Гавана

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Гавана
Хула гербĕ
Гавана гербĕ
Патшалăх: Куба
Регион: Гавана провинцийĕ
Никĕсленĕ: 1515
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: 2 500 (2006)
Хула лаптăкĕ: 721,01 км2
Геогр. анлăхĕ: 23°06′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 82°23′ х.а. д.

Гавана (исп. La Habana, е San Cristóbal de La Habana) — Куба Республикин тĕп хули, патшалăхăн политика, экономика тата культура тĕпĕ, Гавана провинцин административлă тĕпĕ.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мăн Гавана лаптăкĕ 724 тв. çм, хула 6 района пайланать.

Халăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Гаванăра 2,5 млн. яхăн çын пурăнать. Ку вара пĕтĕм çĕршыв халăх йышĕн 21 % пулать. Гаванăри вунă çынран çиччĕшĕн аслă ашшĕсем Испанирен куçса килниĕ çынсем. Ыттисем хутăш африканлă-испанлă е Азирен тухнисем. Патшалăх чĕлхииспани чĕлхи. Халăхăн çурри ытла — католиксем. Хăш пайĕ синкрети тĕнĕпе кĕл тăвать, вăл христиан тĕнĕ африка авалхи кульчĕсен йăлисемпе хутăшнă çемĕн пулса тăнă.

Çутçанталăк[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Гавана Куба утравĕн çурçĕр-анăçĕнче, Кариб тинĕсĕн Мексика пырĕ хĕрринче ларать. Хула çумĕнче Гавана тата Сан-Лисаро илĕртӳллĕ бухтăсем. Кунта субтропик муссон климачĕ. Кăрлачра сывлăш вăтам температури +25 градус, утăра +21. Типĕ сезонĕ юпаран акана çити, çуран чӳке çити юхтарса çăмăрсем çăваççĕ. Пĕр çулта çăмăрсем 1500 мм тан ӳкеççĕ. Кунта пальмăсем, пассифлорă, цитрус тата сандал йывăççисем, топольсем тата ыттисем те ешереççĕ. Гавана çумĕнчи тинĕс шывĕ пулăпа пуян, 700 ытла тĕрлĕтĕслĕ пулă, моллюскă. Хулара тата тулашĕнче тĕрлĕрен хурт-кăпшанкă, çав шутра çыншăн сиенлĕ, тĕслĕхрен хайăр блохи тата маляри ӳпри сарăлнă.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Гавана хулине 1515 çулта Испанирен куçса килнисем никĕсленĕ. Вĕсем киличчен утрав çинче индеецсем (сибонеи тата таино), анчах та чуралакансем хыта хĕснипе, чирсем, выçлăх пирки авалхи халăхĕ пĕтнĕ тĕлнех çитнĕ. Ӗçлекенсем çитменнине пула испани пăхăнтараканĕсем кунта чура негрсене куçарса килнĕ, вĕсем XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче вара Гаванăн чылайăш халăхĕ пулса кайнă. XVI ĕмĕр вĕçĕнче Гавана Испани колонийĕн Куба утравĕн административлă тĕпĕ шутланать, çак вăхăта ăна генерал-капитанлăх шайне кĕртнĕ. 1728 çулта хулара университет тума пуçланă. 1762 çулта хулана Британи çарĕ туртса илнĕ, анчах та вăрçă нумаях тăсăлман, британисем Гаванăран 1763 çултах тухса кайнă. XIX ĕмĕр вĕçĕнче Гавана ирĕклĕхшĕн Испани колонизаторĕсене хирĕç кĕрешекен юхăмĕн тĕпĕ пулать, 1895 çулта нарăсра хулара революци хыпса тухнă, кайран «халăх-ирĕклĕх» вăрçи пĕтĕм çĕршыва ярса илнĕ. 1895 çулхи авăн Гаванăра Кубăн ирĕклĕхне çирĕплетсе каланă. 1898 çулта Испани Ертĕвĕ Кубăн хăйтĕллĕн тытăмлăхĕпе килĕшнĕ, генерал-губернатор лартмалли ирĕкĕ Испани патшинех юлнă. Çав çултах çак Испанипе Куба республиканецсем хущшинчи хирĕçĕве АПШ кĕрсе кайнă та Испание вăрçăпа тапăннă. 1898 çулта Гаванăна америка çарĕсем кĕрсе йышăннă. Американецсем кунта 1902 çулчен тăнă.

Культура[тӳрлет | кодне тӳрлет]