Анадырь историйӗ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Анадырӗн, Чукотка автономи округӗн тӗп хулин, кун-ҫулӗ халӑх пурӑнакан вырӑн пек 1889 ҫулта пуҫланса кайнӑ, хальхи вӑхӑтра 130 ҫула яхӑн тӑсӑлать.

Чукотка пирӗн эрӑччен[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чукоткӑри этемӗн авалхи йӗрӗсене пирӗн эрӑчченхи XXX-VIII пинҫуллӑхсенче асӑрхама пулать, XI-I пинҫуллӑхсенче Чукоткӑра тискер пӑлансен ҫине сунара ҫӳрес культура сарӑлнӑ.

Чукотка XVII-XX ӗмӗрсенче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырӑс ҫулҫӳревҫисем, Азин ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайне ҫитсен, Чукотка халӑхӗсем хуҫалӑхпа йӑла йӗрки тӗлӗшпе икӗ ушкӑна пайланнине асӑрханӑ: куҫса ҫӳресе пӑлан ӗрчетекенсем (эвенсем, коряксем, чукчасем, юкагирсем) тата тинӗсри тискер кайӑксем тытаса пӗр вырӑнта пурӑнакансем (керексем, эскимоссем, чукчасем). 1649 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ тӗлне Дежнёв экспедицийӗн (ҫил-тӑвӑл алхаснипе вӗсен пурлӑхне салатнӑ та Чукоткӑн кӑнтӑр ҫыранне илсе ҫитернӗ) чӗрӗ юлнӑ ҫыннисем Анадырь юханшывӗн вӑррине ҫитнӗ.

Унта хӗл каҫнӑ хыҫҫӑн вӗсем юханшыв тӑрӑх тӑвалла 18 километр кайнӑ та 1652 ҫултанпа Анадырь тӗрми (1771 ҫулта тӗп тунӑ) ятлӑ хӗл каҫмалли вырӑна никӗсленӗ. Дежнёв Колымаран Анадыре ҫити тепӗр хут ишме тухма хӑтланнӑ, анчах ҫакӑ ӑнӑҫлӑ вӗҫленмен. Анадыр отрогӗпе ту хырҫи урлӑ Камчатка ҫурутравӗ патне ҫитерекен типӗ ҫулпа усӑ курнӑ.

1664 ҫулта Анат Колыма тӗрмине никӗсленӗ, каярах вӑл тата Анадырь тӗрмисем ун хыҫҫӑнхи экспедицисемшӗн база пулса тӑнӑ. Дежнёв Анадырь юхан шывӗн вӑтам юхӑмӗнче пурӑнакансене мамӑк тир ясакне тӳлемелле туса хунӑ.

Пӗрремӗш экспедицисене купсасем йӗркеленӗ, вӗсен тӗллевӗ патшалӑх политики пулман, морж асав шӑлӗпе мамӑк тирсем тупасси пулнӑ.

Раҫҫей империйӗ Чукоткӑри тӗп халӑха ясак тӳллетерме хӑтланасси хӑш чухне хирӗҫ тӑнипе вӗҫленнӗ. 1778 ҫулта Анадыр отрогӗн пуҫлӑхӗ Иван Степанович Шмалев чукчасемпе мирлӗ килӗшӳ алӑ пуснӑ.

Йӑхсем хушшинчи вӑрҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XVII–XVIII ӗмӗрсен вӗҫӗнче Чукоткӑра йӑхсем хушшинчи вӑрҫӑсен тапхӑрӗ пулса иртнӗ, уйрӑмах коряксемпе чукчасем хушшинчи хирӗҫӳсем час-часах сиксе тухкаланӑ. Чукчасем майӗпен Раҫҫей витӗмне лекнӗ тӑрӑхран пӑрахса кайса ытти халӑхсене хӗссе пынӑ, тӗслӗхрен: коряксене, юкагирсене, керексене, лешӗсем вара Раҫҫей патшалӑхӗнче хӳтлӗх шыранӑ.

Вӑрҫӑ экспедицийӗсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1729 ҫулта Чукотка халӑхӗсене ясак тӳллеттерес тесе черетлӗ хут хӑтланса пӑхнӑ, ҫак тӗллевпе Афанасий Шестаков ертсе пыракан ҫӗнӗ ҫар экспедицине йӗркеленӗ, ҫапах та ӑна чукчасем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. 1731 ҫулта Дмитрий Павлуцкий майор юкагирсемпе коряксемпе пӗрле ҫӗнӗ поход йӗркеленӗ, хальхинче вара Раҫҫей империйӗ ҫӗнтернӗ. Каярах Павлуцкий тата темиҫе поход тунӑ, анчах вӗсен усси пысӑках пулман. 1747 ҫулта унӑн отрячӗ ҫапӑҫӑва выляса янӑ, вӑл тарма хӑтланнӑ, анчах чукчасем ӑна хӑваласа ҫитсе вӗлернӗ.

