн (la Capitale Nationale) пайӗ шутланать. Унӑн паянхи куна ҫити сыхланса юлнӑ Ҫӗнӗ Францие акӑлчансем тапӑнассинчен хӳтӗлеме тунӑ фортификаци ҫурчӗсене илес пулсан вӑл Мексикӑран ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ унашкал пӗртен-пӗр хула. Квебекри Кивӗ хулана 1985 ҫулта ЮНЕСКО тӗнче эткерӗ тесе пӗлтернӗ. Хулана уйӑрла илме май паракан тӗп паллисенчен пӗри — Фронтенак замокӗ (Шато-Фронтенак) — XIX ӗмӗр вӗҫӗнче кайри вӑтам ӗмӗрсен стилӗпе тунӑ хӑна ҫурчӗ.
Квебек Сӑваплӑ Лаврентий юханшывӗн сулахай ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ Леви хулапа ӑна Квебек кӗперӗ ҫыхӑнтарать.
Ҫанталӑкӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Квебек провинцин континентлӑ климачӗн нӳрӗ тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа та климат кунта виҫеллӗ. Ҫак климат тӑватӑ лайӑх палӑракан вӑхӑтран тӑрать: сывлӑш температури 35 °С те иртекен шӑрӑх ҫу тата сывлӑш температури -30 °C те аннипе тата юр нумай ҫунипе палӑракан сивӗ хӗлсем. Ҫак икӗ ҫанталӑк вӑхӑчӗ хушшинче тӑтӑш юрпа ҫумӑр ҫӑвакан кӗркуннепе ҫуркунне вӑхӑчӗсем вырнаҫнӑ.
Ҫуллахи вӑхӑтра ҫанталӑк ытларах чухне хӗвеллӗ, анчах сывлӑш вӗри те нӳрлӗ чухне ҫавна май сивӗ фронтсем иртнӗ чухне вӑйлӑ аслатиллӗ ҫумӑрсем пулма пултараҫҫӗ. Пӗрремӗш юр ытларах чухне юпа е чӳк уйӑхӗсенче ҫӑвать, ҫӗр юрпа ҫирӗппӗн раштав уйӑхӗччен витӗнет. 2006/07 ҫулсем хушшинчи хӗл вӑхӑтӗнче Квебекра вӑтам температура самай ҫӳллӗ пулнӑ, ун чухне юр та кӑрлач уйӑхӗ варриччен ытти чухнехинчен ытларах ҫунӑ. 2007/08 ҫулсем хушшинчи хӗл вара, пач урӑхла, вӑйлӑ ҫил-тӑмансен шучӗпе тата юр рекордла ҫунипе (юр сийӗ 550 см ытла пулнӑ) сӑнланнӑ[4]. Хӗл вӑхӑтӗнче Квебека ярса илнӗ чи паллӑ хӗллехи ҫил-тӑмансенчен пӗри — «идеаллӑ шторм» ятпа паллӑ 1971 ҫулхи пуш уйӑхӗнчи ҫил-тӑман.
Халӑх йышӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Францине пӑхӑннӑ тапхӑрӑн вӗҫӗнче Квебекра пурӑнакан халӑх йышӗ (9 000 яхӑн) Монреальте пурӑнакансенчен икӗ хута яхӑн (5 000 яхӑн) иртнӗ пулнӑ, апла пулин те вӑхӑт иртнӗҫемӗн лешӗ унран ку тӗлӗшпе чылай иртсе кайнӑ.
2006 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе, 491 142 ҫын Квебек хулинче пурӑннӑ, тата 715 515 ҫын — тӗп хула тӑрӑхӗнче. Пӗтӗмӗшле илсен 48,2% арҫынсем, 51,8% хӗрарӑмсем пулнӑ. Пилӗк ҫула ҫитмен ачасем Квебек халӑхӗн 4,7% яхӑн пулнӑ. Ку Квебек провинцинче 5,2% пулнипе, е Канадӑна пӗтӗмӗшле илсен 5,6% пулнипе пӗрешкел килет.
