Окситан чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Окситан чĕлхипрованс чĕлхи) — Францин кăнтăр енĕпе ун çумĕнчи Итали çĕрĕсенче (Окситани) пурăнакан халăхăн чĕлхи. Хальхи вăхăтра кăнтăр тата çурçĕр ушкăн çине пайланакан темиçе диалект тата вырăнти калаçу уйăраççĕ. Каталон чĕлхине çывăх. Инди-европа чĕлхисен роман ушкăнне кĕрет.

Occitània

Хальхи вăхăтра хăйсен кулленхи пурнăçĕнче окситан чĕлхине икĕ миллиона яхăн çын усă курать.

XIII-XIX ĕмĕрсенче Францин кăнтăр çĕрĕсем Лангедок ( тепĕр майлă «ок чĕлхин таврашĕ») пек паллă пулнă. Ку вăл «çапла» сăмах окситан чĕлхинче «ок» пек илтĕннĕ пирки пулнă. Чĕлхе те вара окситан ятлă пулса кайнă.

IX-пе XIII ĕмĕрсен хушшинче окситан чĕлхи çинче питĕ нумай литература çырнă пулнă. Окситан чĕлхи юруспруденцинче тата саккунсем кăларнă вырăнта усă курăннă. 1539 çулта Франциск I Франци патши франци чĕлхине пĕтĕм патшалăхăн официаллă чĕлхи туса хунă.

Аслă Франци революциĕ хыççăн Францире ытти чĕлхесене франци чĕлхипе улăштарас ĕçе пикеннĕ. 1951 çулта, Дексон саккунне йышăннă хыççăн, окситан чĕлхине вырăнти чĕлхесемпе калаçусем шутне кĕртнĕ. Кун хыççăн ăна вĕренӳ заведениĕсенче факультативлă майпа вĕренме шанăç панă. Анчах халĕ те ку чĕлхене кулленхи пурнăçра кăна усă кураççĕ.


Каçăсем[тӳрлет]