Кăнтăр корей Боингĕн инкекĕ (1983)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Çак терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кăнтăр корей Боингĕн инкекĕ пăхăр.
«Корей Боингĕн» вĕçмелли тата вĕçнĕ маршручĕсем
Лайнер вĕçевне чарнă Су-15 — истребитель
Боинг 747—200, рейс 007 (компьютерпа реконструкцилени).
Корей авиалайнер вырăнне тĕрĕс мар йышăннă RC-135

Кăнтăр корей Боингĕн инкекĕСССР сывлăш уçлăхĕнчи чикĕрӳ инцидент, ун чухне 1983 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче Су-15 совет истребителĕ кăнтăр корей Korean Air Lines авиакомпанин Боинг 747 самолётне (Korean Air 007 рейсĕ, KAL007 (KAL-007) е KE007) персе антарнă.

Самолёт CCCР сывлăш уçлăхне кĕрсе, совет çар объекчĕсем çийĕн вĕçнĕ. Самолёта темиçе хутчен совет территорине антарма тăрăшнă (Ключи тата Елизово аэропорчĕ), анчах та май килменнипе СУ-15 чаракан истребитель ăна ракетăсемпе перет, вара вăл Сахалин утравĕнчен кăнтăр-хĕвел анăç еннелле шыва ӳкнĕ. Пĕр чĕрĕ çын та юлман, çав шутра АПШ элчĕсен палатин пайташĕ Ларри Макдональд (Larry McDonald). Персе антарнă самолёт Çĕнĕ ЙоркСеул маршрутпа (Анкориджа кĕраççин тултарма анмалласкер) 246 пассажирпа 23 çын экипажа турттарса пынă 747-230B Боинг пулнă, вăл курсран 500 çухрăм аяккалла пăрăннă. Пулса иртнин сăлтавĕн тĕп версисем — вĕçевçĕсем йăнăшнă тата АПШ ятархĕсмечĕсен йĕкĕлтевĕ.

Çак инкек пулса иртсен СССРпа АПШ хутшăнăвĕсем татах пăсăлса каяççĕ.

Историри контекст[тӳрлет]

Совет çарĕсем Афганистана кĕрсен тата АПШ президенче пулма Рональд Рейгана суйласан сивлек варçăн тепĕр касăмĕ пуçланать.

1982 çулхи çуркунне АПШ ТÇВ икĕ авиациллĕ ушкăнĕ Камчатка тавра çаврăнса Сунар тинĕсĕн шывне тухаççĕ, кунти çыранта советсен ракетăллă шывай киммисем тăнă.

1983 çулхи пушăн вĕçĕнче виçĕ авианосец Алеут утравĕсен шывне кĕрсе виçĕ эрне хушши вĕренӳ хăнăхтарăвĕсене ирттернĕ. Акан 4-мĕшĕнче А-7 6 самолёчĕ Кĕçĕн Курил гряди патĕнче СССР сывлăш уçлăхне 2 пуçласа 30 çм таран вĕçсе кĕрсе Зелёный утравĕ çийĕн темиçе хутчен иртсе бомба пăрахнă пек хăтланнă.[1][2][3]

Акан 4-мĕшĕнчи инцидента тишкернĕ хыççăн, пулаяс провокацисене чарас тĕллевпе СССР хӳтĕлев министрĕн тапăчĕпе Курилсемпе Сахалин çинче базăра тăнă МиГ-21 тата МиГ-23 самолётсем вырăнне пахарах МиГ-31 вĕçе машинăсене хĕсмете тăратнă.[4]

Инкек пирки тĕплĕнрех[тӳрлет]

Вĕçсе хăпарнă хыççăн BETHEL радиоçуткăчран ирсе кайиччен маршрутран пăрăнни

Кăнтăр корейăн Korean Air авиакомпанин Çĕнĕ Йорк—Сеул маршручĕпе пĕрмай çӳрекен Боинг 747—230B (регистрации номерĕ HL7442) самолёчĕ çурлан 31-мĕшĕнче Çĕнĕ Йоркран вĕçсе тухать, кайран Анкориджа краççын тултарма анса ларать. Авăнăн 1-мĕшĕнче 3:00 вырăнти вăхăтра (13:00 GMT) вăл Анкориджран хăпарать те Сеул енне каять. Борт çинче 246 пассажирпа экипажăн 23 пайташе пулнă. Вĕçев маршручĕ Лăпкă океанпа Камчаткăран тухăçалла, кайран СССР территорин тавра Япони урлă пымалла пулнă.