2001 ҫулта Квебекра ниҫта та куҫман халӑхӑн 13,0% пенсионерсем (арҫынсемпе хӗрарӑмсемшӗн — 65 ҫул е аслӑрах) пулнӑ, Канадӑна пӗтӗмӗшле танлаштарма илсен ку виҫе — 13,2%. Вӑтам ӳсӗм — 39,5 ҫул, Канадӑна пӗтӗмӗшле танлаштарма илсен — 37,6 ҫул.
1996 ҫулпа 2001 ҫул хушшинчи пилӗк ҫулта Квебекра пурӑнакан халӑх йышӗ 1,7% ӳснӗ, Квебек провинцине танлаштарма илсен — унта ку кӑтарту 1,4% кӑна. Квебекри халӑх йышлӑхӗн виҫи пӗр тӑваткал километр ҫине 216,4 ҫынпа танлашать, пӗтӗм провинцине танлаштарма илсен — унта ку кӑтарту 5,3. 2001 ҫулхи ҫыравпа килӗшӳллӗн халӑхӗн 90% ытларах пайӗ — католиксем. Хулара ҫавӑн пекех протестантсен тата еврейсен пысӑках мар общинисем пур.
Квебекра пурӑнакан халӑх йышӗ ҫулсемпе:
1931 | 1941 | 1951 | 1961 | 1971 | 1981 | 1991 | 2001 | 2006 | 2010 |
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
131 000 | 151 000 | 289 000 | 379 000 | 481 000 | 576 000 | 645,550 | 686 569 | 715 515 | 750 000 |
Иммиграци
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чылай вӑхӑт хушшинче хула Канада иммиграцийӗн хапхи пулнӑ: малтан кунта Францирен ҫитнисем вырнаҫнӑ, кайран, акӑлчансемпе американсем ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн, вӗсем вырӑнне Британи утравӗсенчен килнӗ иммигрантсем килме пуҫланӑ. Вырӑнти франк чӗлхиллӗ халӑх хӑвӑрт ӳснине пула тата акӑлчан чӗлхи вырӑнӗ майӗпен чакса пынине пула XX ӗмӗрте британсем кунта йышлӑ куҫса килесси майӗпен чарӑнса ларнӑ. Иммиграци ҫӗнӗрен урӑх пахалӑхпа тата урӑх ҫӗршывсенчен XX ӗмӗр вӗҫӗнче пуҫланнӑ, тӗпрен илсен халӑх кунта каллех Францирен куҫнӑ. 2006 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе хулара ют ҫӗршывсенче ҫуралса ӳснӗ 22 160 ҫын пурӑннӑ (ку пӗтӗм халӑх йышӗнчен 4,5% кӑна).
Иммигрантсем ҫав тери сахал пулнӑран вӗсен хушшинче ӗҫсӗрлӗх шайӗ (10%) Квебекпа Канадӑри ытти хуласенчен чылай пӗчӗкрех, апла пулин те ку кӑтарту вырӑнти халӑхӑннипе танлаштарсан икӗ хут пысӑкрах. Вӗсенчен 43% Европӑри ҫӗршывсенчен (ку тӗлӗшпе ҫак кӑтарту Ҫурҫӗр Америкӑри хуласемшӗн чи пысӑк виҫе шутланать), тепӗр 21% — Анӑҫ ҫур чӑмӑрӗнчи ҫӗршывсенчен килсе ҫитнӗ. Европӑран килнисен 43% Франци гражданӗсем шутланаҫҫӗ[5].