Раҫҫейпе Чукотка хутшӑнӑвӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раҫҫей империн витӗмне ҫирӗплетме Чукоткӑра Раҫҫей ертӳлӗхӗн XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш пайӗнчи пиҫӗ политики пулӑшнӑ, 1779 ҫулта Катӗрне патша чакчасене, вӗсем коряксемпе ҫапӑҫмасан, ясак тӳлессинчен вунӑ ҫуллӑха хӑтарма пултарассине сӗннӗ.

Чукотка Раҫҫей империйӗн 1833 ҫулхи картти ҫинче

XVIII ӗмӗр вӗҫӗнчен – XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчен Чукоткӑра Раҫҫейӗн ытти пайӗнче пурӑнакансем тӗпленме тытӑннӑ, ҫакна пула чылай ҫӗнӗ посёлок йӗркелене пуҫланӑ.

Анадырь Раҫҫей империйӗн йышӗнче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1888 ҫулта III Александр хушӑвӗпе ҫӗнӗ административлӑ пай йӗркеленӗ, ӑна Анадырь округӗ ят панӑ, кивӗ стильпе ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Анадырь лиманне «Разбойник» (чӑв. Хурах) клипер кӗнӗ, ун ҫинче ҫӗнӗ округӑн пуҫлӑхӗ Леонид Францевич Гриневецкий, унӑн пулӑшуҫи, карап капитанӗ, 10 (е 12) камчатка казакӗ тата фотограф (ҫавӑн пекех тӗпчевҫӗ те) пулнӑ. Вӗсем апат-ҫимӗҫ, строительство материалӗсем тата ытти тавара илсе килнӗ. Ҫурлан 2-мӗшӗнче Александр ансӑр сӑмсахӗ ҫинче пӗрремӗш ҫурта (ӑна икӗ эрне хушшинче хӑпартнӑ) туса пӗтернӗ, тепӗр ҫурт ҫине Ново-Мариинск постне туса хурса сӑвапланӑ, фотограф документлӑ сӑнсем ӳкерсе илнӗ. Ҫурт ҫийӗнче Раҫҫей ялавне вырнаҫтарнӑ.

Поста Чукотка ҫыннисен авалхи Въен (кӗмелли) пурӑну вырӑнӗнчен инҫех мар чикӗ пункчӗ тата уес центрӗ пек туса лартнӑ, ҫапах та халӑх йышӗ вӑраххӑн ӳснӗ, хулара ытларах енӗпе уйрӑм ҫынсен тата хысна склачӗсене туса лартнӑ. Хулара сапаланса выртакан ылтӑн вырӑнне тупнӑ. 1912–1914 ҫулсенче хӑватлӑ радиостанци туса лартнӑ, вӑл Раҫҫейри чи хӑватлӑ тӑватӑ станци шутне кӗнӗ. Передатчиксем юнашар хуласемпе ҫыхӑну тытма пулӑшнӑ, сӑмахран: Петропавловск-Камчатскийпе, Охотскпа, Номпа (АПШ, Аляска штачӗ).

СССР йышӗнче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1917 ҫулхи социализмла революциччен Чукотка Амурҫум Енӗн Камчатка облаҫне кӗнӗ, 1918 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Камчаткӑра советсен влаҫне йышӑннине пӗлтернӗ, Чукоткӑра ҫӗнӗ влаҫӑн пӗрремӗш органӗ Чукоткӑн Революци комитечӗ (1919, раштав — 1920, кӑрлач) пулса тӑнӑ. 13 ҫынран тӑракан ушкӑн Ново-Мариинскри администраци ҫыннисене хӑваласа янӑ, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче контрреволюциллӗ хирӗҫтӑру пулса иртнӗ, ҫапла май Ревкомӑн 11 ҫыннине персе пӑрахнӑ. Анчах ҫак пулӑмсем ҫине пӑхмасӑрах утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче каллех совет влаҫне йӗркеленӗ, Иккӗмӗш Ревком туса хунӑ, ӑна Василий Чекмарев ертсе пынӑ. Апла пулин те Колчак майлисем каллех влаҫа хӑйсен аллине илнӗ. Совет союзӗ ку тӑрӑхра хӑйӗн влаҫне 1923 ҫулта кӑна ҫирӗплетсе ҫитернӗ. 1924 ҫулта Ново-Мариинск хулин ятне Камчатка губревкомӗн постановленийӗпе официаллӑ Анадырь ҫине улӑштарнӑ.

