Арап Википедийĕ
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Арап Википедийĕ (арап. ويكيبيديا العربية Wīkībīdyā al-ʿArabiyya е ويكيبيديا، الموسوعة الحرة Wīkībīdyā, al-Mawsūʿa al-Ḥurra) — Википедин арап чĕлхиллĕ уйрăмĕ. Арап Википедийĕ латиницăпа усă курман Википедисем хушшинче пысăккисен пĕри шутланать.
Уйрăма 2003 çулхи утă уйăхĕнче уçнă[1][2]. 2010 çулхи пуш уйăхĕ тĕлне арап Википединче 120 000 ытла статья, 670 000 яхăн страница пулнă, 265 000 яхăн регистрациленнĕ хутшăнакан тата 23 администратор ĕçленĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун-çулĕ
- 2001, авăн — пĕрремĕш статья.
- 10 000 № статья نكاف (эпидеми паротичĕ).
- 50 000 № статьяна Çĕнĕ çул умĕн çырса кĕртнĕ — 2007 çулхи раштав, 31.
- 100 000 № статьяна 2009 çулхи çу, 25.
[тӳрлет] Тематика
2008 çулхи раштавра чи нумай статья çак категорисенче пулнă[3]:
- географи объекчĕсем, пурăнан вырăнсем (раççей, иордан тата болгар; раççей, болгар, грек тата хăшпĕр пурăнан вырăнсен хатĕрлевĕсене ботсем яра панă);
- футболпа футболистсем пирки статьясем;
- тĕн темисем (Библипе Мухаммад юлташĕсем пирки).
[тӳрлет] Чараклани
Арап Википедине Сири правительстви 2008 ç. акан 30-мĕшĕнче сăлтава палăртмасăр чаракланă[4][5]. Блокировкăна 2009 ç. нарăсăн 13-мĕшĕнче Сири ертӳçисем пĕр ăнлантарусăрах малалла ĕçлеме ирĕк панă.
[тӳрлет] Асăрхавсем
- ^ en:Wikipedia:Multilingual statistics (2003)
- ^ en:Wikipedia:2003
- ^ Нумай каçăллă категорисем
- ^ Institute for War and Peace Reporting Syrian youth break through internet blocks (акăлч.) (3 June 2008). Тĕрĕсленĕ 1 нарăс уйăхĕн 2010.
- ^ ويكيبيديا يختفي عن صفحات الانترنت السوري(ар.)
| Ку вĕçлемен статья Википеди пирки. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
|
|
||
|---|---|---|
| 1 000 000+ | Акăлчан en: • Нимĕç de: • Франци fr: | |
| 500 000+ | Поляк pl: • Итал it: • Япун ja: • Испан es: • Португал pt: • Нидерланд nl: • Вырăс ru: | |
| 100 000+ | Швед sv: • Китай zh: • Каталан ca: • Норвег (букмол) no: • Финн fi: • Украин uk: • Венгр hu: • Чех cs: • Румын ro: • Турккă tr: • Корей ko: • Вьетнам vi: • Дан da: • Арап ar: • Эсперанто eo: • Серб sr: • Индонези id: • Литва lt: • Волапюк vo: • Словак sk: • Иврит he: • Перс fa: • Болгар bg: • Словен sl: • Варай war: | |
| 50 000+ | Хорват hr: • Эстон et: • Малай ms: • Невар new: • Çăмăл акăлчан simple: • Галиси gl: • Тай th: • Арумын roa-rup: • Норвег (нюнорск) nn: • Баск eu: • Хинди hi: • Грек el: • Гаити ht: | |