Чӗлхе
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хальхи хулара тӗп тата усӑ куракан пӗртен-пӗр чӗлхе хрантсус чӗлхи, тӗрӗсрех каласан, унӑн уйрӑм диалекчӗ шутланать. Монреальпе танлаштарсан, хӑйсен тӑван пек акӑлчан чӗлхине палӑртакансен проценчӗ питӗ пӗчӗк — 1,9% яхӑн кӑна (танлаштарма, испан чӗлхине тӑван чӗлхе пек палӑртакансем — 3%). Хрантсус чӗлхи хулара пурӑнакансен 94,8% тӑван чӗлхе шутланать, 15% яхӑн ҫеҫ акӑлчанла лайӑх шайра пӗлет (2001 ҫ. ҫырав кӑтартӑвӗ). Ҫав вӑхӑтрах хальхи хула халӑхне, пӗтӗмӗшле илсен, провинци Канадӑна пӑхӑнма пӑрахас ыйту ытлашши кӑсӑклантармасть (ку ыйтупа юлашки референдум вӑхӑтӗнче никама пӑхӑнманлӑхшӑн хулара пурӑнакансен 54% ҫеҫ сасӑланӑ). Ҫакна ӑнлантарса пама сӑлтавсем те пур: пӗрремӗшӗнчен, пысӑк федерациллӗ патшалӑх провинцийӗн тӗп хулинчи патшалӑх ӗҫченӗсем пулнӑ май хулара пурӑнакансемпе вӗсен ҫемйисенчи ҫынсем ӗҫ вырӑнӗсене тата Канадӑн федераллӑ фончӗсемпе ҫыхӑну ҫухатасран хӑраҫҫӗ; иккӗмӗшӗнчен, хулара акӑлчанла калаҫакансен йышӗ пысӑк мар пулни ҫакӑ вӗсене хумхантарма пӑрахнӑ. Монреалти лару-тӑру Квебекрипе танлаштарсан пач урӑхла темелле: хрантсусла калаҫасенсен йышӗ унта пӗчӗк, унсӑр пуҫне лайӑх ӗҫе вырнаҫас тата вӗренӳ сферинче тивӗҫлӗ вырӑн тупас тесен вӗсен самай пысӑк тӳпе йышӑнакан акӑлчанла калаҫакан халӑхпа тупӑшма тивет, ҫавна май вӗсен ирӗксӗрех акӑлчанла вӗренме тивет.
Британсем хулара пурӑнакан хрантсус чӗлхиллӗ ҫынсене колонилесе ассимиляцилес тӗлӗшпе пӗрре кӑна мар, темиҫе те ӑнӑҫсӑр хӑтланса пӑхнӑ. Сӑмах май, XIX ӗмӗр тӑршшӗпе хулана британсене йышлӑ йышӑннӑ, вӑл иммиграцин тӗп центрӗ шутланнӑ, вӑл вӑхӑтри Квебекшӑн акӑлчан чӗлхи 40% ҫыннисен тӑван чӗлхе[6][7] пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра акӑлчан чӗлхиллӗ ҫынсем хулапа унӑн ҫум хулисенче пурӑнакан халӑхӑн 1,5% ҫеҫ шутланаҫҫӗ[8].
Майӗпен, ҫапах та, акӑлчан чӗлхиллӗ халӑх экономикӑлла хӑвӑрт аталанакал анӑҫ еннелле куҫнӑ май тата ирландсене пӗчӗккӗн ассимиляциленӗ май, акӑлчан чӗлхи хулара хавшакланнӑ, хрантсус чӗлхиллӗ халӑх вара самай йышланнӑ, хальхи вӑхӑтра пысӑк тӳпе йышӑнни таран ҫитнӗ. Хрантсус чӗлхине упраса хӑварас ӗҫре католиксен чиркӗвӗ пысӑк вырӑн йышӑннӑ, вӑл Британири протестантсен нормисене хирӗҫлесе хӑйсен хаклӑхӗсене аталантарнӑ, унсӑр пуҫне хрантсусла калаҫакансен йышӗ хӑвӑртрах ӳсни те пулӑшнӑ. Хула ҫыннисен 90% ытла католиксен тӗнне тытса пырать. Ӗлӗкхи СССР-тан тухнисен йышӗ, Торонтопа танлаштарсан, пысӑк мар — 1000 ҫынна яхӑн ҫеҫ.
Ҫулсерен ирттерекен Квебекри Хӗллехи карнавал туристсене пӗтӗм тӗнчерен, ҫав шутра юнашар вырнаҫнӑ акӑлчан чӗлхиллӗ тӑрӑхсенчен те, илӗртет, ҫавна май ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче хулари акӑлчан чӗлхиллӗ халӑх йышӗ самаях ӳсет.
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Квебекри ӗҫ вырӑнӗсенчен чылайӑшӗ патшалӑх тытӑмӗнче, хӳтӗлев, пулӑшу, суту-илӳ, транспорт тата туризм сферисенче йӗркеленнӗ. Провинцин тӗп хули пулнӑ май хула регион администраци центрӗ пек тупӑш илет: сӑмах май, провинци правительстви хулара чи пысӑк ӗҫпе тивӗҫтерекен вырӑн шутланать, 2007 ҫулта кунта 27 900 ҫын ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех CHUQ та (вырӑнти пульницӑсен йышӗ) ӗҫпе тивӗҫтерекен хулари чи пысӑккисенчен пӗри шутланать, 2007 ҫулта унта 10 000 ытла ҫын ӗҫленӗ. 2008 ҫулта Квебекри ӗҫсӗрлӗх шайӗ 4,5%-па танлашнӑ, провинцирипе е патшалӑхри вӑтам кӑтартусемпе танлаштарсан ку шай чылай пӗчӗкрех (7,3% тата 6,6%)[9].
10% яхӑн ӗҫ вырӑнӗсем тирпейлекен промышленноҫпа ҫыхӑннӑ. Туса кӑларакан тӗп продуктсем — целлюлозӑпа хут, хатӗр апат-ҫимӗҫ, металл, йывӑҫран тунӑ япаласем, химикатсем, электроника тата электричество хатӗрӗсем, пичет материалӗсем. Ҫавӑн пекех хулара «Beenox» компьютер вӑййисен студийӗ пур.
Вӗренӳ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лаваль университечӗ хулан анӑҫ пайӗнче, Сент-Фуа пӗчӗк хулара вырнаҫнӑ. Апла пулин те, Лаваль Университечӗн архитектура шкулӗ Кивӗ Квебек варринче вырнаҫнӑ. Квебек Университечӗн тӗп кампусӗ, Патшалӑх аппарачӗн наци шкулӗ, Наци ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ те хулара вырнаҫнӑ.
Квебек хулинче чылай вӑтам пӗлӳ паракан ятарлӑ колледж вырнаҫнӑ, ҫав шутра Франсуа-Ксавье-Гарно колледжӗ, О’Салливан колледжӗ, Лимуалу колледжӗ, Сент-Фуа колледжӗ тата Сӑваплӑ Лаврентий колледжӗ, ҫавӑн пекех уйрӑм ҫын учрежденисем те пур: Нотр-Дам-де-Фуа колледжӗ, Мериси колледжӗ, Барт колледжӗ.
Квебекра Ҫурҫӗр Америкӑри хӗрарӑмсен чи авалхи вӗренӳ заведенийӗ вырнаҫнӑ — Квебек урсулинкисен мӑнастирӗ, вӑл 12 Rue Donnacona адреспа вырнаҫнӑ.
Транспорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ҫулсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Квебек кӗперӗпе Пьер Лапорт кӗперӗ урлӑ хула Сӑваплӑ Лаврентий юханшывӗн кӑнтӑр ҫыранӗпе ҫыхӑнать. Левипе ҫыхӑнтаракан паром пекех, кӗпер Квебека Орлеан утравӗпе ҫыхӑнтарать. Хула провинци шайӗнчи автомобиль ҫулӗсене ҫыхӑнтаракан пысӑк центр шутланать, йышлӑ автострадӑсем юханшывӑн икӗ енӗпе веер пек сарӑлса каяҫҫӗ. Ҫул-йӗрӗн темиҫе пӗлтерӗшлӗ автостради Квебек ҫумӗпе иртет, вӗсенчен анӑҫ еннелле каякан 40-мӗш автострада ӑна Монреальпе, 175-мӗш автострада Шикутими хулапа ҫыхӑнтарать.
