Или (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
River-ili-1.jpg

Или́Китайăн Синьцзян-Уйгур автономлă районĕн Или-Казах автономлă облаçĕпе Казахстанăн Алма-Ата облаçĕĕн çĕрĕсемпе юхакан шыв, Тянь-Шаньре (Китай) 3540 м тăрринче пуçланать.

Тавралăхĕ[тӳрлет]

Юханшыв тăршши 1439 çм, вĕсенчен 815 çм Казахстан çĕрепе юхать. Балхашăн анăç пайне юхса кĕрет, кӳлĕн шывне тăварсăрлатать. Кӳлле юхса кĕнĕ тĕлте темиçе юхăма вакланать: Жидели, Топар, нумай пĕчĕк кӳлĕ тата ейӳсем пулса тăраççĕ. Паянкун юханшывăн сылтăм енче шывăн ĕлĕкхи çулĕсем курăнаççĕ, чи пысăкки — Шанатас.

Шыв шайĕ сахал пулнипе Или шывпе шăварма йывăр, çавăнпа та 1965—1970 çç. Илийск хули çумĕнче (Алма-Ата — Талдыкорган трасси) юханшыва пӳлсе Капчагай шыв управĕ туса хунă (Алматаран 70 çм), Капчагай ГЭСне туса лартнă. Хулана Капчагай ята куçарнă.

XX ĕмĕр пуçламăшĕнче анчах юханшывпа Анăç Китая çӳренĕ. Паян вара кунта хăрушупа çыхăннă çулçӳревлĕхе кăмăллакансем сулăпа Или тăрăх Балхаша çити ярăнса анаççĕ. Или лешъен Алтай ту хысакĕнчен Или çине хăйĕн каньонĕпе палăрнă Чарăн шывĕ юхса кĕрет. Чарăн юхса кĕнĕ тĕлте, Или çыранĕнче хăйăр тăвĕ — Юрлакан бархан — тата сăрт тăрăх çӳрекенсене илĕртекен Тамгалы тас (Çырнă чул сăрчĕсем) вырнаçнă. Тамгалы тасăн бронза ĕмĕрĕнчи петроглифĕсене ЮНЕСКО Пур тĕнчери кăнарлăхĕ управне кĕртнĕ. Кунтах саксен Бесшатыр вилтăпри вырăнĕ. Или сылтăм çыранĕнче, Капчагай тинĕсĕнчен турирех Наци çутçантăлăк паркĕ Алтын-Эмель пур, унта халĕ кулансене, Пржевальский лашисене ĕрчетеççĕ.

Çулçӳрев хаклăхĕ[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]