Колокольников Юрий Андреевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Юрий Колокольников
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Юрий Андреевич Колокольников
Çуралнă вăхăт: 1980 раштав, 15
Çуралнă вырăн: Мускав
Гражданлăх: Канада РФ
Професси: раççей кино актёрĕ, кинорежиссёрĕ тата кинопродюсерĕ

Юрий Андреевич Колокольников (15.12.1980, Мускав) — раççей кино актёрĕ, кинорежиссёрĕ тата кинопродюсерĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юрий Колокольников 1980 çулхи раштавăн 15-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Ашшĕ — Андрей Геннадьевич Колокольников — ăсчах, соционика облаçĕнче ĕçлекенскер. Амăшĕ — Марина Сонкина — журналист, çыравçă, тăлмач. Юрий кукамăшĕ, Фаина Сонкина, Юрий Лотманпа пĕрле ЛПУ филологи факультетĕнче вĕреннĕ, чылай çул хушши унпа хутшăннă, каярах хĕрĕпе пĕрле «Юрий Лотман в моей жизни. Воспоминания. Дневники. Письма» кĕнеке çырса кăларнă. Килйыш чăнлавĕпе, Юрий ятне Лотмана чысласа панă.

Пайăр пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Пиччĕшĕ — Фёдор Колокольников, физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ, Галифакс университечĕн профессорĕ.
  • Пĕрремĕш арăмĕ — Надежда Макляровская, экономист, Soho Realty куçамсăр пурлăх егенстви хуçайки;
    • Таисия (2006 çулта çур.)
  • Иккĕмĕш арăмĕ — актриса Ксения Раппопорт (расстались в 2014[1]).
    • София (2011 çулта çур.)

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 45-летняя Ксения Раппопорт развелась со вторым мужем (акăлч.). Вокруг ТВ. Тĕрĕсленĕ 25 Ҫу уйӑхӗн 2020.