Абрамов Василий Никифорович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Василий Никифорович Абрамов (Иревли В.) (31.03|1882-1937) — чăваш сăвăçи, халăх пултарулăхне (фольклор) пуçтаракан.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хусан кĕпернинчи Чистай уесне ( Халĕ Тутарстанăн Октябрьски районĕ) кĕрекен Кайтан ялĕнче çуралнă.

Литература ĕçне Раççейри пĕрремĕш революци вăхăтĕнче хутшăнать: сăвăсем çырать, халăх юррисене пухать.

Чăваш совет поэзине никĕсленĕ Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕ çинчен Канаш" хаçатра 1920-мĕш çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче "Çыру" ятлă статьяра çырса кăтартать.

Хусанти учительсен семинарийĕнче вĕренет, 12 çул хушши Шупашкар уесĕнчи Ишекри 2 класлă шкулта учительте ĕçлет, каярах тăван тăрăха куçса килет. Çĕнĕ Таяпари, Салтакъелти пуçламăш шкулсенче вĕрентет, Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăнать.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]