Варнавăсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Варнавăсем
Тулли ячĕ

тс. Павăлăн пĕрмайхи клирикĕсем

Латин ячĕ

Congregatio Clericorum regularium S. Pauli

Кĕскетни

B, C.R.S.P.

Чиркӳ

Католици Чиркĕвĕ

Йыхрав

Чиркӳри çăмăллăха шырамасăр

Никĕслевçĕ

Антонио Мария Дзаккария

Никĕсленĕ вăхăт

1530

Çирĕплетнĕ çул

1533

Мăнахсен шучĕ

403 (2010)

Орден сайчĕ

Варнавăсем (лат. Congregatio Clericorum regularium S. Pauli, B, CRSP), тс. Павăлăн пĕрмайхи клирикĕсем — Рим-католици чиркĕвĕн 1530 Миланра никĕсленĕ мăнах орденĕ. Официаллă ордена Климент VII рим паппи 1533 çулта çирĕплетнĕ.

Орден Пуçлăхĕн Тĕп кил çурчĕ Рим хулинче вырнаçнă.

Орденăн тĕллевĕсем тата тытăмĕ[тӳрлет]

XVII ĕмĕртенпе ачалăхпа яшлăха пĕлӳ парас ĕçпе хăтланаççĕ, тăлăх ачасен кил çурчĕсене пулăшаççĕ. XVIII ĕмĕртенпе Европăра тата Азире миссионер ĕçне тăваççĕ.

2011 çулта орден йышĕнче 399 мăнах, вĕсенчен 293 чиркӳ çынни, шутланнă[1]. Орденăн пĕтĕм тĕнчере — 16 çĕр-шывра— 66 мăнастăрь, вĕсем Италире, урăх европа патшалăхĕсенче, çаплах АПШ штатĕсенче, Бразилире, Аргентинăр тата урăх çĕр-шывсенче

2012 çулхи утăн 24-мĕшĕнче орденăн пуçлăхĕ (генералĕ) вырăнне бразил Франсишку Чагаш Сантуш да Сильва (Francisco Chagas Santos da Silva- бразил тĕн çынни)[2].

Виççĕ варнавита таса çынсен шутне кĕртнĕ: тс. Антонио Мария Дзаккария, тс. Александр Саули тата тс. Франциск Бьянки.

Орденăн темиçе кардинал. Пĕрремĕшĕ 1699 çулта Кардиналсен коллегине йĕркеленĕ Джакомо Антонио Мориджиа пулнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Хăйĕн ятне орден чун-чĕм килĕнчен — Миланри тс. Варнава храмĕнчен — илнĕ.

1530 çулта тĕн ĕçченĕ Антоний Мария Дзаккария Миланра виççĕ тĕн орденне: арçынсен (тс. Павăлăн клирикĕсем, ытлрах вĕсене Варнавитсем теççĕ), хĕрарăмсен (тс. Павăлăн Пирĕшти йăмăкĕсем) тата мăшăрлă çынсем валли — никĕсленĕ.

Çавăн пекех[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]