Корн чĕлхи
| Корн чĕлхи | |
|---|---|
| Тăван ят: | Kernowek |
| Патшалăхсем: | Аслă Британи |
| Регионсем: | Корнуолл |
| Йĕркелекен: | {{{Йĕркелекен}}} |
| Классификаци | |
| Категори: | Еврази чĕлхисем |
| Инди-европа çемьи | |
| Çырулăх: | латиница |
| Чĕлхе кодĕсем | |
| ГОСТ 7.75–97: | кор 332 |
| ISO 639-1: | kw |
| ISO 639-2: | cor |
| ISO 639-3: | cor |
| Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика | |
Ко́рн чĕлхи (Kernowek, акăл. Cornish, корнуэл тата корнвалли вариантсем те пур) — инди-европа чĕлхе çемьин кельт ушкăнĕнчи бритт турачĕ шутĕнчи чĕлхе. XIX ĕмĕрчен Корнуолл акăлчан графлăхĕнче пурăнакан халăхăн пĕр пайĕ пупленĕ, халĕ чĕлхене чĕрĕлтерес тĕллевпе тăрăшаççĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун-çулĕ
[тӳрлет] Чĕрĕлӳ
Корн чĕлхине чĕрĕлтерекенĕ Генри Дженнерпа Роберт Мортон Нэнс шутланаççĕ, вĕсем, вăтам корн литература тексчĕсемпе усă курса, корн чĕлхин çĕнетĕвĕсене сĕнеççĕ; вĕсем çакăн чухне корн тексчĕсемпе çеç мар, çалах валли тата бретонь материалĕсемпе, ĕçленĕ, тĕслĕхрен, хальхи пурнăç сăмахĕсене шута илсен. Çак система, ăна «Пĕрлĕ корн чĕлхи» (Unified Cornish, Kernewek Unyes, кĕскен UC тенĕ), чылай хушă пурĕ те йышăннă йерке шутланнă, паянкуна та хăйĕн сĕмне упрса пырать.
1980-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Ричард Гендалл, Нэнс юлташĕ, кайранхи тапхăрти прозаран пыракан акăлчан сĕмне лекнĕ çĕнĕ системăна сĕнет. Çак система («Хальхи корн чĕлхи», Curnoack Nowedga) анлă саралаймасть, авторĕ те ăна пĕрмаях çĕнетнĕ.
1986 çулта Кен Джордж «Пĕрлĕ корн чĕлхи» (Common Cornish, Kernewek Kemmyn, KK) системине пичетлет. Çак йĕркере UC системин чылай çитменлĕхне пĕтернĕ. KK-на хапăлласа кĕтсе илнĕ, уйрăмах ăна вĕрентӳçĕсем мухтанă. Корн чĕлхи канашĕ официаллă, хăш хаклавсемпе, корн чĕлхине пĕлекен 80 % халăхĕ те çакăнпа усă курать.
1995 çулта Николас Уильямс хăйĕн UCR, «Улăштарнă пĕрлĕ корн чĕлхи» (Unified Cornish Revised, Kernewek Unys Amendys) вариантне сĕннĕ. Уильямс UC системи КК–нчен аванрах тенĕ, çитменлĕхĕсене тӳрлетме пулать, если взять в расчет материалы рукописей, недоступных Нэнсу. UCR ытлах маралман, çапах та ăна Agan Tavas («Пирĕн чĕлхе») йĕркелӳ йышăнать. Чĕлхен тĕрлĕ варианчĕсем пирки вĕри тавлашу пынă, çапах та пур тĕрлĕхĕсем те пĕр-пĕринпе ăнлануллă шутланаççĕ.
Юлашки вăхăтри хаклавсемпе, корн чĕлхине тĕрлĕ степеньле пĕлекен йыш 3500 çын (Корнуолл халăхĕн пĕр процентĕнчен сахал); 300-400 яхăн çын таса калаçать. Хăшĕсем корн чĕлхипе калаçакан çемьере çуралса ӳснĕ, анчах та вĕсенчен чылайăшĕ ытларах акăлчанла пурлет. Корн чĕлхине вырăнти влаçсем пулăшу параççĕ, çул çине икĕ чĕлхеллĕ паллăсем лартаççĕ, корнла кунсерен радиопа инçекурава кăлараççĕ. Темиçе корн пĕрмай тухакан кăларăм пур, корн чĕлхипе статьясене акăлчан чĕлхиллĕ хаçатсенче пичетлеççĕ. Аслă Британи правительстви европа регионсемпе сахалрахăшсен чĕлхисен хартин сĕнĕвĕсене пурнăçа кĕртсе корн чĕлхине аталанма пулăшать.
[тӳрлет] Лингвистика пахалăхĕ
[тӳрлет] Çырулăхĕ
Çырулăхне латиницăпа никĕсленĕ, орфографийĕ чĕлхен пĕтĕм кун-çулĕнче те тăнăç пулман. Вăтам корн тата уйрăмах çĕнĕ корн тапхăрĕнче акăлчан орфографин сĕмĕ питĕ туйăнать.
[тӳрлет] Фонетикăпа фонологи
[тӳрлет] Морфологи
[тӳрлет] Синтаксис
[тӳрлет] Диалектсем
[тӳрлет] Лексика тĕслĕхĕсем
| Корн (SWF) | Валли | Бретонь | Чăваш |
|---|---|---|---|
| Kernowek | Cernyweg | Kerneveureg | корн |
| gwenenen | gwenynen | gwenanenn | пыл хурчĕ |
| cador | cadair | kador | пукан, тенкел |
| keus | caws | keuz | сыр |
| en-mes | y ffordd allan | er-maez | тухăм |
| codha | cwympo | kouezhañ | ӳкме |
| gaver | gafr | gavr | качака |
| chi | tŷ | ti | кил |
| gweus | gwefus | gweuz | тута |
| aber | aber, genau | aber | шыв вăрри |
| niver | rhif, nifer | niver | хисеп |
| peren | gellygen | perenn | груша |
| scol | ysgol | skol | шкул |
| megy | mygu | mogediñ | чĕлĕм туртма |
| steren | seren | steredenn | çăлтăр |
| hedhyw | heddiw | hiziv | паян |
| whibana | chwibanu | c’hwibanat | шăхăртма |
[тӳрлет] Вуламалли
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Каçăсем
- An Burow Корн чĕлхи пирки çĕнĕ хыпарсем
- Cornish Language Fellowship
- Agan Tavas Корн чĕлхи аталанăвĕн этем пĕрлĕхĕ
- Blas Kernewek — A Taste of Cornish Би-Би-Си хатĕрленĕ корн чĕлхин вĕренӳ урокĕсем
- Cornish today
- The Beatles юррисене корн чĕлхипе шăрантарнă Мэтью Кларк çинчен радиосюжет
- Корнский язык — Европăн миноритари чĕлхисем
|
|
|
|---|---|
| Испан-кельт | галлек† · кельтибер† · лузитан† (итал е уйрăм турачĕ?) |
| Галл | галат† · галл† · лепонт† · норик† |
| Бритт | бретон · валли · корн · кумбр† · пикт† (уйăрăлнă?) |
| Гойдел | ирланд · мэн · шотланд (гэл) |
| Хутăш чĕлхесем | банги† · шелта |
| Классификаци тата генезис | Протокельт чĕлхи · Q-кельт тата P-кельт челхисем · Континентри кельт чĕлхисем · Утраври кельт чĕлхисем |
| Асăрхавсем: ? чĕлхен классификацийĕ тавлашуллă · † çухалнă чĕлхе. | |