Дербент

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Дербент
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Дагестан Республики
Никĕсленĕ: пирĕн эрăчен IV ĕмĕр вĕçĕ
Хула, çултан: 1840
Халăх йышĕ, пин çын: 106,2 (2006)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 42°04′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 48°18′ х.т. д.

Дербент, — Каспи тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă Раççей хула. Дагестан Республикине кĕрет.

Халăх йышĕ[тӳрлет]

1897 çулта 14,6 пин, 1939 çулта 34,1 пин, 1959 çулта 47,3 пин, 1971 çулта 59 пин çын пурăннă. Халĕ, 2006 çулта, кунта 106,2 пин çын пурăнать.

Истори[тӳрлет]

Хула V ĕмĕрте ку вырăнта хăпартса лартнă хӳтлĕхрен тухăç енелле аталаннă. VII-IX ĕмĕрсенче хула Арабсен халифатне кĕнĕ, X ĕмĕрте — феодаллă кнеçлĕхĕн тĕп хули пулнă. XIII ĕмĕрте монголсем çĕнсе илнĕ хыççăн вăл арканса пĕтнĕ. XVI-XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕ вăхăтĕнче вăл Иран шутне кĕнĕ, 1722 çулта хулана Раççей шутне кĕртнĕ. Раççей шутĕнче 1935 çулчен пулнă, кайран вара, Киндяж килĕшĕвĕ тăрăх каллех Ирана куçнă. 1747 çулта Дербент ханлăхĕ йĕркеленнĕ, унăн тĕп хули Дербент пулнă. 1796 çулта ханлăха Раççей çарĕсем тытса илнĕ. 1813 çулхи Гюлистан мирлĕ килĕшĕвĕ тăрăх яланлăхах Раççей шутне кĕртнĕ.

Дербент çыннисем сад-пахча ĕçĕпе, виноград ӳстерессипе, пулă тытассипе пурăннă.

1917 çулхи раштав уйăхĕнче хулара совет влаçне йĕркеленĕ. 1918 çулхи утă уйăхĕпе 1920 çулхи пуш уйăхĕ таран буржуази националисчĕсен аллинче пулнă. 1920 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар хулана хăй аллине илнĕ.

Экономика[тӳрлет]

Дербентра шлифовка тăвакан станокĕсен завочĕ, çăм арлакан фабрика, консерва, коньяк тата аш комбиначĕсем, эрех тата сĕт завочĕсем, çĕвĕ тата ковёр тĕртекен фабрикăсем, çурт хăпартакан комбинат, кирпĕч тата стена блокĕсен завочĕсем пур.

Хулара садсемпе виноград пахчисем нумай.

Культура[тӳрлет]

Каçхи майпа вĕрентекен станок тăвакансен тата ял хуçалăх текхникумĕсем, педагогика тата медицина училищисем, кавир тĕртме вĕрентекен шкул пур. Хулара Лезгински театрĕ тата краеведени музейĕ пур.

Археологи палăкĕсем[тӳрлет]

Археологи тĕлĕшĕнчен кунта сыхланса юлнă:

цитадельте:

Вуламалли[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]