Амур тигрĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
MerlIwBot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: tk:Amur gaplaňy
JYBot (Сӳтсе яв | хушни)
п r2.7.1) (робот хушрĕ: ar:ببر سيبيري
72-мĕш йĕрке: 72-мĕш йĕрке:


[[af:Siberiese tier]]
[[af:Siberiese tier]]
[[ar:ببر سيبيري]]
[[az:Amur pələngi]]
[[az:Amur pələngi]]
[[bar:Sibiarische Diga]]
[[bar:Sibiarische Diga]]

02:05, 7 Раштав уйӑхӗн 2012 вӑхӑтри верси

Амур тигрĕ
Амур тигрĕ
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Тĕс: Хордăллисем
Класс: Сĕт çиекенсем
Отряд: Тискер
Йыш: Кушак йышшисем
Ăрат: Пантера
Тĕс: Тигр
Кĕçĕн тĕс: Амур тигрĕ
Латинла çырни
Panthera tigris altaica Temminck, 1844
Ареал
ӳкерчĕк

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Викитĕссенчи
систематика

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Ӳкерчĕксем
ITIS 726472
NCBI 74533

Аму́р тигрĕ (çаплах Уссури, Çĕпĕр е Тухăç-çĕпĕр тигрĕ) (лат. Panthera tigris altaica)— тигрăн чи сахал йышлă тĕс пайĕ, Çĕр çинчи чи çурçĕр тигр. Хĕрлĕ Кĕнекене кĕртнĕ.

Амур тигрĕ кĕмĕл укçа çинче (Раççей, 1993)[1]

Ареалĕ (пурăнакан çĕрсем)

Тигрăн пурăну ареалĕ Раççейĕн кăнтăр-тухăç сыхлав йăрăмĕнче, Хабар Енĕпе Тинĕсçум Енĕнчи Амурпа Уссури çыранĕсен хĕррисенче шутланать, пурĕпе Раççейре 1996 çулта 415—476 яхăн чĕрчун ĕрченĕ. 10 % яхăн (40-50 чĕрчун) амур тигрĕн популяцийĕ Китайра (Манчжури). Ытларах уссури тигрĕ Сихотэ-Алинь ту умĕнче, Тинĕсçум Енĕн Лазо районĕнче тĕл пулать, кунта пысăках мар территоринче кашни улттăмĕш тискер амур тигрĕ (2003) пурăнать. Амур тигрĕсене Якутири Плейстоцен паркĕнче ĕрчетес ĕç шухăшĕ пур.

Амур таврашĕнче пурăнакан халăхсем тигăра «Тасху» тесе палăртаççĕ, инкек-синкеке сирес тесе тăтăшах ăна «Амба» (мăнтай) теççĕ.

2007 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕ тĕлнелле тĕнчери зоопарксенче 450 чĕрчун (844 чĕрчун 1979 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче) пурăннă.

Çырса кăтартни

Уссури тигрĕ — пысăк, экзотикă евĕр сăрăллă кушак, бенгали (инди) тигр тĕс пайĕпе пĕрле планета çинче чи вăйла тискер кайăк шутланать, бенгали тигрĕпе пĕрле кушак йышшисен хушшинче чи маттурри пулать. Уссури тигрĕн кĕлетки вăрăммăшĕ 3 метр (хӳрипе) çитет, хулпуççи çӳллĕшĕ 115 см, йывăрăшĕ 275 кг таран, хăш чухне 300 кг та пулать (тигр пурнăçĕ тăршшипех çитĕнет, çак йывăрăша ватăлура кăна çитет). Лайăх çитĕннĕ уссури аçи, 90-106 см çӳллĕшли вăтамран 200—220 кг таять.

Тигр — мăн калăпăшлă та вăйлă тискер чĕрчун пулсан та, сунарçă ăна илме пултарать. Çĕрпе вăл лаша кĕлеткине 500 м ытла туртса каять. Юрпа вара сехетре 50 çм чупма пултарать.

Тигр çынна çиет теççĕ пулин те, амур тигрĕ нихăçан та тенĕ пекех çынна тапăнмасть, ялсене сайра пырса кĕрет. Тӳррипе каласан, вăл этемрен аяккарах çӳрет. 1950-мĕш çç Тинĕсçумпа Хабар енĕсенче çынна тапăнни вунă тĕслĕхе çеç палăртнă. Тайгара та йĕрлекен сунарçăсене тĕкĕнни питĕ сахал.

Сыхлав

Раççей Хĕрлĕ кĕнекине çырса кĕртнĕ. 2007 çулхи ака уйăхĕнче Всемирного фонда дикой природы (WWF) эксперчĕсем каланипе амур тигрĕсен йышĕ çĕрçуллăхри максимума çитнĕ, çакă тигр тĕсĕ халĕ пĕтсе пырассинчен уйрăлнă теме пулать[2].

Кăсăк фактсем

Капăрлатусем

Асăрхавсем

Каçăсем

Çавăн пекех пăхăр


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.
Раççей Хĕрлĕ кĕнеки
тĕсĕн статусне кăтартман
Шырав РĂА ЭЭПИ сайтĕнче