Кельт чĕлхисем
Курӑнакан калӑплав
Кельт чĕлхисем — инди-европа чĕлхисен шутне кĕрекен чĕлхесем.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кельт чĕлхисем инди-европа чĕлхисен анăç ушкăнне кĕреççĕ, вĕсем италипе герман чĕлхисене çывăх.
Ăсчахсем шутланă тăрăх кельт чĕлхисем малтан гальштат (пирĕн эрăчченхи VI-V ĕмĕрсем), каярах латен археологи культури (пирĕн эрăчченхи I пинçуллăхăн иккĕмĕш çурри) вăхăтĕнче сарăлма пуçланă. Кельт халăхĕсен тĕп вырăнĕ Европăн варринче, Рейнпа Дунай хушшинче вырнаçнă пулас.
Чĕлхесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Валли чĕлхи
- Авалхи валли чĕлхи (VI-X ĕмĕрсем)
- Вăта валли чĕлхи (X-XII ĕмĕрсенче)
- Хальхи валли чĕлхи (XIII ĕмĕртен)
- Бретон чĕлхи
- Авалхи бретон чĕлхи (VI-XI ĕмĕрсем)
- Вăта бретон чĕлхи (XII-XVII ĕмĕрсенче)
- Хальхи бретон чĕлхи (XVII ĕмĕртен)
- Корн чĕлхи
- Авалхи корн чĕлхи (VI-XI ĕмĕрсем)
- Вăта корн чĕлхи (XII-XVI ĕмĕрсенче)
- Çĕнĕ корн чĕлхи (XII-XIX ĕмĕрсенче)
- Хальхи корн чĕлхи (XX ĕмĕртен)
- Кумбр чĕлхи (çухалнă чĕлхе, X ĕмĕрччен)
- Ирланд чĕлхи
- Огамиллĕ ирланд чĕлхи (II-IV ĕмĕрсем)
- Авалхи ирланд чĕлхи (V-IX ĕмĕрсем)
- Вăта ирланд чĕлхи (X-XI ĕмĕрсенче)
- Хальхи ирланд чĕлхи (XII ĕмĕртен)
- Шотланд чĕлхи (XV ĕмĕртен)
- Мэн чĕлхи (XVII ĕмĕртен)
Ку чĕлхесем пурте çухалнă, çыру палăкĕсем сахал сыхланса юлнă.