Еделево (Кузоват районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Еделево (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ял
Еделево
ирçе Еделево
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă район Кузоват
Ял тăрăхĕ Еделево
Координатсем 53°24′ с. ш. 47°44′ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем
Никĕсленĕ XVII ĕмĕр
Ял  Ял
Наци йышĕ ирçесем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним еделевăсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84237
Почтă индексĕ 433763
Автомобиль кочĕ 73, 173
ОКАТО кочĕ 73 216 820 000
Еделево (Кузоват районĕ) (Раççей)
Точка
Еделево (Кузоват районĕ) (Чĕмпĕр облаçĕ)
Точка

Еделево (выр. Еделево, ирçе Еделево) — Чĕмпĕр облаçĕн Кузоват районĕнчи ял. Пурăнакансенчен чи пысăк йыш ирçесем. Ял ятне ирçелле ятарласа урăхла каланисене тупса палăртман. Ахăртнех, пурте "Еделево" теççĕ пулмалла.

Ялйыш[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялти урамсен вырăсла ячĕсем ак çапла[1]: Улица Гагарина, Гражданская улица, Красноармейский переулок, Ленинградская улица, Молодежная улица, Московская улица, Набережная улица, Новая улица, Песчаная улица, Пролетарский переулок, Советская улица, Ульяновская улица, Школьная улица. Ирçелле ятсем паллă мар. Ку ялта çынсем ĕлĕкренпех нумайăн пурăннă. Çавна май пĕр вахăтра "иккĕмĕш Киттай" тенĕ[2].

2010-мĕш çулти çырсатухупа килĕшуллĕн 986 çын пурăннă, пурте тенĕ пекех ирçесем[3][4]. 2002-мĕш çулта мĕнпурĕ 1350 çын пулнă, вĕсенчен 55% çеç ирçесем (документсенче "эрзя") пек пулса тухнă[5]; анчах та кун пек цифра ултавлă, мĕншĕн тесен хăшпĕрисем "мордвин" е "мордва" тенĕ те, çапла вара çынсем çак статистикăна кĕмен.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял историйĕ пирки ак çакăн пек хыпарсем пур[6][7]:

<Куçару: Улатăр шывĕн таршшĕпе, кайран вăл тĕлте Ардатов никесленнĕ вырăнта, Еделев кнеçсем пурăннă. 17-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче, Фёдор Алексеевич патшара чухне, вĕсем Ардатовран Томышевка шывĕ çинчи хăйсене шанса панă çĕрсем çине куçса кайнă (хальхи Еделево ялĕ).>

Камсем-ха вĕсем Еделевсем? Чĕмпĕрти таврапĕлÿçĕсен перлешĕвĕ çак ятлах тепĕр ял пирки çапла пĕлтерет[8]:

<Куçару: Еделево Майна районĕнче пулнă ял, унчченхи Чĕмпĕр кĕпернин Пăва уесне кĕнĕ. Çĕнĕ Мăклавăш ялĕнчен 4 километр çурçĕр-хĕвеланăçнерех Руссалимка пулса тăнă Иерусалимка шывĕ çинче вырнаçнă пулнă. С.Л.Сытин таврапĕлÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, яла И.А.Еделев 1675-мĕш çулта никĕсленĕ.>

Ахăртнех çак икĕ яла никĕслекенсем пĕр йăхран тухнă çынсемех пулнă пулас. Эппин, ятсем пĕр пек пулни те ăнсăртран мар.

Тĕлĕнмелле пулин те, яла çутçанталăк газĕ 2017-мĕш çул тĕлне çеç çитнĕ пулас[9].

Ялти шкулта факультативлă майпа ирçе чĕлхине вĕрентеççĕ. Анчах та хăш классенче тата миçе сехет — çакă паллă мар. Пуçламăш классенче вĕрентекен Селькова О.В. облаçра иккĕмĕш хут ирттернĕ "Тăван-чĕлхе вĕрентевçи — 2012" конкурс çĕнтерÿçи шутланать[10].

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Деревнин Виктор Петрович, — бизнесмен, меценат, ООО "ПЖРЭП" тата ООО "Сервис-благоустройство" ертÿçи (Похвиçнĕ хули).
  • Кистанов Михаил Тимофеевич (1949 çур.) — "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята тивĕçнĕ (1980)[10].
  • Коткова Лидия Николаевна (1951 çур.) — "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята тивĕçнĕ (1996)[10].
  • Селькова Ольга Васильевна (1966 çур.) — "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята тивĕçнĕ (2006)[10].
  • Селькова Степанида Ивановна (1932 çур.) — РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентевçи (1980)[10].

Урăх тĕлте çуралса ÿссе кунта пурăннисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Климушкина Галина Владимировна (1947 çур.) — "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята тивĕçнĕ (2006)[10].
  • Князькина Мария Петровна (1931 çур.) — "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята тивĕçнĕ (2006)[10].

Çавăн пекех "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята кунти шкултах ĕçленĕ Склярова Агриппина Сергеевна (1925 çур.) тивĕçнĕ. Анчах та вăл ăçта çуралса ÿсни паллă мар[10].

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Карта Ульяновской области Карта Кузоватовского района Карта села Еделево в Ульяновской области
  2. ^ Аслă Накаткина "Иккĕмĕш Шупашкар" тенипе танлаштарăр.
  3. ^ 2010-мĕш çулти çырсатуху бази. 2015 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Нацилĕхе каламаннисене шута илмесĕр.
  5. ^ База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России".
  6. ^ «Генеалогические изыскания в селе Еделево (Архангельское) Сызранского уезда Симбирской Губернии». И. Сивопляс, А.Давыдов. Ульяновск-Самара, 2013.
  7. ^ МОУ СШ с.Еделево Кузоватовский район Страница школы в «Энциклопедии сельских школ России»
  8. ^ КРАЕВЕДЧЕСКИЙ КОМПАС ЦЕНТР РАЗВИТИЯ ИСТОРИИ И КУЛЬТУРЫ РЕГИОНА АНО ЦЕНТР СТРАТЕГИЧЕСКИХ ИССЛЕДОВАНИЙ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ» 2020 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
  9. ^ В селах Кивать и Еделево Кузоватовского района Ульяновской области состоялись пуски газа.
  10. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 тата 8 История школы с. Еделево Кузоватовского района Ульяновской области.(ĕçлемен каçă)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]