Аслă Елчĕкри вăтам шкул

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Аслă Елчĕкри вăтам шкул
Никĕсленĕ 1867
Тĕс Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул
Адрес Аслă Елчĕк ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш Республики

Аслă Елчĕкри вăтам шкул, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче вырнаçнă шкул.

2003-2004 çулсенче шкулта 20 класс, 343 вĕренекен пулнă, вĕсене 33 вĕрентекен ăс панă. Вĕрентекенсен шучĕнче 11-ĕшĕ «Халăха çутта кăларас ĕçĕн отличникĕ» палла тивĕçнĕ, 7-ĕшĕ «Аслă вĕрентекен» ята илме тивĕçнĕ.

Шкул çумĕнче халĕ 10 гектар çĕр тытăнса тăрать. Ачасене ĕç профессиĕсене параççĕ: арçын ачасене тракторист-машиниста вĕрентеççĕ, хĕрачасене — çĕвĕçе тата пахча-çимĕç ӳстерме. Ачасене вĕренме шкулăн МТЗ тракторĕ пулăшать, 10 компьютер пур. Шкул вулавăшĕнче пурĕ 23 427 кĕнеке упранать.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шкула 1867 çулта уçнă. Вăл вăхăтра хута вĕрентмелли шкул пулнă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ çартан таврăннă Ефим Петров салтак пулнă. Шкул А. Иванов пӳртĕнче вырнаçнă пулнă. 13 арçын ачапа пĕр хĕрача вĕреннĕ. 1891 çулта 4 класлă шкул уçнă. Яковлев Иван Яковлевич тăрăшнипе йывăç пӳртлĕ шкул хăпартнă.

1917-пе 1925-мĕш çулчен шкула халăх çурчĕ тесе каланă. Кунта пĕтĕм ялти мероприятисене иртернĕ.

1928-мĕш çулта шкулта çичĕ çул вĕренме пуçланă. 1955 султанпа вăтам шкул пулса тăнă. 1999 çултанпа пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул ятне панă, шкул çӳмĕнче «Берёзка» (Хурăн) ятлă ача-пăча садне йеркеленĕ.

1932-1934 çулсенче шкул çумĕнче коммунист яшĕсен шкулĕ ĕçленĕ.

1963 çулта шкул çумĕнче ĕçе вĕренме пуçланă. Ачасене каменщик, тракторист-машинсит, çĕвĕçĕ пулма хатĕрленĕ, медицина сестрисен ĕçне, пахча-çимĕç ӳстерме тата пыл хурчĕсене ерчетме вĕрентнĕ. Çав ĕçсене вĕренме шкулта 14 çĕвĕç машини, МТЗ-80 трактор, автомашина, 1,5 гектар çĕр пулнă. Шкулăн шефĕ — Ленин ячĕллĕ колхоз пулнă.

1972 çулта кирпĕрен купаланă икĕ хутлă шкул çуртне хута кĕртнĕ.

Паллисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шкул 1956 тата 1957 çулсенче ВСХВ кĕмĕл медальне тивĕçнĕ.

Директорĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1948-1957, 1960-1971 çулсенче шкул директорĕ вырăнĕнче Е.М.Молоствов пулнă. 1988-1990 çулсенче директор вырăнĕнче В.Л. Бобин пулнă. 1990 çултанпа вăл директор çумĕ.

Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех шкула вĕренсе тухнисен шучĕнче 4 ăслăх тухтăрĕ, 6 ăслăх кандидачĕ, 26-шĕ тĕрлĕ ĕçсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.