Анкăл майра йĕппи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Анкăл майра йĕппи.

Анкăл майра йĕппи — майра йĕппин тĕсĕ, йĕп евĕр, вĕçĕнче хуплашкаллă варăпа çыхăнтарнă хăрушсăр хатĕр. Çемçе тĕртсене тата урăх çемçе материалсене çыпăçтарнă, шăтарнă чухне усă кураççĕ. Çаплах вăл капăрчăк аксессуарĕ те пулать, ăна ылтăнран е кĕмĕлрен, хăш чухне стразсемпе е ахах-мерченсемпе пĕрле тăваççĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Хальхи анкăл йĕппи пек хатĕрсемпе виçĕ пин сул маларах ĕçленĕ, сăмахран, Хура тинĕс çумĕнчи инди-европа халăхĕсен ламтайĕсем. Хальхи тĕслĕ анкăл майра йĕппине Уолтер Хант американ инженерĕ 1849 çулхи утă уйăхĕнче хайланă. Ăна усă курмалли правана 15 $ (халĕ 400 $ яхăн) сутса янă.

Анчах та çав вăхăтра патент хайлавçăна хӳтĕлеймен. Çав çулах, кĕркунне британ усламçи Чарльз Роулей Хант ăсталанă майра йĕппи евĕрлине тăван çĕр-шывра саккунпа çирĕплетнĕ. Çавăнпа та ăна тĕнчипех «анкăл» майра йĕппи теççĕ.

Анкăл майра йĕппине тум-тирĕн декоративлă элеменчĕ (брошь, кăкăр çинчи паллă тата ыт. те) вырăнне усă кураççĕ:

«Анкăл» майра йĕппине тĕлсĕр усă курни[тӳрлет]

Тĕшмĕшлĕ çынсем «анкăл» майра йĕппине амулет вырăнне çакаççĕ. Эрнекун кăнтăрла иртсен туяннă, тум-тир çине (чĕре çумнерех), курăнман çĕрте çакнă майра йĕппи куç кĕртнинчен тата тухатнинчен хăтарать, имĕш[1].

Шыва кĕнĕ чухне спортсменсем плавки çумне майра йĕппине çакаççĕ — мышцă, тытса лартсан, йĕпленĕ хыççăн иртсе каять.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]