Междомети
Междомети, — туйăма, кăмăл хусканăвне, хистеве ят памасăр пĕлтерекен сăмах. Междометин лексика пĕлтерĕшĕ çук, çавăнпа вĕсем ытти мĕнпур пуплев пайĕсенчен уйрăм тăраççĕ. Вĕсен пĕлтерĕшĕ контекстра е ситуацире çеç палăрать.
Междомети улшăнман пуплев пайĕ шутланать, предложенири ытти сăмахсемпе çыхăнмасть, предложени членĕ те пулмасть. Калаçура междометисене ытти сăмахсенчен паузăпа уйăраççĕ, çырура вĕсем хыççăн запятой е кăшкăру палли лартаççĕ.
Междометисен тытăмĕ ансат: вĕсем пĕр сасăран та, темиçе сасăран та тăраççĕ. Ытларах пĕр сыпăклă междометисем пулаççĕ (ай, ой, ах, эй, эх, ых).
Пĕтĕмĕшле пĕлтерĕшĕ тăрăх междометисене икĕ ушкăна уйăраççĕ:
- эмоци междометийĕсем (ах, ăх, ых, эх, ай, ой, ха, ну, фу, э-ха-хай, ай-уй). Вĕсем хăранине, тарăхнине, ыратнине, савăннине, пăшăрханнине, йĕрĕннине тата ыттисене те пĕлтереççĕ;
- хистев междометийĕсем (тс-с, ш-ш-ш, чим, ну, на, ме, атя, марш, эй). Кусем çынна пĕр-пĕр ĕç тума пуçламаллине е чарăнмаллине кăтартакан междометисем. Выльăх-чĕрлĕхе хистекен междомети нумай. Вĕсем йыхăрнине (чĕннине) е хăваланине пĕлтереççĕ: пах-пах, пох-пох, хуте (лаша), панеç-панеç, тенёк-те-нёк, хас (ĕне), пуччă, пуччи, пыччи, паряш, параç, тĕр, тĕрья, чапа, тăр-чапа (сурăх), тикă-тикă, кăш, кăшша (хур) тата ыттисем те. Вырăнти калаçура хистев междометисен тĕрлĕ варианчĕсем йышлă.
Литература [тӳрлет]
- Егоров В.Г. Междометие // Материалы по грамматике современного чувашского языка. Ч., 1957;
- Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
- Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.
|
|
|
|---|---|
|
Япала ячĕ • Паллă ячĕ • Хисеп ячĕ • Местоимени • Глагол (причасти • деепричасти • конверб) • Наречи • Предикатив (тăрăм категорийĕ) • Пулăшав глаголĕ (çыхав) • Детерминатор (артикль • указательное прилагательное • притяжательное прилагательное) • Прилог (предлог • послелог • circumposition) • Союз • Татăк • Междомети |
| Ку вĕçлемен статья лингвистика пирки. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |