Грозный

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Грозный (чечен Соьлж-ГIала — Сунжа çинчи хула) — Çурçĕр Кавказри хула, Чечен Республикин тĕп хули.

Халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2006 çулти шутлавпа 218,2 пин çын пурăннă.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хула урлă Сунжа шыв юхать. 1818 çулта Уйрăмлă кавказ корпусĕн çарпуçĕ инфантери генералĕ Алексей Ермолов хушнипе Грозная карманне никĕсленĕ. Çак карман ту çинчи чеченсене Ханкала ту хушăкĕпе айлăма тухмалли çула хупăрласа тăнă. Карман Сунжăн çирĕплетнĕ хӳтлĕхĕн тăрăхне кĕнĕ. Кунта хĕсметре Михаил Лермонтов тата Лев Толстой пулнă. 1870 çулта хăйĕн стратеги сĕмне çухатнă май Тер облаçĕн хули шутне кĕртнĕ. 1893 çулта кунта нефть уçлама тытăннă, вара Грозный хули Кавказăн пысăк промыçлă тĕпĕ пулса тăрать. 1922 çулхи юпа, 30 хула Чечен автономлă облаçĕн тĕп хули пулать (Горская АССР-тан уйăрса кăларсан), 1934 çулхи кăрлач, 15— Чечен-Ингуш автономлă облаçĕ, 1936 çулхи раштав, 5 — Чечен-Ингуш АССР. 1944 çулхи пуш, 7 чеченсене, ингушсене депортациленĕ май хулана Ставрополь Енĕн Грозный округĕн тĕпĕ туса хунă, 1944 çулхи пуш, 22 каллех уйрăм регионăн — Грозный облаçĕн тĕпĕ, 1957 çулхи кăрлач, 9 чеченсемпе ингушсене реабилитациленĕ хыççăн, — çĕнĕрен йĕркеленĕ Чечен-Ингуш АССР-ĕн тĕп хули. 1958 çулхи çурла вĕçĕнче нацисен хутшăнăвĕнче пăтăрмах сиксе тухнă: çирĕм çулхи вырăс каччине чиксе вĕлернĕ пирки вырăнти влаçа хирĕç пăлхав пуçланнă. Влаçа айăпласа, ирĕклесе пухман митинг хутшăнакансем республикăн КПСС обкомĕн, КГБ тата МВД çурчĕсене вăйпа кĕрсе кайнă. Митингра çакăн пек йышăннă:

  • 1958 çулхи çурла, 27 ЧИ АССР-ĕнчен Грозный облаçне е Тĕрлĕнациллĕ совет социалиллă республика туса хумалла.
  • Чеченсен, ингушсен шучĕ Грозный облаçĕнче 10 % ытла пулмалла мар.
  • Грозный облаçне промыçлă тата ялхуçалăх ĕçĕсене тума ытти республикăсенчен тĕрлĕчĕлхеллĕ çамрăк çынсене, комсомолецсене куçармалла.

Тата КПСС ЦК пĕрремĕш секретарьне Никита Сергеевич Хрущёва кунта килме чĕннĕ; митинг ертсе пыракансем хулари телефонистсене ирĕксĕррĕнех хăйсене Хрущевăн йышăну пӳлĕмĕпе çыхăнтарма хушнă. Çурла, 28 каçхине митинга çар ушкăнĕсен вăйĕпе салатса аркатнă, унта хутшăннă çынсене аресленĕ, кайран вĕсене тĕрмене хупнă.

1991 çулхи чӳк, 1 Чечен халăхĕн Пĕтĕмнаци конгресĕ Джохар Дудаев ертсе пынипе Чечен-Ингушети Республикинчен икĕ республика: суверенлă Чечен Республики (тĕп хули — Грозный) тата РСФСР шутĕнчи Ингуш Республики пулса тăнине пĕлтернĕ.

1994 вĕçĕнче тата 1999 вĕçĕнче хулана штурмпа Раççей федераллă çарĕсем туртса илнĕ, 1996 çурла уйăхĕнче — чечен сепаратисчĕсем çĕнтерсе илнĕ, çак çапăçусенче хула питĕ хытă арканнă.

Урăх çĕртре кăтартни[тӳрлет | кодне тӳрлет]