Масарлă
Масарлă
|
Масарлă (выр. Октябрьское) – Пенза облаçĕн Çăрттанлă районĕнчи ял. Тутарсем тата вырăссем пурăнаççĕ.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак вырăнта 1712 çынсем пурăнма вырнаçни пирки паллă. Ăçтан вĕсем куçса килнине тĕплĕн калама çук, çапах та ват çынсем каласа панипе çакна пĕлме пулать. Хантемир мурса Аслă Петĕртен çак хутая илнĕ:
«за проявленную службу в войнах русского государства (возможно в Крымской войне), 182 татарам пожелавшим вместо своих мест выдать новую землю и их от всех налогов освободить. 52 семьям по 50 четвертей земли в поле, сенных покосов на 1000 копен. Оставшимся (130 хозяйств) по 25 четвертей земли в поле, сенных покосов по 500 копен»
. Вара ват асаттесем тĕпленме çĕр шырама тытăннă, хальхи Масарлă ятлă ял патне çитеççĕ те çакăнти çĕре килĕштереççĕ. Анчах та кунта Азарка Том чăвашăн ялĕ пулнă. Тутарсем кунта вырнаçнă. Анчах та чăвашсем мурсасене кăларса яраççĕ. Çакăн хыççăн Хантемир мурса хăйĕн юлташĕпе каллех I Петĕр патне çул тытать. Петĕр I вара Хусан тăрăхĕнчи хăйĕн пăхаканне салтаксене, çĕр виçекене илсе тутарсене çĕр касса пама хушать. Хусанри пăхаканĕ кунта Хантимир мурсана салтаксемпе çĕр виçекене парса ярать. Вара çаксем яла çитсе вырăнти чăвашсене хăваласа ярса çĕрне йышăнса юлаççе. Темиçе çул иртсен ял варринче чăваш çăвинчи вырăнĕнче шăмăсем, авалхи тум-тир тухать. Çавăнпа та яла Масарлă ята тивĕçтернĕ. Унтан каярах пурăнакансем уйрăлса тухса Тумă, Сарпай, Тарлаку ялсене никĕсленĕ. Халĕ Масарлăра вырăссемпе тутарсем пурăнаççĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Предание о татарском селе Октябрьское (Мазарлы) Неверкинского района Пензенской области 2013 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
Çăрттанлă районĕнчи пурăнан вырăнсем |
|||
---|---|---|---|
Район центрĕ: Çăрттанлă (ял) |
Ку Пенза облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы с некорректными тегами координат
- Википеди:Раççейри пурăнан вырăнсем пирки ОКАТО кодне кăтартман статьясем
- Пурăнан вырăнсем, алфавитпа
- Халăх йышне кăтартман пурăнан вырăнсем
- Пенза облаçĕн географипе вĕçлемен статьясем
- Пенза облаçĕ
- Страницы, использующие расширение Kartographer