Эвенк чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Эвенк чĕлхи
Тăван ят: Эвэды̄ турэ̄н
Патшалăхсем: Раççей, Китай, Монголи
Регионсем: Хĕвел тухăç Çĕпĕр
Калаçакансен пур йышĕ: 44500
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Алтай çемьи
Тунгус-маньчжур ушкăнĕ
Çырулăх: кириллица (Эвенк çырулăхĕ)
Чĕлхе кодĕсем
ГОСТ 7.75–97: эвк 825
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3: evn
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Эвенк чĕлхи, (кив. тунгус чĕлхи) — эвенксен чĕлхи. Раççейĕн Хĕвел тухăç ÇĕпĕртерриторинчеЕниçейĕн сулахай çыранĕнчен пуçласа Сахалина çити (35,5 пин çын 2002), çаплах 9 пине яхăн çын пурăнать, çав шутра солонсем — Китайăн çурçĕр енче (Шалти Монголи, Синьцзян-Уйгур автономи районĕ) тата Монголире. Эвен тата негидаль чĕлхисемпе пĕрле тунгус-маньчжур чĕлхисен çурçĕр ушкăнне кĕрет.

Çурçĕр, кăнтăр тата мал пуплевĕсене уйăраççĕ. Фонетика пахалăвĕсемпе «ха-калакан», «касакан» и «чашлакан» диалектсем пулаççĕ. Солон диалектне хăш чухне уйрăм чĕлхе шутне кĕртеççĕ. Литература чĕлхине кăнтăр пуплевĕн непс (1953 ç. — полигусов) калаçавĕн никĕсĕпе йĕркеленĕ. Эвенк чĕлхинче уçă сасăсен пахаллă-шутлă гармонин кăткăс (пусмаллă) саккунĕ пур. Грамматика йĕркипе суффикслă-агглютинатилă тĕсĕн чĕлхисен йышне кĕрет. Лексика енĕпе якут тата бурят чĕлхисене çывăх, вырăс чĕлхинчен илнĕ сăмахсем те пур.

Раççейре çырулăхне 1929 çултанпа латин графикипе, 1937 çултанпа — вырăс алфавичĕн никĕсĕпе. Китайпа Монголире, официаллă çырулăхĕ çук пулнипе, эвенк тексчĕсене Кивĕ монгол çырăвĕпе çырнă. Китайра çаплах пиньиньпе тата китай иероглифĕсемпе хайланă. Уйрăм çыру çăлкуçĕсем XIX ĕмĕр тĕлнелле пулаççĕ[1].

Эвенк чĕлхине ача-пăча сачĕсенче, пуçламăш шкулта, хăш чухне 8-мĕш класа çити факультатив шайĕпе, вĕрентеççĕ. Санкт-Петербургри, Якутскри, Хабаровскри, Улан-Удэри аслă пĕлӳ керменĕсенче тата Игаркăри, Николаевск-Амур-çинчи наци педучилищисенче усă кураççĕ.

Вĕренӳ литературине хатĕрленĕ, илемлĕ литература аталанать. Турара эвенк чĕлхиллĕ страницăллă «Эвенкийская жизнь» хаçат тухать.

Хальхи саманари лару-тăру[тӳрлет]

1989 çулхи халăх çыравĕпе, эвенк халăхĕн йышĕ Раççейре 29 957 çын пулать. Вĕсенчен эвенк чĕлхине тăван вырăнне 26,1 % (1979 çулта — 20,7 %) хурать. Ирĕклĕ эвенк чĕлхипе 45,1 % калаçнă, вырăс чĕлхипе — 75,2 %. Тăван чĕлхепе калаçакансен йышĕ регионтан килет — тĕслĕхрен, Амур тата Чита (халĕ — Байкал лешьен) облаçĕсенче тăван чĕлхене 98 % эвенк, Иркутск облаçĕнче — 47 %, Бурятире тата Якутире — 12—15 %.

Пуплевсемпе вырăнти калаçусем[тӳрлет]

Çурçĕр пуплевĕн калаçăвĕсем[тӳрлет]

Кăнтăр пуплевĕн калаçăвĕсем[тӳрлет]

Чăшлату кĕçĕн ушкăн:

Касакан кĕçĕн ушкăн:

Хĕвелтухăç пуплевĕн калаçăвĕсем[тӳрлет]

  • баргузин,
  • калар,
  • олёкма,
  • тунгир,
  • токкин,
  • амгин,
  • джелтулак,
  • тимптон,
  • томмоти — Томмот хула таврашĕнче, Якути,
  • хинган,
  • чульман,
  • учур,
  • зей,
  • селемджа,
  • бурей — Буреи юханшывĕн бассейнĕнче, Хабаров Ен, Амур облаçĕ,
  • урми,
  • аян,
  • аим,
  • май,
  • нелькан,
  • тоттин,
  • чумикан,
  • тугур,
  • сахалин — Сахалин утравĕ çинче.

Литература чĕлхи[тӳрлет]

Фонетика[тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

  • Эвенгус — чĕлхе пирки сайт: вĕренӳ кĕнекисем, сăмахсарсем.

Вуламалли[тӳрлет]

  • Болдырев Б. В. Эвенкийско-русский словарь (Эвэды-лучады турэрук). — Новосибирск: Изд-во СО РАН, филиал «Гео», 2000. — Ч. 2: Р—Я. — 484 с.