Батавсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Батавсем Çурçĕр тинĕсĕ çумĕнче

Батавсем (лат. Batavi), — пирĕн эрăччен 50-мĕш çул патнелле пĕр-пĕринпе хирĕçсе кайнă хыççăн хеттсенчен уйрăлса Рейн кăкĕнчи (вăрринчи) çĕрсем çине (Белгика ятлă Рим провинцийĕ) куçса ларнă герман йăхĕ.

Пирĕн эрăчченхи 12 çулта вĕсене римлянсем пăхăнтарнă. Римлянсем майлă шутланнă. 69-мĕш çулта çеç пăлханни тĕл пулать — вĕсем ун чухне Castra Vetera ятлă римлянсен лагерьне (хальхи Ксантен хули патĕнче вырнаçнă пулнă) тытса илнĕ. IV ĕмĕрте франксемпе хутшăнса пĕтнĕ.

Батавсем лайăх юланутçăсем шутланнă, ишме лайах пĕлнĕ. Çулçыравçăсем çавăн пекех вĕсене хастар та тăрăшуллă çынсем пек сăнласа панă. Батавсен çĕрне Батави тесе каланă, каярах Нидерланд (Голланди) ят çирĕпленнĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]