Аэропосталь
Аэропосталь (фр. Aéropostale) — франци авиакомпанийĕ, 1919 çулта Пьер-Жорж Латекоэр никĕсленĕ. Малтан «Латекоэр Ушкăнĕ» (Société des lignes Latécoère) ятпа палăрнă, каярахпа, 1921-1927 çулсенче «Аэротурттарусен Тĕп компанийĕ» (Compagnie générale d'entreprises aéronautiques) пулнă.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Почтă авиацийĕ Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи хыççăн пурнăçа кĕрет, унăн хăвăрт аталанăвĕ вара нумай енчен пилотсен хăюллăхĕнчен килнĕ. Вĕçевçĕсем хăйсен ĕçне питĕ паттăррăн парăнса тăрăшнă. 1920-мĕш çулсенче кашни вĕçев, кашни почтăна çитересси — пысăк хăрушăллă ĕç, хăшпĕр чухне вилĕмлĕ хăрушăллă пулнă. Апосталь вĕçевçĕсен кашникунхи паттăрлăхне, пурнăçне Антуан де Сент-Экзюпери кĕнекисенче çав тери уçăмлă кăтартать, мĕншĕн тесен хăй çак компани пилочĕ пулнă. Кăнтăр Америкăна вĕçекенсене пехиллесе вăл «Каçхи вĕçев» роман çырнă. 1918 çулта Латекоэр Франципе Сенегал хушшинче Испанипе Марокко урлă транзитпа почтă çыхăнăвĕ тăвас ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрет — вăл «Латекоэрăн авиа çыхăнăвĕсем» (Lignes Aériennes Latécoère) компанийе уçать, Тулузăпа Касабланка, Касабланкăпа Дакар, Дакарпа Рио-Ресифе (Бразили) хулисене пĕрремĕш çыхăнтарать. Çак хуласем хушшинче ĕнтĕ Сент-Экзюпери, Жан Мермоз, Анри Гийоме пĕрремĕш вĕçев маршручĕсене хураççĕ. 1927 çулта Латекоэр Кăнтăр Америкăна почта турттарассине Марсель Буйу-Лафона уйăрса парать, çапла вара Марсель Буйу-Лафон «Аэропосталь Тĕп компанийĕ» туса хурать, кĕскерех ăна «Аэропосталь» теççĕ. 1933 çулта «Аэропосталь» «Эр Франспа» пĕрлешĕнет.