Нимĕç Википедийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Нимĕç Википедийĕ
Wikipedia-logo-v2-de.svg
URL: de.wikipedia.org
Сайт тĕсĕ: Эреш энциклопедийĕ
Регистраци: Кирлех мар
Чĕлхе(сем): нимĕç
Сервер вырнаçни: Майами, Флорида, АПШ
Харпăрçă: Фонд Викимедиа
Ӗçе пуçланă вăхăт: 2001 çулхи пуш, 16

Нимĕç ВикипедийĕВикипедин нимĕç чĕлхиллĕ уйрăмĕ. Акăлчан Википедийĕ хыççăн иккĕмĕш вырăнти, 2001 çулхи пуш, 16 уçăлнă. Пĕрремĕш статьяна пуш, 17 кĕртнĕ.

2006 çулхи чӳк, 23 çурмиллионнăмĕш статьяна — тăркăчпа чупакан поляк хĕрĕ Янина Коровицкая (de:Janina Korowicka) — çырса кĕртнĕ. 2009 çулхи раштав, 28 нимĕç Википединче 1 001 123 статья шутланнă.

Тупмалли

[тӳрлет] Калăпăшĕпе урăх пахалăхĕсем

[тӳрлет] Чĕлхе

Нимĕç Википедине нимĕç чĕлхи Дуден — официаллă стутуслă грамматикăпа орфографи йĕркипе сăмахсарĕ — сĕннĕ виçепе çырнă статьясене кăна кĕртеççĕ. Австри е швейцари идиомисене Австри е Швейцари пирки статьясенче кирле чухне çеç усă курма юрать. Нимĕç чĕлхин диалекчĕсемпе нимĕç Википединче усă курмаççĕ, вĕсен валли уйрăм Викисем пур: алеманн пуплевĕ (als:), анат нимĕç чĕлхи (nds:), люксембург чĕлхи (lb:), пенсильвани нимĕç чĕлхи (pdc:), рипуар диалекчĕсем (ksh:) тата бавар пуплевĕ (bar:).

[тӳрлет] Уйрăмлăхсем

Кăларса пăрахма тăратнă статьясемпе пăрахăçланă статьясен йышĕсем
  • Нимĕç Википедине «нумай статья мар, лайăх статьясем» кирлĕ.
  • Нимĕç Википединче питĕ нумай бот ĕçлет. Сăмахран, текстсенче автор правине тĕрĕслесе тăракан ботсем, шырав машинисем витĕр ĕçлеççĕ. Ботсене хайлама нумай программиста явăçтараççĕ.
  • Нимĕç Википединче статьяна кăларса пăрахас енĕпе хаяр йĕрке ĕçлет: кĕске статьяна, кирлĕ темăпа пулсан та, пăрахăçлама пултараççĕ.
  • Нимĕç Википединче тӳрлетӳсене, вырăс уйрамĕ танлаштарсан, ята кăтартмасăр чылайрах кĕртеççĕ.
  • Нимĕç Википедийĕ лайăх йĕркеленĕ, администраторсем çирĕп тытса тăракан «Викивулавăшпа» ĕçлет. Чылай статья Викивулавăшпа çыхăннă.
  • Нимĕç Википединче, акăлчанпа вырăс чĕлхи проекчĕсемпе танлаштарсан, çирĕпрех лицензи политикине тытса пыраççĕ.
  • Нимĕç Википединче ӳкерчĕксене Викиампартан кăна кĕртме юрать. Çак, сăмахран, нимĕç Википединче ирĕк кăмăлпа усă курмалли (fair use) йĕркепе вырнаçтарнă ӳкерчĕксене кĕртме юраманнине пĕлтерет.
  • Франци, поляк, итал тата вырăс Википедисемпе танлаштарсан, нимĕçсен ботсем туса кĕртнĕ статьясем пачах çук темелле.
  • Чылайрахăш Википедисенче UTC вăхăт тăрăхĕпе усă кураççĕ пулин те, нимĕçсенче Германи вăхăт тăрăхĕпе — вар европа вăхăчĕпе (CET/CEST) усă курма йышăннă.

[тӳрлет] Кăларăмсем

[тӳрлет] Wikipedia DVD

Нимĕç Википедин DVD

[тӳрлет] Wikipress серийĕ

Википеди пирки кĕнекен пĕрремĕш серийĕ Wikipress (Википичет) ятпа тухать. Кашни кĕнеки Википедири пĕр темăллă, вики-редакторсен ушкăнĕ суйласа илсе тӳрлетнĕ статьясен пуххи пулать. Тухнă кĕнекесен йышĕнче: Тĕнчери Нобель парни, Велосипедсем, Антарктида, Хĕвел системи, Хип-хоп. Çак кĕнекесене уйрăм сервере: www.wikipress.de вырнаçтарнă.

