Контент патне куҫ

Охотников Никифор Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Охотников хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Никифор Охотников
Çуралнă чухнехи ят Охотников Никифор Михайлович
Çуралнă вăхăт 1860 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Чăваш Шупашкарĕ ялĕ, Чистай уесĕнчи (паян кун Тутарстанри Çĕнĕ Шешма районĕнчи), Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт 1892 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Хусан
Гражданлăх Раççей империйĕ
Пăхăнулăх Раççей империйĕ
Ашшĕ Михаил
Арăмӗ Евдокия Васильевна
Ачисем виçĕ ача

Охотников Никифор Михайлович (1860 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕ (е пушăн 8-мĕшĕ - ?), Чăваш Шупашкарĕ ялĕ, Чистай уесĕнчи (паян кун Тутарстанри Çĕнĕ Шешма районĕнчи), Хусан кĕперни — 1892 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче вилнĕ.) — чăваш çыравçи, çутлăхçи, математик.

1860 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче (е мартăн 8 - ?) Хусан кĕпернийĕн Чистай уесĕнчи (паян кун Тутарстанри Чистай районĕнчи) Чăваш Шупашкарĕ ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă.

1873 çулта кĕркунне Никифор Михайловича хăйĕн ялĕнчен 12 çухрăмри Саврăш ялне вĕренме янă. Никифор Михайлович питĕ тăрăшса вĕреннĕ, пур предметсемпе те яланах тенĕ пек чи лайăх паллăсем илнĕ. Вăл уйрăмах математикăна юратнă. 1879 çулта Никифор Михайлович Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен питĕ ăнăçлă вĕренсе тухнă. И.Я. Яковлев ăна, пултаруллă математика, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчех математика преподавателĕ пулма хăварасшăн пулнă. Çав çулах вăл учительте ĕçлеме тытăннă.

1880 çулта Н.М. Охотников пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă – И.Я. Яковлев чĕннипе ăна Чĕмпĕрти чăваш шкулне ĕçлеме чĕнсе илнĕ. 1882 çулхи кĕркуннерен пуçласа Никифор Михайлович çутçанталăк кун-çулне, механикăна, астрономие тата химие çине тăрса вĕренме тытăннă.

1886 çулта Никифор Михайлович хуçлăх ĕçĕсенчен хăтарнă та, вара вăл хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне – Хусанти патшалăх университетне вĕренме кĕрес ĕмĕтне тӳрремĕнех пурнăçлама май илнĕ. 1891 çул вĕçĕнче Никифор Михайловичăн сывлăхĕ питĕ хавшаса çитнĕ, ăна пульницăна выртарнă.

1892 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче, университетран вĕренсе тухмалли экзамен тытиччен 4 уйăх маларах, Никифор Михайлович Охотников вилсе кайнă.

Никифор Михалович хăйĕн кĕске ĕмĕрне пĕтĕмĕшпех чăваш халăхĕн культурине малалла аталантарса ярас ĕçе панă.

1874-1879 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Унтан çав шкултах пулас учительсене математика вĕрентнĕ. В. И. Ульянов пулăшнипе гимнази курсĕшĕн экзамен тытнă, университета кĕме хатĕрленнĕ.

Математикăри çитĕнĕвĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1888-1892 çулсенче Хусан университечĕн физика-математика факультетĕнче вĕреннĕ. Историпе, этнографипе тунă ĕçсем матиматикăна нихăш енчен те пырса тивмеççĕ. Хăшпĕр хыпарсем тăрăх, пĕтĕм тĕнчери физиксемпе математиксен конкурсĕнче çĕнтернĕ, ылтăн медаль илме тивĕç пулнă. Н.М.Охотников ку тĕлĕшпе тунă çитĕнÿсене çителеклĕ тĕпчемен. Университета вĕренсе пĕтерме тӳр килмен, юлашки курсĕнче ӳпке чирĕпе чирлесе вилнĕ.

Н.М.Охотников пирки çырнă монографи авторĕ П.В.Денисов калани[1]:

<Куçару: Н.М.Охотников биографийĕнчи тата ăславри пултарулăхĕнчи, çав шутра физика-математика енĕпе тĕпченисем енĕпе, хăшпĕр паллах мар ыйтусене уçăмлатас, фактсене тĕрĕслес тесе татах та шыравсем ирттермелле.>

Çав кĕнекерех П.В.Денисов çапла калать:

Кун хыпара автор Руф Ишутов статйинчен[2] илнĕ иккен. Малалла, "Советская Чувашия" хаçатри статья[3] çине таянса, историк çапла çырать:

<Куçару: Çавăн пекех Н. М. Охотников студент чухне йăр теорийĕпе ĕçлени пирки хыпарсем пур, вăл "Об отражении отвесной струи на горизонтальной плоскости" текен ĕç те çырнă иккен, А. В. Васильев ертсе пынипе кандидат диссертацине майлама пуçланă.>

Çапла вара, кунта уçăмлах мар тата пĕлсе çитереймен ыйтусем пайтах-ха.

"Об отражении отвесной струи на горизонтальной плоскости" текен асăннă ĕç пирки. Интернетра çав ятлах тепĕр ĕç тупăнать[4]. Вăл — Попов Александр Федорович (1815-1879) çырнă «Об отражении отвесной жидкой струи на горизонтальной плоскости» («Учёные записки Казанского университета», 1871).

Этнографипе тунă ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

"Мана пăхса ӳстерни" (1888), "Чăвашсене хутла вĕрентни" (1889), "Атăлçи чăвашĕсем" (1891).

  • Васильев А.В. Н.М.Охотников. // Волжский вестник, 1892, 31, январь.
  • Юркин И.Н. <Памяти Н.М.Охотникова>. // Симбирские губернские ведомости. 1893, 30, январь
  • Магницкий В.К. Неизданные этнографические и педагогические труды студента-чувашина Никифора Михайловича Охотникова и воспоминания о нём. Алçыру.[5].
  • Долгов В.А. Ученик В.И.Ленина. // В.И.Ленин и чувашский народ. УЗ ЧНИИ. вып.44. Чебоксары, 1969, с.134-143.
  • Матросов И.М. Ульяновсене çывăх пĕлнĕ. Шупашкар, 1982.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Денисов П.В. Никифор Охотников. Очерки жизни и творческой деятельности. Чебоксары, 1986.
  2. ^ Ишутов, Руф. Унăн ячĕ ĕмĕр хисепре. // Тăван Атăл, 1985, 6№, С.62.
  3. ^ Хаит Г. Таким был Н.М.Охотников. // Советская Чувашия, 1959, 5 апреля.
  4. ^ ПОПОВ АЛЕКСАНДР ФЕДОРОВИЧ 2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ. — Фонд КГУ-200.
  5. ^ ЦГА ЧАССР, ф.334, оп.1, д.16, л.122 (тата ытти листасем...).