Орфоэпи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Орфоэпи (гр. orthos «тӳрĕ», «тĕрĕс», epos «калаçу») — сăмахсене сасăпа ударени тĕлĕшĕнчен тĕрĕс каламалли правилăсен пуххи.

Чăваш чĕлхин орфоэпи правилисем XIX ĕмĕрĕн 1870-мĕш çулсенче йĕркеленме тытăннă. Тĕслĕхрен, чăваш сăмахĕсенче тури диалектри пек о сасă калас вырăнне у сасă каласси (укçа, урам, пур) тата ыт. чылай правило ун чухнех çирĕпленсе вăя кĕрсе юлнă, вĕсем паян кунчченех литература чĕлхин нормисем шутланаççĕ. Анчах та литература ĕçне тури диалект представителĕсем те анлă явăçса пынăçемĕн чăваш чĕлхинче çак диалект элеменчĕсем те норма пулса çирĕпленеççĕ (тĕслĕхрен, ударени правилисем). Чĕлхе аталаннăçемĕн орфоэпи правилисем те улшăнмасăр тăмаççĕ, вĕсенче те вăхăтăн-вăхăтăн улшăнусем пулса пыраççĕ.

Хальхи вăхăтра орфоэпи правилисем, тĕпрен илсен, çирĕпленсе çитнĕ темелле, анчах та кунта иккĕлентерекен, тĕрлĕ диалект представителĕсене тавлаштаракан ыйтусем те пур (тĕслĕхрен, каймас е каймаç, килмес е килмеç т.ыт.те). Вĕсене татса парасси — чĕлхеçĕсен çывăх вăхăтра тумалли ĕçĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Литература[тӳрлет]

  • Горшков А.Е. Чăваш чĕлхин кĕске орфоэпи словарĕ // Чĕлхе культурин ыйтăвĕсем. 2-мĕш кĕнеке. Стилистика, лексика, орфографи, орфоэпи. Ш., 1972;
  • Горшков А.Е. Чăваш орфоэпийĕн хăш-пĕр ыйтăвĕсем // Чувашский язык, литература и фольклор. Сб. ст. ЧНИИ. Вып. 1. Ч., 1972;
  • Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.