Контент патне куҫ

Çытăр Ехримĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çытăр Ехримĕ
Ефрем Сидорович Сидоров
Çуралнă чухнехи ят: Ефрем Сидорович Сидоров
Суя ятсем: Çытăр Ехримĕ
Çуралнă вăхăт: 1846
Çуралнă вырăн: Сальел ялĕ, Хусан кĕперни, Пĕкĕлме уесĕ
Вилнĕ вăхăт: 1921
Вилнĕ вырăн: Кивĕ Шешкел ялĕ, Тутарстан
Пăхăнулăх:

Раççей империйĕ

РСФСР
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçĕ, фольклористсен информаторĕ, хресчен
Пултарулăх çулĕсем: 1907-1917
Жанр: сăвă
Ĕçсен чĕлхи: чăвашла

Çытăр Ехримĕ (чăн ячĕ Сидоров Ефрем Сидорович, 1846-1921) — хутла вĕренмен, анчах та сăвăсемпе такмаксем хайлама юратнă çын[1]. Сăвăç.

Çытăр Ехримĕ — 1846-мĕш çулта Хусан кĕпĕрнинчи Пĕкĕлме уесĕнчи (халĕ Самар облаçĕнчи Шунтал районне кĕрет) Сальел ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Хăй те ĕмĕр тăршшĕпе Кивĕ Шешкел ялĕнче (халĕ Тутарстанти Çарăмсан районĕ) хресчен ĕçĕпе пурăннă. 1921-мĕш çулта выçлăх вăхăтĕнче вилнĕ.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

"Авалхи чăваш сăвăçисемпе юрăçисем" категорири ытти чылай ятсемпе танлаштарсан, Çытăр Ехримĕн ячĕ чăнах та питĕ шанчăклăн чăнлăхпа çыхăнса тăрать. Ун ячĕпе çыхăнтаракан такмаксемпе юрăсем те чăннипех унăн тесе шанчăклăнах калама пулать. Мĕншĕн тесен вĕсенчен чылайăшне авторĕ пурăннă вăхăтрах, — 1912-1913-мĕш çулсенче, — ялти вĕрентевçĕсем ( Н.Соленцов, Ефим Николаев, Н.Богданов) çыра-çыра илнĕ. Текстсене сыхласа хăварас ĕçре Н.В.Никольский те хăйĕн тӳпине хывнă. Тепĕр енчен, сăвăç пурăннă тăрăхра та, халăх хушшинче, унăн хайлавĕсем халĕ те упранса юлнă пек калаçаççĕ. Эппин вĕсене те çырса илме май пур, — шанчăклăхĕ паянхи кунччен сĕвĕрĕлнĕ пулин те.

Çытăр Ехримĕн хайлавĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Кириле (<1907>)
  • Микихвĕр (1910 тĕлĕ)
  • Чăтарлăсем (1910 тĕлĕ)
  • Анкарти (1910 тĕлĕ)
  • Пирĕн çĕршыв (1910 тĕлĕ)
  • Çитмĕл çулхи старик (1910 тĕлĕ)
  • Çула тухнă çын шăнса вилес умĕн юрланă юрă (<1913-1917>)

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. II том. Шупашкар, 1988. — С.361.