Буйнакск
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Буйнакск — Раççейри хула, Мăн Кавказ умĕнчи сăртсем хушшинче Шура-Озень юханшыв хĕрринче вырнаçнă. Армавир-Баку чукун çул çинчи вĕçĕнчи станци. Махачкаларан 41 çухрăмра ларать.
Тупмалли |
Халăх йышĕ [тӳрлет]
1970 çулта 40 пин çын, 2006 çулта 61,5 пин çын пурăннă.
Истори [тӳрлет]
Буйнакска 1834 çулта хӳтлĕх вырăнĕ валли никĕсленĕ. 1866 çултанпа вара хула шайне кĕнĕ. 1970 çулхи çу уйăхĕнче çĕр чĕтренĕвĕ хулана самай сиен кӳнĕ.
Экономика [тӳрлет]
Хулара консерва кăларакан, атă-пушман çĕлекен, агрегат, шина юсакан заводсем, пир-авăр фабрики пур.
Этеплехпе çутĕç [тӳрлет]
Пĕлӳ парас енĕпе кунта ял хуçалăх тата коопераци техникумĕсем, 3 педагогика тата пĕр медицина училищи вырнаçнă. Çавăн пекех хăнасем историпе революци музейне кĕрсе курма пултараççĕ, драма театрĕ пур.
Вуламалли [тӳрлет]
Асăрхавсем [тӳрлет]
Каçăсем [тӳрлет]
| Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен.
Информаци тĕрĕслĕхне кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |