Антверпен
Википедири материал
Антверпен (нидерл. Antwerpen, фр. Anvers) — Бельги хули, Антверпен провинцийĕн тĕпĕ.
Çаплах Фландри çĕршывĕн хули пулать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Хула Шельда шывĕн икĕ енче вырнаçнă тинĕс порчĕ, тĕнчери вуннăлăх пысăк портсен шутĕнче.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Тĕрĕссĕн хулана хăçан никĕслени паллă мар, çапах та вăл VII ĕмĕрте пулнă. Брюгге XII ĕмĕрте таялнă пирки тата Сакăрвунăçуллă вăрçă хыççăн Антверпен Нидерландсен чи пуянлă сутă-илӳ хули пулса тăрать.
[тӳрлет] Хуçалăхĕ
Пысăк промыçлă тĕпĕ: нефтехими, машинă тăвакан тата урăх промыçлăсем, атомлă энергетика.
Антверпен — алмазсене якатас тата сутас енĕпе тĕнчен тĕпĕ шутланать. Сутă-илӳ йăлисемпе, алмазсене якатас ĕçсене еврей ушкăнĕнчи çынсем хутшăнаççĕ.
[тӳрлет] Çутĕç, ăслăлăх
Çутĕçĕн пысăк тĕпĕ — университет; темиçе аслă шкул.
[тӳрлет] Транспорт
Хăвăртлă автомагистралсем Антверпена Гентпа, Брӳссельпе, Хасселтпа тата Бредпа çыхăнтараççĕ. Антверпена хăвăртлă чукун çулсен шутне кĕртес енĕпе паянкун кунта ĕçсем тăваççĕ.
Хулари транспорт шутне автобуссем тата çӳлти тата çĕр айĕнчи трамвайсем (антверпенсем хăш чухне ăна «метро» теççĕ) кĕреççĕ. Пулас вăхăтра çĕр айĕнчи трамвая метро шутне кĕртмелле.
[тӳрлет] Чаплă вырăнĕсем
- Тĕп вокзалĕ
- Зоопарк
- Пеликаанстраат урамĕ (кунта ювелир лавккисем нумай)
- Стен карманĕ, пăрахутсен музейĕ
- Ратуша тата Брабо фонтанĕ
- Антверпен Турă амăш чиркĕвĕ
- Рубенс çурчĕ.
[тӳрлет] Урăх çĕртре кăтартни
- АнтверпенХула çулкăтартăвĕ (вырăсла).