Данилов Михаил Данилович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Михаил Данилов
Çуралнă чухнехи ят: Данилов Михаил Данилович
Çуралнă вăхăт: 1881, утă, 7
Çуралнă вырăн: Енĕш Нăрваш ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1937
Вилнĕ вырăн: Тăвай районĕ, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш куçаруçи тата сăвăçĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1975 - 2014
Жанр: юмах, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Данилов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Данилов Михаил Данилович — чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи. 1881 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Енӗш Нӑрваш (халь Тӑвай районне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ[1]. 1937 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.

Кун-ҫулӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1901 ҫулта Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1901–1911 ҫулсенче Елчӗкри шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1911 ҫулта Хусанти миссионер курсне вӗренме кӗнӗ[1].

1917 ҫул хыҫҫӑн шкулта ачасене вӗрентнӗ, пичет органӗсенче ӗҫленӗ музейра вӑй хунӑ.

Пултарулӑхӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1912 ҫулта «Вӗре ҫӗлен» юмаха сӑвӑласа кӑларнӑ. 1922 ҫулта Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх пӗрремӗш инсценировка хатӗрленӗ. 1935 ҫулта «Сунтал» журналта[2] унӑн «Чухӑн Мӗтри» сӑвӑллӑ юмахӗ пичетленсе тухнӑ.

Михаил Данилов Николай Гоголӗн тата Лев Толстойӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнипе паллӑ[1].

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1, 2 тата 3 Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ / Чувашская Республика. - Чебоксары : Новое Время, 2020. - 634 с. — 134–135 с.
  2. ^ http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/suntal_0_1935007.pdf