Вăхăт тăрăхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Вăхăт тăрăхĕсем

Вăхăт тăрăхĕпĕр вăхăт йĕркине йышăннă Çĕр чăмăрĕн регионĕ.

Пайлав принципĕсем[тӳрлет]

Вăхăт тăрăхĕсен системин хальхи никĕсне ятарласа координациленĕ вăхăта (пĕтĕм тĕнче вăхăтне) тĕпе хунă. Çав ятарлă координатран вăхăт тăрăхĕсене шутлаççĕ. Кашни градуса валли (е кашни градус, минута, çекунтă валли) вăхăт кĕртес мар тесе, Çĕре 24 вăхăт тăрăхне пайланă. Пĕр тăрăхри вăхăт тепĕринчен сехет хисепĕпе çеç уйрăлса тăрать, минутпа çеккунт хисепĕ тĕнчипех пĕрешкел пырать. Тĕнчери хăш-пĕр çĕршывсенче вырăнти вăхăт координат вăхăтĕнчен шăп та шай тулли сехет мар, тата 30 е 45 минут чухлĕ ытларах пулма пултарать. Паллах, çакăн пек вăхăт тăрăхĕсем тĕнчипе çирĕп тытса пыракан вăхăт системине тивĕçтермеççĕ.

Çурçĕрпе Кăнтăр полюсĕсенче меридиансем пĕр пăнчăра тĕл пулаççĕ, çавăнпа унта вăхăт тăрăхĕн пĕлтерĕшĕ çук, вырăнти вăхăтăн палăртăвĕ те «çухалать». Полюссенчи вăхăт тĕнче вăхăчĕпе тан шутланать пулин те, Амундсен-Скотт (Кăнтăр полюсĕ) станцинче пурнăç Çĕнĕ Зеланди вăхăчĕпе пырать.

Вăхăт тăрăхĕсем[тӳрлет]

Çуллахи вăхăт[тӳрлет]

Нумай çĕршывра пурнăçа «çуллахи вăхăта» куçарни Çĕр планетăна вăхăт тăрăхĕсем çине пайланине пăтратса ярать. Çуллахи вăхăта куçнă чухне вырăнти вăхăта тĕнче вăхăчĕпе палăртнинчен пĕр сехет малалла куçараççĕ. Çав вăхăтрах Кăнтăр çур чăмăрĕнче, калăпăр, çу кунĕсем тăраççĕ пулсан, Çĕрĕн çурçĕр çур чăмăрĕнче вара хĕл хуçаланать. Çĕрĕн ик çур чăмăрĕ те вăхăта пачах хирĕçле енсене куçарни тĕнче вăхăчĕпе тĕрĕс шутлама чăрмав кӳрет.

Вăхăт тăрăхĕн кун-çулĕ[тӳрлет]

Вăхăт тăрăхĕсене кĕртиччен кашни хула хăйĕн вырăнти географи долготтипе çыхăннă хĕвел вăхăчĕпе пурăннă. Чукун çулпа çыхăну хатĕрĕсем аталаннăçем вăхăта шутлассине йĕркелеме тытăннă. Вăхăт тăрăхĕсен хальхи системине Çурçĕр Америкăра, Канада инженерĕ Сэндфорд Флеминг 1879 çул тĕлнелле кĕртнĕ, 1929 çул тĕлне ку система тĕнчепех сарăлнă. Раççейре вăхăт тăрăхĕсен йĕрки 1917 çулчченех пулман.

Каçăсем[тӳрлет]

KML каçи  Вăхăт тăрăхĕсем Google Maps  KMZ (KMZ тĕллисен файлĕ, Google Earth валли)