Свевсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Свевсем, е свебсем (лат. Suevi, Suebi), — пирĕн эрăчченхи I ĕмерпе пирĕн эрăри II ĕмер хушшинче Эльба, Майн, Неккар, Тури Рейн юханшывсен тăрăхĕнче пурăннă герман йăхĕсене пĕтĕмĕшле палăртакан халăх ячĕ. Свевсем шутне семнонсене, маркомансене, гермундурсене, квадсене тата ытти йăхсене кĕртеççĕ.

Ку халăха чи малтан Цезарь асăннă. Пирĕн эрăчченхи 71-мĕш çулта вĕсем Рейн урлă каçса Галли çĕрĕнче тĕпленме шутланă. Пирĕн эрăчченхи 58 çулта вара Цезарь свевсен çарне çапса аркатнă. Лешсене Ариовист ертсе пынă пулать.

Тацит вара Балтика тинĕсĕпе Танай хушшинчи пур йăхсене те свев тесе шутланă. Балтика тинĕсне те вăл Свев тинĕсĕ (Mare Suebicum) тенĕ. Каярахпа вара свевсене ытлах асăнсах каймаççĕ. Ытларах йăхсене уйрăмшарăн асăнма тытăнаççĕ. Хăш-пĕр чухне свев тесе квадсене асăнаççĕ. Свевсенчен кайран алемансем пулса кайнă курăнать.

Свевсем хальхи чылай Европа халăхĕсен аслашшĕсем пулаççĕ. Австрсенче, нимĕçсенче, испансенче, португалсенче, голландсенче тата ытти халăхра вĕсен юнĕ юхать.