1926 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Инҫет Тухӑҫ Енне туса хунӑ, ҫапла май уессемпе кӗпӗрнесен пайланӑвӗнчен район тата округ системи ҫине куҫнӑ. Икӗ район йӗркеленӗ: Чукотка тата Анадырь районӗсем. Иккӗшӗ те Камчатка округне кӗнӗ.

1930 ҫулхи раштавра «Ҫурҫӗрти пӗчӗк халӑхсем пурӑнакан районсенче наци пӗрлешӗвӗсене йӗркелесси ҫинчен» постановлени йышӑннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Чукотка наци округне йӗркеленӗ, унӑн центрӗ Чукотка культбази пулса тӑнӑ. 1931 ҫулта кӑна округӑн тӗп хули Анадырь пулса тӑнӑ.

30-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Чукоткӑра пӗрремӗш промышленность предприятийӗсем, тӗслӗхрен, пулӑ консервисен савучӗ, никӗсленме пуҫланӑ. 1939 ҫулта Анадырьте педагогика училищине, пӗрремӗш ятарлӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенине уҫнӑ.

1932 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Камчатка округӗ облаҫ пулса тӑнӑ, 1938 ҫулхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл Хабаровск Енне кӗнӗ. Чукотка наци округӗ Камчатка облаҫӗн йышӗнчех юлнӑ.

1928-1936 ҫулсенче чукча авиацийӗ йӗркелеме пуҫланӑ, икӗ тӗп аэропортран пӗри Анадырь пулса тӑнӑ.

1931 ҫулта Анадырьте Округ музейне йӗркеленӗ.

1937 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче Чукоткӑра Совет Союзӗн Аслӑ Канашне суйлав ирттернӗ. Национальноҫсен Канашне Чукоткӑран суйланнӑ пӗрремӗш депутат Тевлянто пулса тӑнӑ.

1951 ҫулта Чукотка Хабаровск Ене пӑхӑнма пуҫланӑ, 1953 ҫулта Магадан облаҫне кӗнӗ.

XX ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнчен пуҫласа Анадырь хӑвӑрт аталанӳпа ӳсӗм тапхӑрне кӗнӗ, ҫакӑ тинӗс пунктне никӗсленипе ҫыхӑннӑ, 1961 тӗлне вӑл порт пулса тӑнӑ. Поселокшӑн Александр ансӑр сӑмсахӗ хӗсӗк пулса тӑнӑ, вӑл малалла сарӑлнӑ, Казачка шывӗнчен иртсе тундрӑн ҫӳллӗ пайӗ патнелле сарӑлма пуҫланӑ.

1965 ҫулта Анадырь РСФСР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн указӗпе хула статусне илнӗ, тӑватӑ тата пилӗк хутлӑ ҫуртсем ӳсме пуҫланӑ. Ҫулталӑк маларах, посёлок хула статусне иличченех, 40 номер вырнаҫмалӑх пӗрремӗш телефон станцийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. 1967 ҫулта анадырь телецентрне йӗркеленӗ, халӗ ӑна «Чукотка» телерадиокомпани ятпа пӗлеҫҫӗ.

1977 ҫулхи ҫӗнӗ СССР конституцийӗпе килӗшӳллӗн наци округӗ автономие тивӗҫнӗ.

1970 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче Чукоткӑна Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, 1972 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Халӑхсен туслӑхӗн орденӗпе наградӑланӑ.

1973 ҫулта Анадырь районӗнче нефть упранакан вырӑнсене тупса палӑртнӑ.

Хальхи вӑхӑтра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1992 ҫулта Чукотка Магадан облаҫӗн йышӗнчен тухса Раҫҫей Федерацин хӑй тӗллӗ субъекчӗн статусне илнӗ, Чукотка Автономи Округӗ йӗркеленнӗ, унӑн тӗп хули Анадырь пулса тӑнӑ.

1994 ҫулта Анадырьте виҫӗ вӗренӳ учрежденийӗ ӗҫлеме тытӑннӑ: 3-мӗш професси училищи, медицина училищи тата Чукотка округӗн ӳнер колледжӗ.

2001 ҫулта Анадырь муниципаллӑ пӗрлешӳ пулса тӑнӑ.

2019 ҫулта Анадырь хула тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйланӑ чухне Леонид Николаев ҫӗнтернӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ҫӑлкуҫсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]