[тӳрлет] Пичетлĕ Википеди

Нимĕç Википедине пичетлес шухăш 2004 çулăн вĕçĕнче çуралать. 2006 çулта Directmedia издательство кашни 800 страницăллă 100 том пичетлеме йышăннă, анчах та каярахпа çак ĕмĕте путарнă.[1]

[тӳрлет] Нимĕç Википедин хастарлăхĕ

Нимĕç Википединчи статья йышĕн ӳсĕмĕ

2004 çулта ним. Verein Wikimedia Deutschland — Gesellschaft zur Förderung Freien Wissens e. V. () этем пĕрлĕхĕ туса хунă, ăна Викимедиа-Германи коммерциллĕ мар йĕреклĕвĕ — ирĕклĕ пĕлĕве саракан этем пĕрлĕхĕ ят панă. Викимедиа-Германи нимĕç уçлăхĕнче Википеди ĕçлĕхне майлаштарса пыракан, хутшăнакансене информаци пулăшавĕ тивĕçтерекен пĕрлешӳ шутланать.

Викимедиа-Германи американ Викимедиа фонд тытăмне кĕмест, пĕрлĕх пайташĕсем управленипе администраци ĕçĕнчен тухнă, правлени пайташĕсем хăйсене администратор статусĕнчен хăтарнă. Çапла, Викимедиа ăшлăхшĕн явап тытмасăр, тĕрлĕ тĕслĕ пулăшу парать. Халĕ Wikimedia Deutschland офисĕсем Франкфуртра тата Швейцарире ĕçлеççĕ. Ирĕк кăмăлпа пуçтарнă укçа-тенкĕпе этем пĕрлехĕ директора тара тытать. Пĕрлĕхĕн страници: wikimedia.de.

Кулленех википедистсен тĕл пулăвĕсем иртеççĕ (de:Wikipedia:Frankfurt вулăр).

[тӳрлет] Авторсемпе редакторсене йыхравлани

Çырăнса хунă хутшăнакансен шучĕ

Германире кулленех Википедипе усă курмалли семинарсене чылай çынна пуçтараççĕ, çак проекта пулăшакан хыпар акцисене иртереççĕ. Ку чухне шулсене, университетсене çак ĕçе явăçтараççĕ, уйрăмах Кĕттинген университечĕ хастаррине палăртмалла. Унсăр пуçне,сăмахран, курав-пасарсенче, проект принципне ăнлантаракан, статьясене редакцилеме вĕрентекен флайерсемпе брошюрăсене валеçеççĕ.

Университет профессорĕсем те ĕçре пулăшаççĕ, студентсемпе пĕрле Википедин уйрăмĕсене хаклаççĕ, статьясене лайăхлатаççĕ, хăш чухне Википедине статья çырасси вĕренӳ ĕçĕ те шутланать. Университетсенче Википедипе çыхăннă темăсемпе диплом тата тухтăр ĕçĕсене хатĕрлеççĕ, университетсенчи лекци темисен страницисене вики-движоксене лартаççĕ.

[тӳрлет] Парнесем

Нимĕç Википедин суйласа илнĕ ӳкерчĕкĕсенчен пĕри
  • Парнесем валли нимĕç Википединче Wikipedia:Auszeichnungen порталпа усă кураççĕ (Çавăн пек чăваш Википединче Википеди:Парнесем чăваш порталĕ те пур.)
  • Нимĕç Википединче лайăх статьясене, ӳкерчĕксене, аудиофайлсене, çаплах проектăн ят уçлăхĕн тĕп пайне кĕмен лайăх страницăсене те парнелесси питĕ анлă саралнă.
  • Нимĕç Википединче суйласа илнĕ ӳкерчĕксен харпăр галерейи пур: Wikipedia:Exzellente Bilder.
  • Суйласа илнĕ статьясен аудиофайлĕсем пур: Wikipedia:Exzellente Aufnahmen.

[тӳрлет] Парнесен паллисем

Нимĕç Википединче парнесене иконкăсемпе (?) палăртаççĕ:

Qsicon exzellent.png Суйланă статьясем Qsicon lesenswert.png Паха статьясем Qsicon informativ.png Хыпар страницисем
Qsicon exzellent 2.png Суйланă ӳкерчĕксем Qsicon exzellent 3.png Суйланă аудифайлсем

[тӳрлет] Асăрхавсем

  1. ^ Хут Википедийĕ // «Эксперт Online», ака, 22 - 2008

[тӳрлет] Каçăсем

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем