Анис

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Анис курăкĕ

Анис е Энĕс - ( лат. Pimpinella anisum ) - пĕрçуллă курăкĕ.Тăван енĕ : Вăтам Ази.

Усă курни[тӳрлет]

Анис вăрлăхсем

Пĕчĕк ( 3-6 мм ) симĕс-сăрă тĕслĕ вăрлăхсем пылак "лакрицаллă" туттиллĕ.Анис вăрлăхсене çын авалхи самантран усă курать:

  • Сывлăх : 1) анис вăрлăхсем минтер айне хурсан аван çывăрма пулăшаççĕ ; 2) çăварта кăмăллă шăрши пулас тесе вăрлăхсене чăмламалла ; 3) грипп чирĕ çĕнтерме анис çавĕ пулăшать ;
  • Апат-çимĕç : анис туттипе печени, кекс, çăкăр техĕмлетеççĕ.Германире колбаси тăвакансем анис вăрлăхсем усă кураççĕ ;
  • Алкоголь ĕçми : анис вăрлăхсем спирчĕпе усравласа, пăслантарса тасатса юхтараççĕ.Вăтаçĕр тинĕс çĕршывсемче тĕрлĕ алкоголь ĕçмисем тăваççĕ : пастис ( Франци ), самбука ( Итали ), раки ( Турци ), арак ( Ливан ), узо ( Греци ), мастика ( Болгари ).

Пĕлетĕр-и эсир ?[тӳрлет]

  • Анис çăвĕпе акăлчан патши Эдуард IV хăвăн кăпине техĕмлетнĕ ;
  • 1305 çулта Британире анис вăрлăх сутакансене налук хунă.Ку самантра Британире анис паллă специ пулнă - пуçтарнă налук Лондонри кĕпер пушар хыçăн юсавма налук укçи çитрĕ ;
  • 1619 çулхи сакунпа кашни чипер çемьене çулта чи сахал ултă анис вăрлăхне ӳстерме хушнă.