Орок чĕлхи

Википедири материал

Орок чĕлхитунгуспа манчжур чĕлхисем шутне кĕрекен ороксен чĕлхи. Сахалин облаçĕн Поронайпа Ноглик районĕсенче сарăлнă.

2002 çулхи çырав тăрăх Раççейре 346 орок пурăннă, вĕсенчен 64-шĕ тăван чĕлхене пелнĕ. Ороксем çавăн пекех Японири Хоккайдо утравĕнче пурăнаççĕ, вĕсен йышĕ паллă мар.

Орок чĕлхин икĕ диалект пур — çурçĕрти (тухăç сахалин) тата кăнтăрти (поронай). Хоккайдори ороксем кăнтăрти диалектпа калаçаççĕ.

Орок чĕлхин алфавичĕ

2008 çулта орок чĕлхи çыруллă пулса тăнă, ун çыруллăхне кириллица саспаллийĕсемпе йĕркеленĕ. Сахалинти пĕр шкулта ку чĕлхене вĕрентеççĕ.