Маркомансем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Маркомансем, — авалхи свевсемпе тăванла пулнă герман йăхĕ.

Истори[тӳрлет]

Пирĕн эрăчченхи пĕрремĕш пинçуллăхĕн иккĕмĕш пайĕнче хальхи Саксонипе Тюринги çĕрĕсем çинче пурăннă. Пирĕн эрăчченхи II ĕмĕр вĕçĕнче-I ĕмĕр пуçламăшĕнче Майн шывĕн вăтампа тури юхăмĕ çине куçнă.

Пирĕн эрăчченхи 58 çулта Ариовист ертсе пыракан йăхсем шутне кĕнĕ пулас, унпа пĕрле Галли çине харçăпа кайнă. Пирĕн эрăчченхи 8-мĕш çулта вĕсем çĕрĕсем çине римлянсем пырса кĕнĕ. Клавдий Друз Нерон ертсе пыракан римлянсене çĕнеймен те хальхи Чехи çĕрĕсем çине пурăнма куçнă. Унта вара вĕсем Маробод ертсе пыракан йăхсен пĕрлешĕвне кĕнĕ. Çĕнĕ çĕре куçнă май вĕсем унти пĕр кельт йăхне, бойисене, урăх вырăна куçма хистеме тивнĕ. Çак йăхсен пĕрлешĕвĕнче маркомансем чи вăйлисем пулнă. Вĕсемсĕр пуçсăр çак пĕрлешĕве квадсем, лангобардсем, семнонсем тата гермундурсем кĕнĕ.

Маробод чаплă йăхран тухнă пулнă, çавна май ун ачалăхĕ Август императорĕн килĕнче иртнĕ. Лайăх пĕлӳ илнĕскер вăл хăйĕн çарне римлянсем пек йĕркеленĕ — ун çарĕнче 70 пинлĕ çуран çар, 4 пинлĕ утлă çар пулнă. Çапах та 17 çулта херусксен ĕмпĕвĕ Арминей унăн çарне çапса аркатнă, маркомансен вара Танай шывĕ патне чакма тивнĕ. 19 çулта Маробода астул çинчен кăларса çапнă, вăл римлянсем патне тарнă.

I-II ĕмĕрсенче маркомансемпе квадсем Танай хушшинчи чикĕсем патĕнче яланах римлянсене хăратса тăнă. 166-180 çулсенче вара çак тытăçусенчен Маркоман вăрçи тухнă.

IV ĕмĕртен пуçласа маркомансем Халăхсен аслă хусканăвĕ шутне хушăннă. V ĕмĕрте Бавари çĕрĕнче чарăннă, çапла май вĕсем баварсен мăн аслашшĕсем те пулма пултараççĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]