Нинидзе Ия Борисовна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Нинидзе хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Ия Нинидзе
груз. ია ნინიძე
Çуралнă чухнехи ят: Ия Борисовна Нинидзе (груз. ია ბორისის ასული ნინიძე)
Çуралнă вăхăт: 1960, авăн, 8
Çуралнă вырăн: Тбилиси, Грузин ССР, ССРП
Гражданлăх:

* ССРП (1960—1991)

Професси: совет, раççей актриси
Карьера: 1969 — х. в.

И́я Бори́совна Нини́дзе (груз. ია ბორისის ასული ნინიძე; 8.9.1960, Тбилиси, Грузин ССР, ССРП) — совет, грузин тата раççей театрпа кино актриси, юрăç. Грузин ССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, Грузин халăх артисчĕ (1995).

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Телекурав режиссёрĕпе вырăс чĕлхине вĕрентекен çемьинче Тбилисире çуралса ӳснĕ. Хореографи вĕрентĕшĕнче ăсталăха туптанă. Кинематографа сакăр çулта, Георгий Данелин «Не горюй!» камитĕнче (1968, премьера 1969) Цицино ролĕнче ӳнерленсе кӳленнĕ. 1976 çулта Леонид Квинихидзе режиссёр Флоримон Эрвен «Мадемуазель Нитуш» оперетти тăрăх ӳнерленĕ «Небесные ласточки» телемусăк камитĕнче Дениза де Флориньи рольне янкăр сăнарласа Совет Союзĕнче чапа тухать: вунултă çул тултарнă хĕр пĕвĕпе, пластикăпа, темпераменчĕпе критиксен те, куравçăсен те кăмалне кайнă, ăна пурĕ те пĕр чунлăн çамрăк Одри Хепбёрнпе танлаштарма пуçланă. 1981 çулта С. А. Герасимов ячĕллĕ патшалăх кинематографи институтне (Сергей Бондарчукпа Ирина Скобцева курсĕ) вĕренме кĕнĕ, çак çултах Тбилиссири Грузин Шота Руставели театрĕн труппине ĕçе вырнаçнă. 1997 çулта Мускава пурăнма куçнă, «Летучая мышь» кабаре-театрĕнче ĕçленĕ. 2000 çулта, премьера умĕн репетицире травмăлансан (актриса çине 300 килограмм йывăрăш декораци ӳкнĕ), сценăна хăварма тивнĕ. Халĕ соло программипе тăрмашать, телепрограммăсене, конкурссене, фестивальсене хутшăнать, кинофильмсемпе сериалсенче çапăнать[1][2].

Пайăр пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Пĕрремĕш упăшки — Николоз Шенгелая (Георгий Шенгелая режиссёрпе Софико Чиаурели актрисăн ывăлĕ)
  • Иккĕмĕш упăшки — Сергей Максачёв (актёр, каярах Курск облаçĕн пуçлăх çумĕ)
    • ывăлĕ — Георгий
      • хĕр-мăнук Николь
  • Виççĕмĕш упăшки — Михаил Бученков
    • хĕрĕ — Нино Нинидзе(актриса)
      • ывăл-мăнукĕ — Александр (Сандрик)

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]