Ĕне
Википедири материал
Ĕне – йĕкĕр чĕрнеллĕ, кавлекен ялхуçалăх чĕрчунĕ. Ăна сĕт тата аш-какай туса илме усраççĕ. Аçа енене вăкăр теççĕ. Ĕнесене пĕчĕк чухне пăру теме йышăннă, чупмалли (вăкăрпа ермештермелли) вăхăт çитнĕ выльăха пушмак пăру теççĕ. Пăру тĕвви выльăхра 9 уйăх аталанать. Ĕне-выльăха аш е сĕт евĕрĕсене пайлаççĕ.
[тӳрлет] Хуçалăхри пĕлтерĕшĕ
Чăвашсем ĕне тытма вăй çитерсен пурăнатпăр тенĕ. Апатра ĕне-выльăхран илнĕ продуктсем пысăк вырăн йышăнаççĕ: аш-какай, сĕт, çу, тăпăрчă, турăх, уйран тата ытти те. Ĕне тислĕкĕ пахчасенчи çĕрсен тухăçне кирлĕ шайра тытса тăма май парать.
[тӳрлет] Ĕне сăнарĕ
Тĕрлĕ çĕршывсенче ĕнене тĕрлĕ хаклаççĕ. Индинче ĕне сăваплă чĕрчун, Адити ятлă аслă Аман çĕр çинчи сăнарĕ. Вăл хулара та ирĕклĕнех çÿрет. Унта ăна темле ашкăнсан та хисеплеççĕ. Египетра ĕне – сенкер тÿпе. Чуптарнă ĕне нумай çĕрте – хĕрарăм. Чăвашсем ĕнене яланах иккĕмĕш выльăх вырăнĕнче тытнă. Тĕп вырăнта – лаша. Çавăнпа та мĕшĕлти хăй тавра никама та курман çынна ĕне теççĕ.