Сахара

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сахара (араб. صحراء‎‎), — тĕнчери чи пысăк пушхир. Лаптăкĕ 9 065 000 çм² ытла, ку вăл АПШ лаптăкĕнчен кăшт кăна пĕчĕкрех. «Сахара» ячĕ — туарег чĕлхинчен араб чĕлхине куçнă «тенере» сăмахĕ, вăл "пушхир" тени пулать.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сахара Çурçĕр Африкăн вунă ытла (Египет, Ливи, Тунис, Алжир, Марокко, Анăç Сахара, Мавритани, Мали, Нигер, Чад, Судан) патшалăх çĕрĕсем çинче саралса выртать. Сахарăна ытти пушхирсемпе танлаштарса уйăрма питĕ йывăр, çапла пулин те вăл хăйăрлă-чуллисен шайне кĕрет. Сахара пушхирне Тенере, Мăн Тухăç Эрг, Мăн Анăç Эрг, Танезруфт, Хамада-эль-Хамра, Эрг-Игиди, Эрг-Шеш, Арави, Ливи, Нуби пушхирĕсем çине пайлаççĕ. Пушхир ĕмĕрĕ — 2,5 миллион çул ытла.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]