Аруба

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Coat of arms of Aruba.svg
Flag of Aruba.svg

Аруба (Aruba) — Кариб тинĕсĕнчи, Венесуэла çыранĕсем çумĕнчи пысăках мар утрав. Нидерланды патшалăхĕн федераци субъекчĕ.

Географи[тӳрлет]

Аруба утравĕ вулкан вырăнĕнче ӳссе ларнă. Утрав Кариб тинĕсĕнчи Венесуэла пырне кĕнĕ çĕртре вырнаçнă. Венесуэла çыранĕсене çитмешкĕн 40 çухрăм кăна. Кĕçĕн Антил утравĕсене кĕрекен Çил айĕнчи утравсен ушкăнне кĕрет. Утравăн вăрăммăшĕ 32 çухрăма яхăн, сарлакăшĕ 10 çухрăма яхăн. Лаптăкĕ 193 çм². Аруба çинчи ландшафт ытла уйрăлса тăрать: типĕ тӳремсем питĕ нумай, вĕсен хушшинче сайра тухра çеç йывăç тĕммисем тупăнаççĕ. Юханшывсем, сăртсем çук, чи çӳллĕ вырăн — Хаманота сăрчĕ, унăн чи çӳллĕ шайĕ тинĕс шайĕнчен 188 метр çӳллĕшĕнче вырнаçнĕ. Анăçра — хăйăрлă пляжсем, тухăç енче — (çилсем вĕрнĕ çĕртре) пушхирлĕ чуллă çырансем.

Халăхĕ[тӳрлет]

Халăх йышĕ 94 пин çын (1998). Халăх тĕрлĕ тĕслĕ: Испанирен тарса килнисем, вырăнти индеецсем тата куçса килнĕ голландсем.

Тĕн енĕпе çынсем тĕрлĕ йăласемпе пурăнаççĕ:

  • 80% халăхĕ — Рим католик чиркĕвĕн тĕнĕпе,
  • 8% ытла — протестантсем.

Ыттисем индуизм, Конфуцианство тата иудаизм тĕнĕпе пурăнаççĕ.

Официаллă чĕлхенидерланд чĕлхи, çапла тата папьяменто чĕлхи (испани чĕлхипе португал чĕлхин креоллă хутăшĕ), акăлчан тата испани чĕлхисем сарăлнă.

Климачĕ[тӳрлет]

Кунта субэкваториаллă, тинĕс енчи климат. Чи нумай нӳрĕк чӳк—раштав уйăхĕсенче ӳкет, çумăрсем çăваççĕ, çулта юр-çумăр шучĕ 500 мм яхăн. Аруба утравĕ Кариб тинĕсĕнчи çил-тăвăлсен çулĕнчен кăнтăрарах вырнаçнă, çавăнпа кунта лăпкă вырăн шутланать. Çул тапхăрĕсем улшăнни сисĕнмест те. Çулла кăнтăрла сывлăш +32 °С таран ăшăнать, çĕрле - +26...+28 °С таран чакать. Раштавра — 28 °С, çĕрле - +24...+26 °С. Утраври шăрăха çурçĕр-тухăçран вĕрекен пассатсем çемçетеççĕ, вĕсем Аруба çийĕн пĕлĕтсене хăвăрт хăвалаççĕ, хăватлă çумăрсене çума ирĕк памаççĕ, çавăнпа ĕнтĕ Аруба çинче çумăр вăхăчĕ çук.

Утравра вăрмансем сахал, анăç енче ытларах. Вăрмансенче молочай, кактус, урăх йĕплĕ йывăçсем тата "ватапана" е "диви-диви" йывăçĕсем ӳсеççĕ. Çĕршывăн тухăçĕңче пушçĕрсенче уйрăммăн ларакан кактуссем çеç тĕл пулаççĕ.

Чĕрчунсен çутçанталăкĕ кунта питĕ начар, Европăран илсе килнĕ выльăхсене çеç курма май пур.

Истори[тӳрлет]

Аруба çинче малтан аравак ăрăвĕнчи индеецсем пурăннă. Утравăн чылай вырăнĕсенче, уйрăмах акшар чул хăвăлĕсенче, пин çулхи инди çырăвĕсене тупнă. Тата кунта авалхи тăмран тунă савăтсене тупнă, халĕ вĕсем Археологи Музейĕнче упраççĕ.

Пĕррисем каланă тăрăх утрав ячтне испани чĕлхипе ăнлантарма пулать: «Oro hubo» тени «ылтăн пулнă» пек куçать (е "малтан пулнă"). 1499 çулта, Колумб Америкăна уçнă хыççăн, Аруба çине Алонсо де Охеда карапсен эскадри пырса çитнĕ. Испансем чылай хушă утрава хăйсен аллине илмешкĕн тăрăшнă. Анчах та хаклă металл тупайманнине пула вĕсем утрава Isla inutila ("юрăхсăр утрав") тесе пăрахса кайнă. Утрав çинче пиратсем канмалли вырăна йĕркеленĕ. Кунта вырăнти халăхсене ытти çĕрсене сутас ĕç самай вăйлă аталаннă пулнă. 1863 çулта вара, чуралăха пĕтернĕ хыççăн, ку суту-илӳпе ĕçлеме пăрахнă.

1636 çулта утрава голландсем каялла хăйсен аллине туртса илнĕ. 1805 çулта, Наполеонпа вăрçнă чух, утрав акăлчансен аллине куçнă, анчах та 1816 çулта голландсем ăна каялла тавăрнă. Вăл вăхăтра кунта ылтăн тупнă, анчах XX ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлне пур ылтăна кăларса пĕтернĕ.. XX ĕмĕрте нефть тапхăрĕ пуçланнă, çакна пула утрав экономики чылай хăватланнă. 1924 çулта Esso транснациллĕ компани утрав çинче тĕнчери чи пысăк нефть вĕретекен комбината хута кĕртнĕ. Вăл Латин Америкинче кăларнă нефтье вĕретнĕ, утрав вăл укçапа пурăнма пуçланă. 1985 çулта завода хупнă, 1991 çулта тепĕр хут ĕçе янă. Завод ĕçсĕр тăнă вăхăтра çулçӳревлĕх аталанса пынă, нумай хăна çурчĕсем тата казиносем уçăлнă. Халĕ çулçӳрев индустрийĕ хуçалăхăн паллă пайĕ пулса тăрать.

1986 çулта Нидерландсен Антил утравĕсенчен уйрăлса уйрăм администраци шутне кĕнĕ. 1995 çултанпа автономлă статуса куçнă.

Шаблон:Çурçĕр Америкăри патшалăхсем

Анăç-Инди: Кариб тинĕсĕн шыв-çĕрĕн патшалăхĕсем
Антигуа тата Барбуда | | Барбадос | Гаити | Гренада | Доминика | Доминикан Республики | Куба | Пахам утравĕсем | Сент-Винсент тата Гренадсем | Сент-Китс тата Невис | Сент-Люси | Тринидад тата Табаго | Ямайка | Пăхăнăвлă çĕрĕсем: | Ангилья | | Аруба | Британин Виргин утравĕсем | Гваделупа | Кайман утравĕсем | Мартиника | Монтсеррат | Навасса | Нидерландсен Антил утравĕсем | Пуэрто-Рико | Сен-Бартельми | Сен-Мартен | Тĕркс тата Кайкос