Халӑх усӑ куракан транспорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулан халӑха турттаракан транспорт управленийӗн автобуссен паркӗ пур, нумай пулмасть тӑтӑш ҫӳрекен автобус маршручӗсене уҫнӑ. Хуласем хушшинчи автобуссен станцийӗ чугун ҫул станцийӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ.
2018 ҫулта хӑвӑрт ҫӳрекен трамвай уҫас проекта ҫирӗплетнӗ, ӑна 2026 ҫул тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ, ҫав шутра Парламент сӑрчӗ айӗнчен иртекен 3,5 ҫх тоннель те кӗрет. Маларах хулара трамвай та пулнӑ, анчах 1948 ҫулта автобуссем ҫине куҫнӑ май ӑна хупнӑ пулнӑ.
Чукун ҫул транспортне «VIA Rail» компани (Гар-дю-Пале станци) тытса тӑрать.
Сывлӑшпа тата тинӗспе ҫыхӑну йӗркелени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула хулан анӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ пӗтӗм тӗнчери Жан Лесаж аэропорчӗ хулана ытти тӑрӑхсемпе сывлӑшпа ҫыхӑнтарать. Ҫавӑн пекех Сӑваплӑ Лаврентий юханшыв ҫинче пысӑк порт пур.
Общество хӑрушсӑрлӑхӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Квебек хулин полици управленийӗ хулари хӑрушсӑрлӑха тытса тӑрать. Квебекри йӗркене пӑснин шайӗ Канадӑра чи пӗчӗккисенчен пӗри. 2007 ҫулта хулара пӗр ҫынна та вӗлермен[10].
Тӑванла хулисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бордо (фр. Bordeaux), Франци
- Гуанахуато (исп. Guanajuato), Мексика
- Калгари (акăл. Calgary), Альберта, Канада
- Канны (фр. Cannes), Франци
- Льеж (фр. Liège, гол. Luik, валлон. Lidje), Бельги
- Монтевидео (исп. Montevideo), Уругвай
- Намюр (фр. Namur, гол. Namen, валлон. Nameûr), Бельги
- Олбани (акăл. Albany), Нью-Йорк штачӗ, АПШ
- Париж (фр. Paris), Франци (партнёрла хула)
- Санкт-Петербург, Раççей
- Сиань (Шаблон:Китайский), Китай
- Сус (арап. سوسة, фр. Sousse), Тунис
- Шаблон:Буркина-Фасо ялавĕ Уагадугу (фр. Ouagadougou), Буркина-Фасо
- Хюэ (вьетн. Huế), Вьетнам
- Чанчунь (кит. йăла 長春, çăм. 长春, пиньинь: Chángchūn), Китай
- Яссы (рум. Iaşi), Румыни
- Шаблон:Маврикий ялавĕ Порт-Луи, Маврикий
Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ http://www.dickshovel.com/mon.html
- ^ http://www.toponymie.gouv.qc.ca/carto.asp?Speci=51718&Latitude=46,81667&Longitude=-71,21667&Zoom=1700
- ^ Décret concernant la révision des limites des régions administratives du Québec, R.Q. c. D-11, r.2, made pursuant to the Territorial Division Act, R.S.Q. c. D-11
- ^ Bilan de la saison de neige 2007-2008. Centre de ressources en impacts et adaptation au climat et à ses changements.
- ^ http://destinationquebec.akova.ca/guide/etape-3-je-minstalle-au-quebec/3-2-quebec-la-capitale-nationale-en-quelques-chiffres/3-2-3-les-immigrants-francais-de-la-ville-de-quebec/ 2015 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ http://www.vigile.net/L-Eglise-anglicane-forcee-de-s 2015 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Quebec: A History 1867—1929: A History 1867—1929 — Paul André Linteau, René Durocher, Jean Claude Robert — Google Книги.
- ^ Voice of English-speaking Québec: A Portrait of the English-speaking Community in Quebec. Voice of English-speaking Québec (2007).
- ^ «Latest release from the Labour Force Survey 2017 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Quebec City closing in on a year without murder
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хулан официаллӑ сайчӗ
- Квебек сӑнӳкерчӗкӗсем 2015 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Квебек (город) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |