Колыма (юханшыв)
| Колыма (юханшыв) | |
|---|---|
Колыма утă уйăхĕнче нумай см хулăмăшлă юр айĕнче |
|
| Пахалăхĕ | |
| Вăрăммăш | 2 129 çм |
| Бассейн лаптăкĕ | 643 пин çм² |
| Шыв тăкакĕ | 3800 м³/с |
| Шыв пуçламăшĕ | Охот-Колыма сăртлăхĕ |
| • Координатсем | |
| Шыв вăрри | Хĕвелтухăç Çĕпĕр тинĕсĕ |
| • Координатсем | |
| Вырнаçăвĕ | |
| Юхав территори | Якути, Магадан облаçĕ |
Колыма́ (якут. Халыма) — Якутипе, Магадан облаçĕнчи юханшыв, Аян-Юрях тата Кулу юханшывсен пĕрлешнинчен пуçланать. Тинĕсе виçĕ тĕп юппипе кĕрет: Колымская (Каменная), сылтăмми, карапсем ишекенн, Походская тата Чукочья. Дельта тăршшĕ 110 çх, лаптăкĕ 3000 çх².
Тупмалли |
[тӳрлет] Юпписем
Чи пысăк юпписем: Таскан, Сеймчан, Поповка, Ясачная, Зырянка, Ожогина, Седедема — сулахайра; Бахапча, Буюнда, Балыгычан, Сугой, Коркодон, Каменка, Берёзовка, Омолон, Анюй — сылтăмра.
[тӳрлет] Истори
Вырăссем Колыма юханшывне 1638—39 çулсенче казаксем Индигирка тата Алазея уçнă хыççăн çитнĕ. 1644 çултах Михаил Стадухин колыма Анат Колыма хĕллĕхи çуртне никĕслесе хастар çапăçакан чукчăсем çинчен пĕлтернĕ. Каярах çак вырăнтан хĕвелтухăç еннелле талпăннă.
Семён Дежнёв ытти казаксемпе пĕрле Анадырь вăррине тупма тинĕспе çулçӳреве тухнă. КУнтан тинĕс çыранĕсене тата çывăхри утравсене тĕпчеме нумай экспедици хускалнă. Дмитрий Лаптев 1741-мĕш çулта Чул Колыма вăрринче маяк лартнă. Врангеля, Биллингс тата ытти экспедицисем те çакăнтан пуçланнă.
Колыма юханшывĕ тăрăхĕнче ССРС вăхăтĕнче ГУЛАГăн Береглагĕ вырнаçнă.
[тӳрлет] Портсем
Колыма тăрăх Бахапча вăрри таран карапсем çӳреççĕ; навигация3—3,5 уйăх. Тĕп портсем: Усть-Среднекан, Зырянка, Черский, Зелёный Мыс, Край Лесов.
[тӳрлет] Гидроэнергетика
Юханшыв çинче Магадан облаçĕн пысăк пайĕпе Магадан хулине электричествопа тивĕçтерекен Колыма ГЭСĕ вырнаçнă. Халĕ Усть-Среднеканская ГЭСĕ тăваççĕ. Колыма бассейнĕнче ылтăн çĕруправĕсем пур. Юханшывăн анат юхăмĕнче ряпушка, муксун, сиг, нельма, омуль пуллисене тытаççĕ.
[тӳрлет] Вуламалли
[тӳрлет] Асăрхавсем
| Статья илемлĕхĕ начар.
Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа хушса кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
[тӳрлет] Каçăсем
|
|
|
|---|---|
| Юпăсем | • Атăл (Хура Атăл, Чулман Атăл) • Тан • Урал • Печора (Уса) • Обь (Иртыш (Ишим, Тобол (Тура)), Кеть, Бия, Катунь) • Енисей (Ангара, Подкаменная Тунгуска, Анат Тунгуска) • Лена (Вилюй (Марха), Алдан (Амга), Олёкма, Витим) • Индигирка • Колыма (Омолон, Мăн Анюй, Кĕçĕн Анюй) • Амур (Шилка (Ингода, Онон), Аргунь, Зея, Бурея) |