Мĕнпур тĕнчери вăрăлăх управлăхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Координатсем: 78° с. ш. 15° в. д. / 78.238166° с. ш. 15.447236° в. д. (G)

Вăрăлăх управлăхне кĕмелли

Шпицбергенри мĕнпур тĕнчери вăрăлăх управлăхĕ (норв. globalt sikkerhetshvelv for frø på Svalbard) — Шпицбергенри туннель-управлăх, унта хăрушсăрлă упрама ял хуçалăхĕнчи калчаллă вăрăлахсен тĕп тĕслĕхĕсем.

Мĕнпур тĕнчери лартмалли-акмалли банк-вăрăлăх управлăхне ПНЙ хӳтлĕхĕпе тĕнчери ял хуçалăх ӳсентăранĕсен лартмалли-акмалли материалне упраса хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ. Проекта Норвеги укçи-тенкипе туса пынă, вăл вара 9 млн доллар тăкака çитнĕ[1]. Кашни патшалахăн хăйĕн уйрăмĕ пур.

Çак вăрăлăх управăхăн тĕл ĕçĕ — пулас глобаллă катастрофăсенче, çапла астероидсем ӳкесрен, йĕтреллĕ вăрçă е глобаллă ăшăту инкек-синкекĕсенчен хăтарасси.

Вăрăлăх управлăхĕн схеми

120-метр тарăнăшĕнче тата тинĕс шайĕн çӳллешĕнчен 130 метр (430 фут) çуллĕшĕнче шпицбергенăн Лонгйир паçсулкинче вырнаçнă. Банка сирпĕнтерӳрен хӳтĕленĕ алăк тата шлюз камерисене лартнă. Материалсене сивĕтӳ хатĕрсене хунă, вĕсем вырăнти çĕр кăмрăкĕпе ĕçлеççĕ, çаплах ĕмĕрлĕ шăнтлăх пулăшать. Вăрăлăхсене тăваттă сийлĕ герметика пакечĕсене хураççĕ, кайран пакетсене контейнерсене хураççĕ, вĕсене вара управлăхăн çӳлти полкисене хураççĕ. Сивĕ температура (-18 °C) тата йӳçлĕк сахал пулнипе метаболика хастарлăхĕ вăрăлăхсене ватăлассине чараклаççĕ.[2]

Шпицбергенра вăрăлăх банк-управлăхĕ тума ĕмĕрлĕ шăнтлăх тата архипелаг таврашĕнчи хавшак [[Тектоника|тектоника хастарлăхне пула] ансат шутланать.

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет] Асăрхавсем

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем