Есенин Сергей Александрович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
TjBot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.7.2) (робот хушрĕ: af:Sergei Jesenin
DSisyphBot (Сӳтсе яв | хушни)
209-мĕш йĕрке: 209-мĕш йĕрке:
[[mhr:Есенин, Сергей Александрович]]
[[mhr:Есенин, Сергей Александрович]]
[[mk:Сергеј Александрович Есенин]]
[[mk:Сергеј Александрович Есенин]]
[[mrj:Есенин, Сергей Александрович]]
[[nl:Sergej Jesenin]]
[[nl:Sergej Jesenin]]
[[pl:Siergiej Jesienin]]
[[pl:Siergiej Jesienin]]

15:52, 7 Утӑ уйӑхӗн 2012 вӑхӑтри верси

Сергей Есенин
Çуралнă чухнехи ят: Сергей Александрович Есенин
Çуралнă вăхăт: Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Çуралнă вырăн: Константиново, Куçма вулăсĕ, Кисан уесĕ, Кисан кĕперни, Раççей империйĕ (халĕ: Рыбново районĕ, Кисан облаçĕ)
Вилнĕ вăхăт: Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Вилнĕ вырăн: Ленинград, СССР
Гражданлăх: Раççей империйĕ, РСФСР, СССР
Ĕçлев тĕсĕ: {{{Ĕçлев тĕсĕ}}}
Тĕлĕ: çĕнĕ çĕр ĕçчен сăвăçисем, имажинизм
http://esenin.ru/
Lib.ru сайтри пултарулăх ĕçĕсем
Пултару ĕçĕсем Викивулавăшра.

Сергей Александрович Есенин — паллă вырăс сăвăçи, имажинист. Халăх кăмăллакан çыравçăсенчен пĕри. 1895 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Кисан кĕпернинчи Константиново ялĕнче çуралнă. 1925 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Ленинград хулинче çамрăк пурнăçĕ татăлнă.

Пурнăçĕ

Сергей Есенин купса кил-йышĕнче çуралнă. Кисан кĕпернинчи Константиново ялĕнче, çĕр ĕçтĕш çемьинче çуралнă, ашшĕ — Александр Никитич Есенин (1875—1967), амăшĕ — Татьяна Федоровна Титова (1875—1955). 1904 çулта Есенин Константиновăри училищине вĕренме кĕрет, каярах чиркӳ-вĕрентӳç шкулĕнче пĕлӳ пухать.

1912 çулта Есенин Мускава çитнĕ, кĕнеке лавккинче, тепĕртакран И. Д. Сытин типографине ĕçленĕ. Типографинче тăрăшать, Суриков литература-мусăк кĕтесĕн сăвăçисемпе паллашать.

Çав çултах Сергей Есенин «Товарищество И. Д. Сытина» типографинче пĕрле ĕçленĕ Изряднова Анна Романовна корректорпа паллашать. 1914 çулта вĕсем гражданла арлă пурăнма тытăнаççĕ. 1914 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче Анна Изряднова ывăл çуратать, ăна Юрий ята параççĕ (ăна 1937 çулта персе пăрахнă).

1913 çулта Мускаври А. Л. Шанявский ячĕллĕ халăх университечĕн историпе философи факультетне вĕренме кĕнĕ.

1914 çулта «Мирок» журналта Есенинăн пĕрремĕш сăввине пичетлеççĕ.

1917—1921 çулсенче Есенин Зинаида Райх арăмпа пурăнать, каярах вăл В. Э. Мейерхольда качча каять. Венчете Сергей Есенинпа Зинаида Райх 1917 çулхи утăн 30-мĕшĕнче Кирик тата Иулитта чиркĕвĕнче (Вологда уесĕн Толстиково ялĕ) тăнă. [1] Çемьере Татьяна хĕрпе Константин ывăл (футбол журналисчĕ) çуралать.

1921 çулхи кĕркунне Г. Б. Якулов патĕнче Сергей Есенин Айседора Дункан ташлаçăпа паллашать, савнисем хыççăнах пĕрлешеççĕ. Туй хыççăн Есенинпа Дункан Европăна тухса кайнă. 1923 çулта Есенин Мускава таврăнать.

1924 çулхи çăвăн 12-мĕшĕнче Есенина Надежда Вольпин тăлмач — каярах паллă математик тата диссидент юхăмĕн ĕçченĕ — Александр ывăла çуратса парать.

1925 çулхи кĕркунне — Есенин юлашки ăстрăм авланать, арăмĕ — Софья Андреевна Толстая — Л. Н. Толстойăн мăнукĕ.

Сарăмсăр вилĕм

1925 çулхи раштав, 28 Есенин виллине Ленинградри «Англетерта» тупаççĕ. Вăл пăспа ăшăтакан пăрăхран çакăнса пурнăçран уйрăлнă пулать. Хăйĕн юлашки сăввине — «До свиданья, друг мой, до свиданья…» — сăвăç хăна çуртĕнче юнпа, чернилă çуккипе, çырнă.[2]

Есенинăн вилес умĕнхи сăнӳкерчĕкĕ
Пытарни. Сулахайра — Есенинăн иккĕмĕш арăмĕ Зинаида Райхпа (аллине çĕкленĕ) Всеволод Мейерхольд, сылтăмра — Екатерина йăмăкĕпе амăшĕ — Татьяна Фёдоровна.

Пĕрлехи версипе, Есенин депрессие пула (уйăх маларах психоневрологи пульницинче сипленнĕ) хăй çине алă хунă (çакăннă).

1970—1980-мĕш çулсенче сăвăçа вĕлернĕ текен шухăш çуралнă: е кĕвĕçӳпе, е политика ĕçе пирки.

1990-мĕш çулсенче чылай автор сăвăçа вĕлернĕ верси майлă çĕнĕ аргументсем тупса кăтартнă. Çак шухăша «Есенин» сериалĕ те çирĕплетет.

1925 çулхи раштав, 31 Мускаври Ваганьково çăвинче пытарнă.

Кăларăмсем

= Пурăннă чухнехисем

  • «Радуница», Издание М. В. Аверьянова, Петроград, 1916.
  • «Сельский часослов», 1918
  • «Москва кабацкая» (1924)
  • «Персидские мотивы» (1924—1925)
  • «Страна Советская», Изд. Советский Кавказ, Тифлис, 1925.
  • «Русь Советская» (1925)

Астăвăм

С.А Есенина халалланă СССР почтă маркки, 1975, 6 пус (ЦФА 4505, Скотт 4369)

Палăксем

Петроградр—Ленинградри адрессем

  • 1915 çул — С. М. Городецкин хваттерĕ — Малая Посадская улица, 14, кв. 8;
  • раштав, 1915 çул — пуш, 1916 çул — тупăшлав çуртĕнчи К. А. Расшепинăн хваттерĕ — набережная реки Фонтанки, 149, хв. 9;
  • 1917 год — тупăшлав çурчĕ — Литей проспекчĕ, 49;
  • 1917—1918 çулсем — П. В. Орешин хваттерĕ — 7-мĕш Совет урамĕ, 40;
  • 1922 çулăн пуçламăшĕ — «Англетер» хăна çурчĕ — Гоголь урамĕ, 24;
  • ака, 1924 çул — «Европейская» хăна çурчĕ — Ласаль урамĕ, 1;
  • ака — утă, 1924 çул — А. М. Захаров урамĕ — Гагарин урамĕ, 1, хв. 12;
  • раштав, 24—28, 1925 çул — «Англетер» хăна çурчĕ — Гоголь урамĕ, 24.

Киносăнарĕсем

Каçăсем

Мелодекламацисем

Сăвăç вилнĕ пирки официаллă документсем

Асăрхавсем