Амур (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Амур
Шаблон:Lang-zhr
Характеристика
Тăршшĕ 2824 км
Бассейн  лаптăкĕ  1 855 000 км²
Шыв системи Охот тинĕсĕ
Шыв тăкакĕ 10 900 м³/ç (Амурçи Комсомольск)
Шыв юххи
Шыв пуçламăшĕ юханшывсем пĕрлешни: Аргунь и Шилка
 • Çӳллĕшĕ 304
 • Координатсем 53°20′00″ с. ш. 121°28′53″ в. д.HGЯOШаблон:Карттă/Бк/N
Шыв вăрри Охот тинĕсĕн Сахалин кӳлмекĕ
 • Вырнаçу Амурçи Николаевск
 • Çӳллĕшĕ 0 м
 • Координатсем 52°59′28″ с. ш. 141°02′48″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/N
Вырнаçни
Патшалăхсем КХР КХР, Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Регион Байкалхыç Ен, Амур облаçĕ, Еврей автономи облаçĕ, Хабаровск Ен
РПШР Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found.
Амур (юханшыв) (Раççей)
Точка
шыв вăрри

Аму́рИнçет Тухăçри юханшыв. Раççей (53 % бассейн лаптăкĕ), Китай тата Монголи çĕрĕсем тăрăх юхать.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пысăк юпписем: Зея, Уссури, Бурея, Сунгари, Амгунь, Анюй, Тунгуска.

Хуласем: Амурск, Благовещенск, Хабаровск, Комсомольск-Амур-çинчи, Николаевск-Амур-çинчи (Раççей), Хэйхэ (Китай).

Ячĕ пĕрлĕ тунгус-маньчжур чĕлхисен никĕсĕнчен «амар», «дамур» — «пысăк юханшыв» — тухнă. Китайсем Амура «Хэйхе» — «хура юханшыв», кайран «Хэйлунцзян» — (китай 黑龙江, «Хура вĕрçилен юханшывĕ») тенĕ. Монголсем Амура «Амур Хара-Мурэн» — «хура шыв» тенĕ. Чăннипе Амур Шилкăпа — «хĕсĕк айлăм» эвенкилле тата Аргунь — «сарлака» (ергунь) монголла — пĕрлешнĕ хыççăн пуçланать[1].

Юханшыв тăсăлăвĕ — 2824 километр, Шилкăпа Аргунь пĕрлешнĕ тĕлтен пуçласа Охот тинĕсĕн Сахалин кӳлмекĕ патне çити. Онон — Шилка — Амур системинче Амур тăсăлăвĕ 4279 километр пулать. Хайлар пуçламăшĕнчен— Аргуньрен вăррине çити — 4049 километр. Чылай хыпар кĕнекинче кăтартнă Амур тăсăлăвĕ — 4444 километр географи халапĕ пулать [1].

Юханшыв айлăмĕнче виçĕ пая уйăраççĕ: тури Амур (Зея юханшыв вăррине çити; 883 километр), хăвăртлăхĕ 5,3 км/сех, вăта Амур (Зея вăрринчен Уссури вăррине çити; 975 километр), хăвăртлăхĕ 5,5 км/сех тата анат Амур (Уссури вăрринчен Николаевск-Амур-çинчине çити; 966 километр), хăвăртлăхĕ 4,2 км/сех. Амурăн гидрологи режимĕн паллă уйрăмлăхĕ — çуллахи-кĕрхи муссон çумăрĕсене пула шыв шайĕ хытă улшăнса тăни, вĕсĕн пайĕ 75 % çитет.


Амурăн китай çыранĕ (Хэйхэ хули.)

Амур чикĕ юханшывĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Климат[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Амур юханшывăн бассейнĕ Тухăç Азин вăтам широтисенче вырнаçнă. Амур шыв-çĕрĕнче тăватă физика-географи йăрăмĕ вырнаçнă: вăрман (с подзонами хвойно-широколиственных лесов, средней и южной тайги), вăрман-çеçенхир, çеçенхир тата çурма çеçенхир.

Экологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2005 çулхи чӳк, 14 китайсен пĕр заводĕнче пулса иртнĕ авари хыççăн, Сунгурине нумай наркăмăш япалалăха кăларса пăрахнă, нитробензол, нитробензин тата урăх химикат патисем Амура лекеççĕ. Тасамарланнă шыв Хабаровска лекесрен китайсем Казакевич юхăмĕнче дамба туса лартаççĕ. Çакна пула раштавăн 20-мĕш кунĕсенче çак района çитнĕ пăснă шыв юхăмĕ раççей çыранĕ еннелле куçать. 2006 çулхи акара дамбăн хăш пайне пăсса тăкнă, малашне ăна пĕтĕмпех аркатса хума йышăннă.

2008 çулхи утă уйăхĕнче вырăнта пурăнакансем Амур облаçĕнче Амур çинче палллă мар 2 çм калăпăшлă патасене асăрханă, малтан вĕсене нефть тесе шутланă.

Амурçи Комсомольск патĕнче 1933- 1990 çулсенчи вăтам шыв тăкакĕ (м³/с), уйăхсерен
[2]

Юпиисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Зея, Уссури, Бурея, Сунгари, Аргунь, Анюй.

Амур (сулахайра) Горин (сылтăмра) кĕнĕ вырăнта (Амурçи Комсомольскран 50 км анатарах)

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1 тата 2 В. Полеванов {{{пуçелĕк}}} // Наука и жизнь. — 2008. Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>: название ««a»» определено несколько раз для различного содержимого
  2. ^ Amur Basin, Station: Komsomolsk

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку гидрологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.