Контент патне куҫ

Танганьика (кӳлĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Танганьика ҫинчен куҫарнӑ)

Танганьика
акăл. Lake Tanganyika фр. Lac Tanganyika суахили ziwa Tanganyika
5°30′ ю. ш. 29°30′ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Пулăссен кимми кӳлĕре
Пулăссен кимми кӳлĕре
ПатшалăхсемТанзани Танзани
Бурунди Бурунди
Замби Замби
Тинĕс шайĕнчи çӳллĕшĕ773 м
Калăпăш32 900 км
Калăпăш32 900 км³
Çыран хĕрри тăршшĕ1828 км
Чи пысăк тарăнăш1470 м
Вăтам тарăнăш570 м
Тăрăлăхдо 30 м
Шыв пухăмĕн лаптăкĕ231 000 км²
Тухакан юханшывЛукуга
Африка позици картти халлĕхе çук.
Танзани 0 позици картти халлĕхе çук.

Танганьи́ка — Тĕп Африкăри пысăк кӳлĕ. Тĕнчери чи вăрăм кӳлĕ . Тарăнăшĕпе тата каллăпăшĕпе Байкалран кăна пĕчĕкрех. Çыранĕсенчĕ тватĕ çĕршыв: Конго Демократиллĕ Республики, Танзани, Замби, Бурунди вырнаçнă.


Кӳлĕ тĕршшĕ 650 çх, сарлакăш 40-80 çх, лаптăкĕ 34 пин çх². Кӳлĕ тинçсрен шайĕнчен 773 м вырнаçнă. Çыранĕсем чăнкă, хĕвелтухăç çыранĕ çеç сĕвек. Çыранĕсенче бухтăсемпе кӳлмексем нумай, вĕсенчен чи пысăкки Бёртон кӳлмекĕ. Темиçе юханшыв юхса кĕрет, пĕртен пĕр юханшыв, Лукуга (Lukuga), юхса тухса Атлантика океаннĕ çити юхакан Заир юханшывĕпе пĕрлешет. [1]. Кӳлле 1858-мĕш çулта акăлчан тĕпчевçисем Р. Бёртон тата Дж. Спик тупнă.

Кӳлĕре крокодилсемпе гиппопотамсем пурăнаççĕ, шывра ишекен кайăксем нумай. Сунарпа пулăтытни анлă сарăлнă. Кӳлĕре эндемикла организăмсем нумай, çав шутра кунта тĕл пулакан 200 тĕслĕ пулăран 170 эндемиксен шуне кĕреççĕ. Вĕсен хушшинче |Cichlidae. Чĕрĕ организăмсем 200 м тарăнăшĕччен тĕл пулаççĕ. Тарăнрах сероводород шайĕ питĕ пысăк пулнăран чĕрĕ организăмсем çук.

Танганьика тарăнăшĕ Каспи тинĕсĕпе татаБайкалпа танлаштарсан

Таньганьикăри шыв температури сийĕн-сийĕн тĕрлĕрен. Çиелти сийре 24-30 градус пулсан,аялта сивĕрех. Тĕпĕнче 6-8 градус çеç. Шыв тачăлăхĕ тĕрлĕрен пулнипе тата тĕпĕнче юхăмсем çуккипе шыв пĕртте пăррашăнмасть. 100 м тарăнăшĕ патнелле температура хăвăрт ылмашать. Танганьика шывĕ питĕ тăрă, 30 м таран витĕр курăнать. рН 8,0 — 9,5.


Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Кравчук П. А. Рекорды природы. – Любешов: Эрудит, 1993. – 216 с. ISBN 5-7707-2044-1.



Африкăри мăн кӳлĕсем
Танганьика | Виктори | Альберт | Эдвард | Киву | Малави (Ньяса)