Ливи пушхирĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ливи пушхирĕ

Ливи пушхирĕ (араб. الصحراء الليبية‎‎) — Çурçĕр Африкăри пушхир, Сахарăн çурçĕр пайĕ.

Географи[тӳрлет]

Лаптăкĕ 1,1 млн. км² яхăн. Анăçра — Эль-Харудж-эль-Асвад, кăнтăр-тухăçра — Тибести туçи тата Эннеди платти, тухăçра — Нил шывĕн улăхĕсем. Ливи пушхирĕ авалхи Африка никĕс тĕпĕн тинĕс тата континентăн тăприсемпе тулăннă авăнчăкĕнче вырнаçнă. Çурçĕрте, аялтарах вĕт чуллă тата хăйăрлă пушхир 650 м анлăш ярăмĕсем. Вăтам тата кăнтăр енсенче хăйăрлă пушхир, дюнсем 300 м таран çӳллĕш. Çурçĕр-тухăçра -тарăн хушăксем (Каттара, Сива, Бахария, Эль-Файюм). Кăнтăрта чуллă 400-500 м çӳллĕшлĕ платтăсем, вĕсем хушшинче уйрăлнă ту тăрăхĕсем (Эль-Увенайт, 1934 м). Платти типĕ çырмасемпе (вади) çыркаланнă. Климачĕ пушхирти тропиклă, çурçĕрте - субтропиклă. Вăтам температура кăрлачра — 12-18°С, утăра —28-35°С. Талăкри температура куçкаланни 15-16°С çитет. Нӳрĕксем çулта 100 мм сахал, вырăн-вырăнĕпе 25 мм анчах ӳкеççĕ. Курăк çилсенчен хӳтĕленнĕ айлăмсенче ӳсет. Сайра тырăллă тата кустарники (эфедра, дрина, пылак дрокĕ, пушхир акаци тата ыттисем те). Çĕр айĕнчен юхакан шывĕсем оазиссенче: Сива, Бахария, Файюм, Дахла, Харга, Куфра, Фарафра патĕнче тĕл пулаççĕ. Кунта чылай халăх пурăнать, çынсем финик пальмисене, персиксене, абрикоссене тата тырă çитĕнтерсе тухăç пухаççĕ. Файюм тата Харга оазисĕсене Нил улăхĕпе чукун çулĕ çыхăнтарать. Бахари оазисĕче -тимĕр руда упранăвĕ.