Нева (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Нева
Neva-StPetersburg2.JPG
Пахалăх
Тăршшĕ 74 км
Бассейн  лаптăкĕ  281 000 км²
Шыв системи Балти тинĕсĕ
Шыв тăкакĕ 2500 м³/ç
Шыв юххи
Шыв пуçламăшĕ Ладога кӳлли, Петрокрепость бухти
 • Çӳллĕшĕ 4,29 м
 • Координатсем 59°56′41″ с. ш. 30°18′34″ в. д. / 59.944722° с. ш. 30.309444° в. д. (G)
Шыв вăрри Фин кӳлмекĕн Нева тути
 • Çӳллĕшĕ 0,03 м
Вырнаçу
Патшалăх Flag of Russia.svg Раççей
Регион Ленинград облаçĕ, Санкт-Петербург
Blue 0080ff pog.svg — шыв пуçламăшĕ, Blue pog.svg — шыв вăрри
Нева

НеваЛенинград облаçĕнчи тата Санкт-Петербургри юханшыв, Балтика тинĕсĕн Фин заливне Ладога кӳллипе çыхăнтарать. Ячĕ фин чĕлхинчен Nevajoki, Nevajärvi (neva — шурлăх, шведла — ny) пуçланнă. Вырăсла — Нева, халăх этимологипе «Çĕнĕ (шыв)». (Фасмер). Пĕрремĕш хут — Житие Александра Невского (XIII ĕмĕр) — асăннă. Нева тăршшĕ — 74 çм (тинĕсе çити тӳррĕн — 45 çм), çав шутра Санкт-Петербург тăрăх — 28 çм. Вăтам анлăлăхĕ — 400—600 м, чи анли — 1200 м (Нева хапхисем патĕнче), чи тăвăрри — 210 м (Иванов порогĕсем патĕнче). Вăтам тарăнăшĕ 8—11 м, чи тарăнни — 24 м (Литейнăй кĕперĕ патĕнче). Пысăк шыв магистралĕ, Атăл-Балтика тата Шурăтинĕс-Балтика шыв çулĕ. 4000 çул каялла Ладога шывĕ Балтика тинĕсне çĕмĕрсе кĕнĕ чухне пулса тăнă. Ладога кӳллинчен Шлиссельбург хули çумĕнче Фин заливне (Балтика тинĕсĕ) юхса кĕрет. Часах хăрушăллă шывилнисем пулаççĕ. Неван 42 утравĕсем çинче Санкт-Петербург хули вырнаçнă.

Пысăк утравĕсем[тӳрлет]

Васильев утравĕ (1050 га); Петроград утравĕ (570 га); Крестов утравĕ (420 га); Декабристсен утравĕ (410 га). Татах Мулкач, Елагин тата Чуллă утравсем пур.

Каçăсем[тӳрлет]