Вĕçеве тухсанах самолёт тӳрех палăртнă маршрутран хĕвел анăçалла пăрăнать. Рейс тӳррĕнех Бетела (Bethel) çуткăч çине пырать, малалла — R20 маршрутпа. Кунсăр пуçне, самолёт курсран тухса Бетела çуткăчран 20 çухрăм çурçĕрелле иртет. Çав вăхăтра сывлăшра юнашар вĕçекен американ RC-135 тĕпчев самолёчĕ Боинг çумне çывхарать. Каярах совет енĕ кăтартнă радиолокаци хыпарĕсемпе KAL007 пĕр тапхăр тĕпчев RC-135 самолёчĕпе радарсен экранĕсенче пĕр пăнчă евĕр курăнать. Тепĕртакран пĕр самолёчĕ (Боинг, пулас) СССР территорине шала кĕрсе пырать, тепри тĕнчери сывлăш трассине çывăх маршрутпа каять.

Официаллă пĕлтерни тата тĕнчери калаçусем[тӳрлет]

Авăнăн 3-мĕшĕнче ТАСС малтанхи пĕлтернинче СССР патшалăх чиккине ютçĕр самолёчĕ пăснă, СССР сывлăш уçлăхне хăварса вăл «радарсен экранесенчен» çухалнă. Каярах совет ертӳлĕхĕ самолёта персе антарнине йышăнать.

Н. В. Огарков маршал авăнăн 9-мĕшĕнче пресс-конференцинче пĕлтернĕ официаллă шухăшпа чикĕне пăсма малтанах хатĕрленнĕ, вĕçеве çак районти совет СХС системине хыпашлас тĕллевлĕ акципе ирттернĕ.

«Пирĕн вĕçевçĕсем кăнтăр корей самолётне анчах персе антарнине эпир Андропов каланинчен пĕлтĕмĕр. „Сывлăш уçлăхне самолёт-разведчик пăснă тесе шутланăччĕ, анчах та, ку граждан самолёчĕ пулнă. Вилнĕ çынсем пур, — ăнлантарчĕ вăл. Çынсене, паллах, шел, анчах та пирĕн СХХ хĕсмечĕ тĕрĕсех ĕç тунă“, — хушрĕ вăл»[5]

Тĕнчери тĕпчесе шыранисем[тӳрлет]

Альтернативлă версисем[тӳрлет]

Тепĕр шухăшпа, Боинг инциденчĕ СССР хĕвел тухăç чиккинче АПШ ирттернĕ пысăк операцин пайĕ çеç пулать .

«Сахалинский инцидент. Истинная миссия рейса KAL 007» кĕнекере Мишель Брюн тĕпчевçĕ пĕлтернипе , 1983 çулхи аванăн 1-мĕшĕнче СССР сывлăш уçлăхне 9 самолёт пăсса кĕнĕ те СХХ совет çарĕсем сахалтан та тăххăр самолёта персе антарнă. Унтах KAL 007 рейсĕпе пыракан кăнтăр корей Боинг-747 самолётне чăннипе официаллă версипе йышăннă вырăнтан кăнтăрарах (400 миль/640 километр — Япони территорин çийĕнче), совет СÇВ мар, çапса антарнă.

Монерон утравĕ çумĕнче пĕр пассажирăн виллине те тупман, шывран чылай апăр-тапăр, сасăран хăвăрт вĕçекен самолёт стабилизаторăн пайне кăларнă[6]. Автор пĕлтернипе, ванчăксене кăнтăр еннелле юхса кайма пултарайман — çак тĕлре кăнтăртан çӳрçĕрелле юхăм кăна. Çакăнпа пĕрлех, автор хăйех нумай шатăк структурăллă материал ванчăкне (Боинг хуплпшкине çав материалтан тунă) Ниигата таврашĕнчи пулăçсен ялĕсенче хум çапнă чухне тупнă[6]. «Персе антарнă» Боинг КАЛ-007 Г. Осипович ракети лексен пĕтнĕ хыççăн хăйех 50 минутран Ниигатапа çыхăнăва тухать,çакăн хыççăн тин вара çухалать. Ниигата районĕнче американ ракетин ванчăкне тупнă.

Хăшпĕр тĕпчевçĕсем иккĕленеççĕ, епле çакăн пек пысăк Боинг-747 самолёта пĕр Р-60 çăмăл ракетăпа (чараканнин пилочĕ каланипе, вăл ике ракетăпа пенĕ) персе антарнă. Хăйсен версине ĕнентерес тесе вĕсем 1978 çулхи акан 20-мĕшĕнчи инцидента асăнаççĕ: ун чухне урăх Боинг-707 самолёта икĕ Р-60 ракетипе тивретнĕ хыççăн вăл совет территорине аварилле анса ларнă [7] (лайнера пĕр ракетăпа лектернĕ пулнă[8][9]).

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]