Аслă Тырнăвă
Википедири материал
Аслă Тырнăвă (полх. Велико Търново, ним. Tirnawa, Tyrnavo) — Болгарин Тырнăв таврашĕн хули.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Балканăн çурçĕр ту умĕсенче, темиçе паллă çулсен пĕрлешĕвĕнче, Янтра юханшывăн сăртлă çыранĕнче, вырнаçнă.
[тӳрлет] Истори
Пĕрремĕш хут Тырнăвăна истори палăкĕнче IX ĕмĕр тĕлнеллеи палăрать.; 1186-1393 çç. кунта Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули пулнă, кунта пăлхар патшисене астула лартнă. Çакăнтах пăлхар архиепископĕн пурăну вырăнĕ, 1235 çултанпа пăлхар патриархĕсен резиденцийĕ.
1393 ç. Тырнăвăна туркакăсем туртса илеççĕ. Халĕе те хулара 700 яхăн турккă пурăнать. Тырнăвăна вырăссем икĕ хут йышăннă: 1-мĕш хут 1810 ç. çурла уйăхĕнче ген.-м. Сабанеевăн текĕрчи хулана çапăçусăрах кĕрет; 2-мĕш хут - çĕртме, 25 1877 ç. ген. Гурко кавалерийĕн пĕр ут батарейи турккăсене хăваласа ярать. Кайран 1878 ç. кăрлачсен Тырнăвă Вăтам Болгарири вырăс çарĕсен тĕп вырăнĕ шутланать.