Нейтрон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Нейтрон — авăрсăр элементарлă пĕрчĕк. Нейтронсем протонсемпе пĕрле атăм тĕшшинче чăмăртанаççĕ (водородăн çăмăл изотопĕн тĕшшисĕр пуçне1H), нуклон пĕрлĕхлĕ терминпа палăртаççĕ. Нейтрон барионсен класне кĕрет.

Тĕпчесе уçни[тӳрлет]

Нейтрона Джейм Чедвик физик тĕпчесе уçнă (1932), çавăншăн ăна Нобель премипе физикăпа 1935 çулта тивĕçтернĕ.

1930 çулта Германире ĕçлекен Вальтер Ботепе Г. Бекер çакна асăрханă: хăватлă энергиллĕ полони-210 пĕрхĕнтерекен альфа-пĕрчĕкĕсем, хăшпĕр çăмăл хими элеменчĕсем, уйрăмах берилли е лити çине, ӳкеççĕ те çав тери хăватлă, витĕр тухакан хевтеллĕ пайăркасене пуçараççĕ. Малтан вĕсене гамма-пайăркасем тесе шутланă, анчах каярах вĕсен витĕр тухакан хевтелĕхĕ кунчен паллă гамма-пайăркасенчен те питĕ çивчĕ пулнипе экспериментăн пулăмĕсене ăнлантарма пултарайман. Кирлĕ çитĕнӳ 1932 çулта Иренпе Фредерик Жолио-Кюри тунă. Вĕсем кăтартнипе, çак унчен паллă пулман пайăркалăх парафин е водородпа пуян урăх сыпăну çине лексен, хăватлă энергиллĕ протонсем çуралаççĕ. Хăй енчен çакă нимĕне те хирĕçлемен пулнă, анчах хисеп шучĕсен вĕçĕсем теори килĕшĕвне çураçтарайман. Тĕпĕртакран, çав 1932çултах, акăлчан физикĕ Джеймс Чедвик хăйĕн эксперименчĕсенче гамма-пайăрка гипотези мулсăррине кăтартать. Вăл тăнласа пăхнипе, çак пайăркасене авăрламан протон йывăрăшлĕ пĕрчĕксем тăваççĕ; хыççăнах чылай эксперимент тĕпчесе ирттерет — гипотези тĕрĕс пулнине çирĕплетет. Çак авăрсăр пĕрчĕксене «нейтронсем» (латин тымарĕ neutral) ят хураççĕ.

Тĕп хаклавĕсем[тӳрлет]

Нульпе танлă электро-авăрлă нейтрон чăн нейтраллă пĕрчĕк пулмасть. Нейтронăн антипĕрчĕкĕ —антинейтрон.

Тытăну тăрăнĕпе арканăвĕ[тӳрлет]

Тĕпчесе çирĕплетнĕ тăрăх нейтрон виçĕ кваркран çыхăнса тăрать: пĕрри —«çӳлти» (u) тата икĕшĕ — «аялти» (d) кваркĕсем (кварк тытăмĕ: udd).

Протонпа нейтронăн йывăрлăхĕ çывăх пĕр танли изотоплă инвариантлăх пахалăхĕнчен килет: протонри (uud кварк тытăмĕ) пĕр d-кварк u-кварка куçать, çак икĕ кваркăн йывăрлăхĕ пĕр танах пек, улшăну çавăнпа пĕрчĕн пĕтĕм йывăрлăхне ытлах улăштараймасть. Нейтрон протонран йывăртарах, çавăнпа та вăл ирĕклĕ тытăмĕнче арканма пултарать: нейтронăн бета-арканăвĕпе вăл протона, электрон тата электронлă антинейтрино (çаплах, гамма-кванта, пулас) пайланать. Çак аркану вĕçленсен лептонсем пулаççĕ тата кваркăн шăрши (аромачĕ) улшăнать, çак ĕç-пуç тӳлек хутшăну мелĕпе çеç пулса иртме пултарать. Анчах тӳлек хутшăнун уйрăмлă пахалăхĕсене пула, çак реакцинче хăват çав тери начар тухнипе (пĕрчĕсен малтанхипе кайранхи йывăрăшĕсен расналăхне пула) унăн хăвăртлăхĕ ахалли пек мар сахал. Çакă вара элементарлă пĕрчĕсем хушшинче нейтрон чăн чылай пурăнаканнине ăнлантарса парать: унăн пурнăç вăхăчĕ мюонĕнчен миллиард хут майлă вăрăмрах(мюон ĕнтĕ нейтрон хыççăн пурнăç вăхăчĕпе метатăнăçлă пĕрчĕ шутланать).

Тепĕр енчен, протонпа нейтронăн йывăрăшĕсен уйрăмлăхĕ 1,3 МэВ, çак тĕшĕллĕ физикăн виçипе кăшт çеç пулать. Çакнашкал, нейтрон тĕшĕре, протонпа танлаштарсан, тарăнрах потенциаллă путăкра тăма пултарать, çавăнпа ĕнтĕ бета-аркану хăватлăх енчен нейтроншăн тупăçлă мар. Çавăнпа вара нейтрон тĕшĕре тăнăç тăрать.

Нейтронпа протонăн изоспинĕсем нейтрона пĕр тан (1/2), анчах та вĕсен проекцийĕсем паллипе хирĕçле. Нейтронăн изоспин проекцийĕ соглашению в элементарлă пĕрчĕсен физикинче −1/2 тан, тĕшĕллĕ физикăра +1/2 тан тесе йышăннă (чылай тĕшĕре нейтрон шучĕпе протонран нумайрах, çак килĕшӳ изоспинсен суммарлă çуклă проекцийĕсенчен аяккарах пăрăнса шутлама май парать).

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]