Амур тигрĕ
Амур тигрĕ | ||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||||||
|
||||||||||||||||
Латинла çырни | ||||||||||||||||
Panthera tigris altaica Temminck, 1844 | ||||||||||||||||
Ареал | ||||||||||||||||
|
Аму́р тигрĕ (çаплах Уссури, Çĕпĕр е Тухăç-çĕпĕр тигрĕ) (лат. Panthera tigris altaica)— тигрăн чи сахал йышлă тĕс пайĕ, Çĕр çинчи чи çурçĕр тигр. Хĕрлĕ Кĕнекене кĕртнĕ.
Ареалĕ (пурăнакан çĕрсем)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тигрăн пурăну ареалĕ Раççейĕн кăнтăр-тухăç сыхлав йăрăмĕнче, Хабар Енĕпе Тинĕсçум Енĕнчи Амурпа Уссури çыранĕсен хĕррисенче шутланать, пурĕпе Раççейре 1996 çулта 415—476 яхăн чĕрчун ĕрченĕ. 10 % яхăн (40-50 чĕрчун) амур тигрĕн популяцийĕ Китайра (Манчжури). Ытларах уссури тигрĕ Сихотэ-Алинь ту умĕнче, Тинĕсçум Енĕн Лазо районĕнче тĕл пулать, кунта пысăках мар территоринче кашни улттăмĕш тискер амур тигрĕ (2003) пурăнать. Амур тигрĕсене Якутири Плейстоцен паркĕнче ĕрчетес ĕç шухăшĕ пур.
Амур таврашĕнче пурăнакан халăхсем тигăра «Тасху» тесе палăртаççĕ, инкек-синкеке сирес тесе тăтăшах ăна «Амба» (мăнтай) теççĕ.
2007 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕ тĕлнелле тĕнчери зоопарксенче 450 чĕрчун (844 чĕрчун 1979 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче) пурăннă.
Çырса кăтартни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Уссури тигрĕ — пысăк, экзотикă евĕр сăрăллă кушак, бенгали (инди) тигр тĕс пайĕпе пĕрле планета çинче чи вăйла тискер кайăк шутланать, бенгали тигрĕпе пĕрле кушак йышшисен хушшинче чи маттурри пулать. Уссури тигрĕн кĕлетки вăрăммăшĕ 3 метр (хӳрипе) çитет, хулпуççи çӳллĕшĕ 115 см, йывăрăшĕ 275 кг таран, хăш чухне 300 кг та пулать (тигр пурнăçĕ тăршшипех çитĕнет, çак йывăрăша ватăлура кăна çитет). Лайăх çитĕннĕ уссури аçи, 90-106 см çӳллĕшли вăтамран 200—220 кг таять.
Тигр — мăн калăпăшлă та вăйлă тискер чĕрчун пулсан та, сунарçă ăна илме пултарать. Çĕрпе вăл лаша кĕлеткине 500 м ытла туртса каять. Юрпа вара сехетре 50 çм чупма пултарать.
Тигр çынна çиет теççĕ пулин те, амур тигрĕ нихăçан та тенĕ пекех çынна тапăнмасть, ялсене сайра пырса кĕрет. Тӳррипе каласан, вăл этемрен аяккарах çӳрет. 1950-мĕш çç Тинĕсçумпа Хабар енĕсенче çынна тапăнни вунă тĕслĕхе çеç палăртнă. Тайгара та йĕрлекен сунарçăсене тĕкĕнни питĕ сахал.
Сыхласа усрани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Раççей Хĕрлĕ кĕнекине çырса кĕртнĕ. 2007 çулхи ака уйăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери ирĕклĕ çутçанталăк фондчĕн (WWF) эксперчĕсем каланипе амур тигрĕсен йышĕ çĕрçуллăхри максимума çитнĕ, çакă тигр тĕсĕ халĕ пĕтсе пырассинчен уйрăлнă теме пулать[2].
Кăсăк фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Уссури тигрне Тинĕсçум Ен ялавĕпе гербĕ ç ине ӳкернĕ , çапл ах вăл енĕн нумай хула, район геральдика символĕнче пур. Çаплах уссури тигрĕ Хабар Енĕн гербĕнче.
- Уссури е амур тигрĕ — Инçет Тухăç халăхĕсем çак чĕрчуна хисеплеççĕ.
- 1988 çулта Ходори (кор. 호돌이) Сеулти Çуллахи олимп вăййисен официала талисманĕ пулнă.
- Китайра амур тигрне вĕлернĕшĕн айăпласа вилĕм параççĕ.
Капăрлатусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Амур тигрĕн куçĕ
-
Амур тигрĕн пуçĕ
-
Амур тигрĕ Баффало зоопаркĕнче
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Амур тигрĕ 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Амур тигрĕ пирки хыпар
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку зоологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Раççей Хĕрлĕ кĕнеки тĕсĕн статусне кăтартман | |
Шырав РĂА ЭЭПИ сайтĕнче |