Астероид

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Астероид (лат. астер «çăлтăр», эйдо «сăн-сăпат, «тĕс, евĕр»), — Хĕвел тавра эллипс орбити тăрăх çаврăнакан пĕчĕк планета. Нумайĕшĕ вĕсенчен Марспа Юпитер хушшинче вырнаçнă. Астероидран ытларахăшĕ тĕрĕс мар кӳлепеллĕ.

Диаметрĕпе чи пысăк астероидсем çаксем: Церера (пин çухрăма яхăн), Паллада (610 çухрăм), Вест (540 çухрăм), Гигея (450 çухрăм), Юнона (214 çухрăм).

Енчен те астероидăн диаметрĕ пĕр километртан сахалрах пулсан ăна метеорит теççĕ.

Ячĕсем[тӳрлет]

Малтан астероидсене римпа грек мифологийĕнчи паттăрсен ячĕсене панă, анчах та каярах ку йĕркене пăхăнма пăрахнă. Çавăн пекех малтан хĕрарăмсен ячĕсене панă, арçын ячĕсене питĕ уйрăлса тăракан орбитăллă астероидсем çеç илнĕ. Каярахпа ку йĕркене те пăхăнма пăрахнă.

Кашни астероидăн ячĕ çук. Ят илмешкĕн астероидăн орбитине тĕплĕн тĕпчесе пĕлмелле. Хăш-пĕр чухне астероида уçнă хыççăн пĕр вунă çул иртсен çеç ятне пани тĕл пулать. Ят париччен астероида йĕрке хисеплĕ номера параççĕ. Малтанхи саспаллийĕ — çуруйăха пĕлтерекен латин саспаллийĕ.moi olen jake

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]